Шырав
Шырав ĕçĕ:
Часах вӑл пӗтӗм пӳлӗме унти сасӑсем тӑрӑх пӗлсе ҫитрӗ: килтисен уттисене, уксах-чӑлах тетӗшӗ айӗнче пукан чӗриклетнине, амӑш аллинчи ҫип пӗр евӗрлӗн чӑштӑртатнине, сехет пӗр тикӗссӗн шакканине чип-чиперех уйӑрса илетчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Икӗ юпа хушшинче, виҫкӗтеслӗх айӗнче, икӗ ҫуршар рама евӗрлӗ пӑрӑссене уйӑрса илме пулать; вӗсем шуса ҫӳреме пултараҫҫӗ, шуса иккӗшӗ пӗрлешсен, шӑпах ҫын мӑйӗ вырнаҫмалӑх ҫаврашка шӑтӑк пулса тӑрать.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Маркиз ирӗке тухсан, ури айӗнче улӑх пулнине туйса илчӗ, хӑй умӗнче пӗр икҫӗр утӑмра вӑрман хӗрри тата анлӑ уй-хир иккенне курсан, вӑрманта хӑйне хӑтаракан тӗттӗм ҫӗр тата ирӗклӗхпе пурнӑҫ кӗтнине ӑнланчӗ те чарӑнса тӑчӗ.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Замок айӗнче ҫӳллӗ пӗкӗллӗ кӗпер, кӗперпе тӗттӗм замок леш енче — вӗсем ҫумнех туса лартнӑ темӗнле ҫаврака ҫурт.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ун ури айӗнче типӗ вар, — ҫӗрлехи шупка тӗтре витӗр вар тӗпӗ курӑнмасть.Она увидела у своих ног ров, дно которого терялось среди ночной тьмы.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӗсем ытти таркӑнсемпе пӗрле тухнӑ вӑрттӑн пусма картлашкисем шӑпах кӗперӗн арккисем айӗнче тӑвӑр хӑвӑла ҫитсе вӗҫленет; ҫак хӑвӑл тӑвӑр та тарӑн ҫӗр ҫурӑкне тухса, пӗр вӗҫӗпе типӗ варта, тепӗр вӗҫӗпе вӑрманта пӗтет.
XV. Ҫӑра уҫҫине сехетпе пӗрле пӗр кӗсьене чикме юрамасть // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Радуба пӑшалпа персе айӗнче ҫуталса тӑракан шӑтӑка ӳкерме пӗр пуля та ҫителӗклӗ.Единственной пули было достаточно, чтобы сбросить Радуба в зиявшую под его ногами бездну.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗ карниз ҫийӗн шуса кайрӗ, вӑл вара чул катӑкӗнчен ҫакӑннӑ икӗ алли ҫинче аран-аран кӑна тытӑнса юлчӗ; ун айӗнче — хӗрӗх фут тарӑнӑш шӑтӑк.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӗттӗмре пӗр-пӗрне вӗлерекен ҫынсен тискер ҫапӑҫӑвӗ, пӑшалсем тӑрӑлтатни, хаяррӑн кӑшкӑрашни — ҫак шав пӗтӗмпех ҫӳллӗ мачча айӗнче, хулӑн стенасем хушшинче ҫухалать; сасӑсем сывлӑш ҫителӗксӗррипе шӑпланаҫҫӗ.
IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тапӑнакансен малтанхи юхӑмӗ шӑтӑкран ыткӑнса кӗрсенех пӗтӗм баррикада аҫа-ҫиҫӗмпе ялкӑшса илчӗ; ҫӗр айӗнче аслати авӑтнӑ пекех туйӑнчӗ.
IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӑйсене хупӑрласа илсенех вӑл, маркиз хушнипе, иккӗмӗш хутӑн чӳречисем айӗнче ҫакӑнса тӑнӑ чикмеке пуҫтарса библиотекӑна вырнаҫтарса хучӗ.
XIV. Иманус мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл ман алӑ айӗнче пулать, эпӗ ӑна кирлӗ чухне чӗртсе яма пултаратӑп.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӑш-пӗр тӗлте, вӑрманта — йывӑҫсем айӗнче, тӳрем сӑртлӑхра — вӗтлӗх хушшинче, ҫутӑсем ҫунма пуҫларӗҫ, вара тӗттӗм тавралӑхра хулленех ҫутатакан пӑнчӑсем йышлӑланса пычӗҫ, ҫӗр ҫийӗ те пӗлӗт пек, ҫӑлтӑрсемпе илемленесшӗн пулнӑн туйӑнчӗ.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫапла вара сарлака та ҫӳллӗ, пӑшал пеме тӗрлӗ вырӑнсенче шӑтарса тунӑ шӑтӑклӑ ултӑ хутлӑ башня, кӗпер ҫинчи чаплӑ ҫурта кӗмелли пӗртен-пӗр тимӗр алӑк, ҫӗкленекен кӗпер; башня леш енче — вӑрман; башня умӗнче, кӗпертен ҫӳлӗрех, башньӑран аяларах — тӳремсӑртлӑх, унта вӗтлӗх ӳсет; кӗпер айӗнче, башньӑпа тӳремсӑртлӑх хушшинче, тӗмсемпе хупланса ларнӑ тарӑн та ансӑр типӗ вар, хӗлле вӑл кӗрлесе юхать, ҫуркунне пӗчӗк ҫырма, ҫулла — чул тӗплӗ тарӑн вар пулать, — акӑ мӗнле пулнӑ вӑл Говэнсен халӑх ҫинче Тург тесе ят панӑ замокӗ Тург-Говэн.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӳнӗн-ҫӗрӗн утнӑ, ҫӑкӑр татӑкӗ ыйткаласа тупнӑ, курӑк ҫинӗ, ҫара ҫӗр ҫинче, тӗмесем хушшинче, тепӗр чух ҫилпе ҫумӑр ҫинчех е ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт айӗнче ҫывӑрнӑ.
VIII. Хурлӑхлӑ хӗрарӑм // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗрарӑм сехечӗ-сехечӗпе ватӑ юман айӗнче ним хускалмасӑр ларса ирттерет.Целые часы женщина в оцепенении сидела, скорчившись, у старого дуба.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Говэн отрячӗ, хӳтлӗх айӗнче тӑрса, тӗллесе перет, унӑн ҫухату пачах та ҫук тесен те юрать.Отряд Говэна из-за укрытия стрелял наверняка и поэтому понес лишь незначительные потери.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Темиҫе ҫын лавсем айӗнче ӳпне выртса переҫҫӗ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кун пек вӑранни кӑмӑллӑ мар ӗнтӗ: ҫӑлтӑрсен ҫутипе ҫывӑрса каятӑн, картечь айӗнче вӑранатӑн.Жестокая встряска: заснуть под звездами, а проснуться под картечью.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫулҫӳревҫӗн янахӗ айӗнче ҫеҫ тӳмеленӗ плащ арки сирӗлсе кайнипе виҫӗ тӗслӗ пиҫиххи хушшипе хӗстернӗ икӗ пистолет аври, плащ арки айӗнчен хӗҫ вӗҫӗ курӑнса тӑраҫҫӗ.
I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.