Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшӗ ҫуннине мӗнле пусармаллине пӗлмен хӗрача икӗ чӳрече хушшине вырнаҫнӑ мӑн тӗкӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевна пырса лӑплантарсан тин вӑл килне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ак тата, эх, ҫав чире, кӗтмен ҫӗртенех пырса ҫапать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хапха умне пырса тӑрсан кӑштах сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те чӳречерен хӑюсӑррӑн шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсӗ ҫывӑрмастӑн-им? — амӑшӗ патне пырса ларчӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫ вара мана Ҫимун лашапа пырса лартса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

2014 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вак суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗн 25,3 проценчӗ суту-илӳ сечӗсене пырса тивет /2009 ҫулта - 9 процент/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх - асӑннӑ фонда укҫан пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Пӗрисем урамсене, ҫырма-ҫатрасене тасатаҫҫӗ, теприсем вара унта ҫӳп-ҫап пырса тӑкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Фойене пырса кӗрсен вара вӗлле пек сӗрлесе тӑракан шкул ытамне лекнӗнех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

— Паян эпӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул каярах пӗрле учительте ӗҫленӗ Анна Капитоновна патне кайса куртӑм, — терӗм эпӗ, Тӗрлемес шкулӗн учительсем ларакан пӳлӗмне пырса кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Унччен эпӗ ӑна курманччӗ; ҫавӑнпа та пӗлейместӗп: унта вӑл 1-мӗш класранах вӗренсе пынӑ-ши е кӑҫал ҫеҫ тӳрех 3-мӗш класа пырса кӗнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Хирӗҫ килекен лав айне пулас мар тесе пӑрӑнчӗ те укӑлча юпине ҫамкипе пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Акӑ, пӗр шухӑш пырса кӗчӗ те, хӗрача пит-куҫӗ чалтах уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Хыпӑнса ӳкнӗ Марине пиччӗшне кӗпинчен пырса туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Марине пӗр-икӗ хутчен чӳречерен пырса пӑхрӗ, аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Шиклӗ ӗҫченҫе хӑратасран сыхланса, ҫав вырӑнтан шӑппӑн-шӑппӑн пӑрӑнтӑм та тӗттӗм ҫӑкалӑха кӗме тӑтӑм кӑна эпӗ — кӑвак тумлӑ вӑрман хуралҫи кӑшт ҫеҫ ман ҫине пырса тӑрӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ман уммах пырса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тем ыйтнӑ евӗр чӗвӗлтетсе, йывӑҫ тӑрринчен йӑлт-ялт сиккелесе, ҫын хулпуҫҫийӗ ҫинех пырса ларма хӑнӑхнӑ кӑсӑя, пӗр-пӗринчен самантлӑха та уйрӑлма пӗлмен мӑшӑр шӑпчӑк, сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗнсе тунката ҫумне ҫывӑрма выртнӑ икӗ чӗрӗп…

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

1967 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче вӑл Атӑл варринчи «Гидротехник» ҫине пырса ҫитет, инкеке лекнӗ земснаряд начальникӗ, ҫав хушӑрах хуралҫӑ, повар пулса пилӗк уйӑх пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех