Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫул сăмах пирĕн базăра пур.
ҫул (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7 ҫул тултарнӑскере илемлӗ кулон парнелерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Гузелия Хатыповна Чӗмпӗрти ача ҫуртне ӗҫе ҫӳренӗ пекех 3 уйӑх ҫул такӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мӑшӑр хӗрачана усрава илес тӗллевпе Шупашкара ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах вӗсем 50 ҫул урлӑ каҫсан ҫеҫ ҫурчӗ савӑнӑҫпа тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Татьянӑпа Георгий 14 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрсан тӑван ялӗнчех пурӑнма юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Александр Степанов 12 ҫул выльӑх пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кунта арҫын 8 ҫул ӗнтӗ вӑй хурать.

Здесь мужчина уже 8 лет трудится.

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Халӗ тӑван ялтан ниҫта та каяс килмест. Ҫемьепе пӗрле пурӑннине, кашни ир арӑм ҫумӗнче ӑшӑ вырӑн ҫинче вӑраннине мӗн ҫиттӗр?» — терӗ фермӑна мӑшӑрӗпе пӗрле ҫул такӑрлатаканскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

4 дояркӑран 2-шӗ 35 ҫул тултарман-ха.

Из 4 доярок 2-им еще 35 лет не исполнилось.

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫапла 9 ҫул хыҫа юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

2013 ҫул вӗҫӗнче Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ хуҫалӑх Атнашра 200 пуҫ усрамалӑх ӗне ферми хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Акци пынӑ май сотрудниксем ытти шкулсене те ҫитеҫҫӗ, ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Мероприятисене ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тӗлӗшпе асӑрхав ӗҫне йӗркелес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас, наркотиксен сиенӗ, ӑна сутнӑшӑн административлӑ тата уголовлӑ явап тыттарма пултарни ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫапах вӑл пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илсе малалла та ҫирӗп утӑмсемпе утассинче иккӗленӳ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Халӗ вара, 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, кино кӑтартассине ҫӗнӗрен чӗртесшӗн тенине пӗлсессӗн, чунтан хӗпӗртерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нина аппа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫре вӗсем мӑшӑрӗпе, Дмитрий Петровичпа, 38 ҫул тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Ҫак хайлав «Вӑтам Энӗш» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлеме тытӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртса тата унӑн руководителӗпе Петр Николаевич Крыловпа туслӑ, пӗр шухӑшлӑ, тӑван халӑх культурине аталантарассишӗн пӗрле ӗҫленӗ май ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Чӗрӗк ӗмӗр хушши туса ирттернӗ ӗҫсем, ҫитӗнӳсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май, вӑл нумай ҫул пӗрле ӗҫлекенсене, ӗҫре пулӑшса пыракансене банкетка ҫине ҫырса хатӗрленӗ Тав хучӗсем пачӗ, медальсемпе те хисеп турӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Пӗрлӗхре вӑй пулмасан хуҫалӑх 25 ҫул тытӑнса та тӑраймӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ те ӑнса пымӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Вӑтам Энӗш» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех