Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрлӗхе сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗрлӗхе (тĕпĕ: ӗмӗрлӗхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун кашни йӗрки, кашни сӑмахӗ ӗмӗрлӗхе юлать.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫыру кӑна мар иккен ку, чӑнах та ӗмӗрлӗхе юлмалли сӑвӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫав сӑвӑллӑ ҫырӑва паха сӑвӑ вырӑнне хурсах упранӑ иккен поэт Хусанкая ӗмӗрлӗхе ӑсатнӑ хыҫҫӑн тин эп ӑна, ун кӗнекинче курса, тӗлӗнсе-савӑнса-хурланса вуларӑм:

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ун вырӑнне ҫак иккӗмӗш хут курнӑҫнӑ чухнехи ӗмӗрлӗхе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Халӑх костюмӗ кашни ҫынра илемлӗхпе ӗмӗрлӗхе сӗртӗннин хумхантаракан туйӑмӗсене ҫуратать.

Народный костюм вызывает в каждом человеке волнующие чувства красоты и прикосновения к вечности.

Йӑх-тымарсем патне таврӑнни // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ni-3389027

Йывӑҫ хӑйне пурнӑҫ панӑ, вӑй панӑ, илем панӑ ҫӗр ӑшне тарӑн тымар янӑ пек, хӑйсен пурнӑҫне тӑван ялпа, тӑван ҫӗрпе ӗмӗрлӗхе ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ паттӑрӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Фотоӳкерчӗкӗ те пулин ӗмӗрлӗхе юлатчӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Нумай пурӑнмарӑм Вавилпа, ҫапах чун-чӗреме ӗмӗрлӗхе юрату туйӑмӗпе тултартӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Вӑхӑтлӑха мар, ӗмӗрлӗхе ман юрату, виҫӗ ӗмӗр пурӑнӑттӑм та виҫӗ ӗмӗр юратӑттӑм сана.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Стройкӑна ан кай тесе калама ҫӑвар уҫса пӑхтӑр-ха — ӗмӗрлӗхе юратма пӑрахӑп, шӑлпа тытса кӑшлӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйсен кӗнекисенче тӑван халӑх кун-ҫулне сӑнарласа ӗмӗрлӗхе асра хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Мужчина скончался на месте происшествия.

Мотоциклпа ҫула тухнӑ ҫын вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34964.html

Таран таврашӗ тенисем ытлашши ҫивӗчскерсем, ӑслӑскерсем пулчӗҫ-ши — ялта ӗмӗрлӗхе йӑва ҫавӑрасшӑн хыпса ҫунмарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ килӗ ҫине алӑ сулса пурте пекех ҫӗршыв тӑрӑх тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗмӗрлӗхе астуса юлӑр: эсир мана кирек хӑҫан та пурне те каласа пама пултаратӑр.

– Детки мои, запомните раз и навсегда: вы мне можете в любое время и все рассказывать.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Ман телейӗм, чунӑм пултӑн Ҫавӑн чух — ӗмӗрлӗхе, — вӑрманти пекех илемлӗ те уҫӑ сасӑпа юрларӗ Альбина.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Куҫҫульне шӑлса эс юлтӑн Шурӑ хурӑн айӗнче, Ман телейӗм, чунӑм пултӑн Ҫавӑн чух ӗмӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«Кунта ӗмӗрлӗхе тымар яма та юрать», — тесе шухӑшланӑ Герасим Федотович пуҫлӑхсем умӗнче хваттер пирки сӑмах хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хусанкка ячӗ ӗмӗрлӗхе пирӗн асра юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хам ытамрах ӗмӗрлӗхе куҫне хупрӗ Пайтул…

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑнана килсе мӑнука ят хурса, эсӗ пирӗн йӑха ӗмӗрлӗхе телейлӗ турӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех