Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшпӗр арҫын ачасем чӑнласах пулӑшаҫҫӗ, теприсем чӑрмантараҫҫӗ: асӑрхаманҫи пулса, шланг ҫине пыра-пыра пусаҫҫӗ.

Одни мальчики помогают на самом деле, другие мешают: наступают на шланг, как будто нечаянно.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Уҫӑр, питӗрмен! — илтет хӗрача арҫын сассине.

— Открывайте, не заперто! — слышит девочка мужской голос.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӗсем вара хуллен хускалса утрӗҫ — малта арҫын ачи, ун хыҫҫӑн суккӑр старик.

И они пошли потихоньку впереди мальчик, за ним слепой.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анне хӗвӗнчен тутӑрпа чӗркенӗ виҫӗ тенкӗлӗх патша укҫине кӑларчӗ те ӑна арҫын ачана тыттарчӗ.

Мать достала из-за пазухи царские три рубля, завернутые в платочек, и подала мальчику.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан сасартӑк тӗттӗмрен пиртен ҫӗлене вӑрӑм йӗм тӑхӑннӑ арҫын ача тухрӗ.

Вдруг из мрака возник мальчик в длинных холстинных штанах.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпир калиткене уҫсан, пӳртрен вӑрӑм шурӑ тумтир, ҫамрӑк путек тирӗнчен ҫӗленӗ кӑвак ҫӗлӗк тӑхӑннӑ самӑр арҫын тухса тӑчӗ.

Когда мы вошли во двор, из хаты вышел рослый дядька в нарядной белой свитке и в серой смушковой шапке.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫавӑнтах, юнашарах, арҫын ачасен ушкӑнӗ городовоя тыткӑна илчӗ.

Неподалеку ребята взяли в плен городового.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Арҫын ача чӑн-чӑн ҫар брюки, гимнастерка тӑхӑннӑ, чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ.

Мальчик был в настоящих военных брюках и гимнастерке, перевязан настоящим ремнем.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Иккӗмӗш хутран пусма тӑрӑх иккӗн чупса анаҫҫӗ: капӑр ҫар тумӗ тӑхӑннӑ, картузсӑр арҫын ача тата шурӑ кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ хӗрача, хӑй ҫара пуҫӑнах.

По лестнице, со второго этажа сбежали франтоватый мальчик в военном костюме, без фуражки и девочка в белой шубке.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Асли, салху сӑнлӑ арҫын ача, пӗр аллипе куҫҫулӗсене шӑлать, теприпе амӑшне тытнӑ.

Старший, лет тринадцати, хмурый мальчик одной рукой вытирал слезы, а другой поддерживал мать.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лутака, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ арҫын ача — вӗсен вожакӗ пулмалла — аллисене чавса таранах кӗсйисене чиксе, ман паталла енчен енне сулӑнарах утса пычӗ.

Коренастый, одетый в черные лохмотья мальчуган, наверное вожак, подошел ко мне вразвалку, запустив руки в карманы по самые локти.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька пӳрнипе арҫын ачана тӗртсе кӑтартрӗ:

Васька показал пальцем про мальчика на картинке.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сылтӑм аллипе патша арҫын ачана ыталанӑ, ачи чеченсен беш-метне (хитре сӑхманне) тӑхӑннӑ, кинжал ҫакнӑ.

Правой рукой он обнимал мальчика, одетого в чеченский бешмет с кинжалом.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫатан ҫинче яланах тӗрлӗ япаласем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем вара ӑна тата ытларах капӑрлатаҫҫӗ; е хӗрарӑм кӗпи карӑнса тӑрать, е арҫын кӗпи, е шӑлаварсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Плетень всегда убран предметами, которые делают его еще более живописным: или напяленною плахтою, или сорочкою, или шароварами.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Апат тунӑ ҫӗрте фалернски эрех ӗҫсе, ҫак тивӗҫлӗ арҫын йывӑр ҫула кайса килни ҫинчен манма тӑрӑшрӗ, унпа пӗрлех, пулас инкеке сиссе, ӑш вӑрканине путарма та хӑтланчӗ.

За ужином и фалернским вином, достойный муж постарался забыть о злополучном путешествии и о предчувствии какого-то тяжелого, близкого несчастья.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унпа калаҫаканни аллӑ ҫулсене ҫитнӗ, сухалсӑр, писев витнӗ пӗркеленчӗк питлӗ арҫын.

Собеседником еe был мужчина лет пятидесяти, с безбородым, женственным лицом, сплошь покрытым морщинами, плохо скрытыми под гримом белил и румян.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӗрачасем тӗлӗнсе те хӑраса ӳкеҫҫӗ, арҫын ачасем тӗлӗнесшӗнех мар – вӗсем пысӑкраххисене те куркаланӑ.

Девочки восхищаются и ужасаются, мальчики не склонны к восторгам они видали и покрупнее.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Арҫын ачасем хыҫҫӑн хӗрачасем каснӑ хулӑсене пуҫтарса пыраҫҫӗ.

Следом за мальчиками идут девочки, подбирают срубленные прутья.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑпа ытти арҫын ачасем, кимӗ ҫинчен пуртисене илсе, Митя патне пыраҫҫӗ.

Костя и другие ребята вытаскивают из лодки топоры и идут к Мите.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ӗнер калаҫса килӗшнӗ пек тӑвӑпӑр: арҫын ачасем касаҫҫӗ, хӗрачасем каснӑ хулла кунта, кимӗсем патне йӑтаҫҫӗ.

Сделаем так, как договорились вчера: мальчики рубят, девочки подносят лозу сюда, к лодкам.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех