Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗкӗрӗлсе, ҫапла сывлӑш ҫапнине ҫемҫетсе урамра пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнать, каретӑсен, юпасен, омнибуссен, хаҫат киоскӗсен хушшинче явӑнать, тытма пуҫлакан алла-пӳрнене хӑй ҫинче туйсанах авӑнса-шуса ҫӑлӑнать, хӑвалаканскер ҫавӑн чух чикӗл-мекӗл тӑсӑлса ӳкет.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
— Ҫӗрле вӑйлӑ сывлӑм ӳкет, кӗнекесем нӳрленеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак туйӑм картисӗр пуҫне уншӑн урӑх нимӗн те ҫук, халӗ ӑна хупса лартсан е ҫыхса пӑрахсан вӑл самантрах тата йывӑр чирлесе ӳкет ахӑр.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тата хамран хушса хуратӑп: авкаланса-хуҫкаланса, сывлӑшсӑр антӑхса ӳкет те — тӗнчен суя мӗн пур вут-хӗмне ылханать!И — добавлю я сам — пока, корчась и издыхая, не проклянет все лукавые огни мира!
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Лиственница, чӑрӑш, пихта, хӗрлӗ хыр, нӳрлӗ ҫӗрте вара ҫӳҫелӗх — кӑкӑрӗсене каҫӑртса хирӗҫ пынӑн лараҫҫӗ; ура айӗнче, атӑсенчен ҫакланса, хӑрӑк турат чӗтрене-чӗтрене хуҫӑлать; ҫӗрӗк тункатасем ура пуснине сутӑнчӑклӑн чӑтаҫҫӗ те тепӗр самантранах арканса сапаланаҫҫӗ; ҫын ӳкет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Юр хӳме пек тӳррӗн, ыйхӑри пек сасӑсӑр ӳкет, ҫынсемпе йытӑсене илтӗнми шурӑ пуслӑхпа пусарать.Беззвучно, сонно, отвесно валился снег, покрывая людей и собак белым, неслышным гнетом.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Енчен те вӑл ӑмӑрт кайӑкпа ҫӳлелле ӳкет тӗк — эсир хӗрлӗ флаконран ӗҫетӗр; решка — симӗсси.Если упадет она орлом вверх — вы выпьете красный флакон; решка — зеленый.
Дуэль // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 318–320 с.
Унтан унӑн матрос, хупахри тарҫӑ, кӑмрӑк кӑларакан ӗҫӗсене тума тивет, 22 ҫулта ӳпке шыҫҫипе чирлесе ӳкет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Туй каҫӗнче халсӑрланнӑ хӗрте сывалса ҫитсен те хӑрав юлчӗ — кам та пулин шаккасанах е шӑнкӑртат-тарсанах сехӗрленсе ӳкет, ҫак самантра пӳлӗме Эсборн ҫитсе кӗрессӗн туйӑнать…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Тухтӑр эрех мар, ҫирӗп чей ӗҫме те хыттӑнах, пусарсах чарнине шута хумасӑр — Лорх ҫирӗп коньяк кӗленчине пӗр сывламасӑр ӗмсе пӗтерчӗ; халӗ вӑл — хӑйне евӗрлӗн тӑнран кайнӑ лару-тӑрура: ҫакӑн чухне, йӗри-тавра кирек мӗн тӑваҫҫӗ пулин те, пуҫӗнчи пушарӗпе тата чӗринчи тӑвӑлпа, пӗр шухӑшпа йӳтенӗскер — этем е ӗмӗт-тӗллев чӳкҫи пулса ӳкет, е ӑна ҫӗнтерет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ерекен чир пек пӗр хуларан теприне сике-сике ӳкет хӑрушлӑх: тулли хутлӑхсем хӑратса тӑраҫҫӗ, паллӑ вӑрӑ ӗҫлесе ӑнӑҫтараякан лаптӑк йӑшнӑҫемӗн йӑшать; ӗҫлени-мӗнӗ те — талккӑшпех сыхланмалла.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Унӑн пурнӑҫӗн лӑпкӑ юхӑмӗ пӗтсе пырать, тайӑлнӑ, ӳкет…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫӗрле тӑрсан Рене яланах пӗр ӳкерчӗк курать; шалти шупка ҫутӑпа ялкӑшакан чӳрече; решетке мӗлкипе пӗрле картишелле ҫине-ҫинех тепӗр мӗлке ӳкет, — унта хӑйӗнни пирки уйланса Шамполион утса ҫӳрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Тахҫан-тахҫанах, пулӑсен сӗм-сӗм аваллӑхӗнче, ҫамрӑк йӑрӑ темиҫе пулӑ Теллури шыв сиккине ӳкет те ӑнсӑртран ҫеҫ сывӑ юлать; сарлака хушӑкран вӗсем ҫӗр айӗнчи юхан шыва лекеҫҫӗ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Кольбер хыҫалта чухне унра ҫакӑн пек туйӑм ҫуралчӗ: халь-халь ӳкесле шиклӗхпе тулнӑ стена пырать ун хыҫҫӑн, тӗшмӗртсе ӗлкӗрмелле те кирлӗ саманта — айккинелле пӑрӑнса тӑмалла, вара стена пушӑ вырӑна шаплатса ӳкет.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Вӗсен илемӗ чӗрене хӗстерсе пӑчӑртать, пуҫ тӑрринчи ҫеҫкесемпе туратсем пӳрне хушшипе хӗвеле — ҫутине пӗр вӗҫӗм улӑштарса ҫиҫекен-ялкӑшаканскере — тӗмсӗлсе сӑнаҫҫӗ; хӗвел куҫсене ывӑнтарать, ҫавӑнпах вӗсем тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ; шурӑ хӑйӑр ҫине сарӑ тата хӑмӑр-кӑвакрах, тӗттӗм-симӗсрех ҫутӑ ӳкет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Вара ҫак каҫсен тӑнӑҫлӑхсӑр ҫаврине йышӑнусен нумай-нумай саманчӗ ӳкет, ӳкет…И многие минуты решений падают в неумиротворенном кругу вечеров этих.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Беппо Ахуан-Скапра, пушатнӑ чухне, сип-сивӗ тара ӳкет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Нок ӳкет те сиксе тӑрать, малалла ывӑтӑнать, каллех ӳкет, анчах унӑн ӗмӗт татӑлнӑ чухнехилле хусканӑвӗсем — пурте пӗрле — чупнипе танах ахӑр.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫаврӑнтӑм та… тӑнла, Роб, шкипер каюти айӗнче, грот-трюмран уйӑракан хӑмасен хушшинчен, пысӑках мар хушӑкран, манӑн пит ҫинелле кантӑк пек ҫӳхе ҫутӑ ярӑмӗ тӳп-тӳрӗ ӳкет.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.