Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем пурте: кунтисем те, Мускавран килнисем те шӑпах пулчӗҫ.

Сразу стало тихо: все ребята замолчали — и шумиловские и московские.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Пӑрахут шӑпах мина тӗлне лекнӗ те, мина ҫурӑлса кайнӑ.

Это пароход толкнул мину, и она взорвалась.

Пӑрахут путни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Шӑпах ялтан тухас тенӗ чухне ӑна аппӑшӗ хирӗҫ пулнӑ.

Он уже выезжал из села, как вдруг навстречу — его сестра.

Почта // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Ҫакнашкал тискер хӑратакан пулса эпӗ шӑпах вӑтӑр ҫул пурӑнтӑм, ӑрӑмланнӑ керменре вунпӗр хитре хӗр тытса усрарӑм, эсӗ вуниккӗмӗшчӗ.

И жил я таковым страшилищем и пугалом ровно тридцать лет, и залучал я в мой дворец заколдованный одиннадцать девиц красных, ты была двенадцатая.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Анчах унӑн чӗри чӑтса тӑраймасть; юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗ ашшӗпе сывпуллашать, ун пехиллӗхне итлет, хӑйӗн аппӑшӗсемпе, тарҫи-тӗрҫисемпе сывпуллашать те, шӑпах тухса каяс вӑхӑт ҫитессе урӑх пӗр минут та кӗтсе тӑмасть, сылтӑм аллинчи кача пӳрнине ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнать те вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн шурӑ чул керменне пырса та ҫитет.

Однако сердце ее не вытерпело; простилась дочь меньшая, любимая, красавица писаная, со честным купцом, батюшкой родимым, приняла от него благословение родительское, простилась с сестрами старшими, любезными, со прислугою верною, челядью дворовою, и, не дождавшись единой минуточки до часа урочного, надела золот перстень на правый мизинец и очутилась во дворце белокаменном, во палатах высоких зверя лесного, чуда морского.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Хам пӗлсе тӑракан пӗр пек мар сывланӑ сасӑ ҫеҫ, Ярик диван айӗнче шӑпах ман тӗлте выртнине пӗлтерет.

Только знакомое неровное дыхание подсказало мне, что Ярик был под диваном и лежал как раз подо мной.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра правлени алӑкӗсем уҫӑлса кайрӗҫ.

В этот момент двери главного дома распахнулись.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ, шӗшлӗ, шӑпах тӑр унта, — лавҫӑ мӑнкӑмӑллӑн кӑкӑрне каҫӑртрӗ.

— Ты, юнец, помалкивай, — горделиво выпятил грудь возчик.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шӑпах пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унашкал ҫын — шӑпах ҫар ҫынни.

В таких людях нуждается армия.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах ҫар валли те шӑпах ҫавнашкал ҫынсем кирлӗ-ҫке…

Но ведь армии как раз и нужны такие люди…

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Трубасенчен кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн таврара шӑпах пулчӗ..

А рядом с ними разместились музыканты.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Акӑ шӑпах вӑл чупса пырать.

— Да вон он и сам бежит.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсен союзӗн картишӗ шӑпах тӑчӗ.

А во дворе крестьянского союза, за высокими стенами бывшей помещичьей крепости, стояла тишина.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-лю патӗнче тарҫӑра чухне вӑл шӑпах ҫавӑнта, кӑнтӑр енче хапха хыҫӗнче выртакан ҫӗр ҫинче ӗҫленӗ.

Когда он был батраком Хань Лао-лю, он работал именно на этих полях, за южными воротами.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпир паян шӑпах ҫӗре валеҫес ыйтӑва вӗҫне ҫитерес тесе пухӑнтӑмӑр.

— Мы как раз и собрались сегодня, чтобы закончить передел земли.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шӑпах сана кӗтетпӗр! — кулса илчӗ Чжан Цзин-жуй.

— Только тебя и ждем, — рассмеялся Чжан Цзин-жуй.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мана шӑпах пӗр кӳршӗ яла кайма хушрӗҫ.

Пришлось мне в это время идти в соседнюю деревню.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл та аван, шӑпах сана юрӑхлӑ выльӑх.

Тоже ничего, подходящий.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ шӑпах тӑр! — ятлаҫса илчӗ старик.

— А ты молчи! — огрызнулся старик.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех