Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫутҫанталӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫутҫанталӑк (тĕпĕ: ҫутҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пуҫсене усма кирлӗ мар, хӗрсем, мӗн тӑвас тетӗн, ҫутҫанталӑк саккунӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Асамлӑ ҫутҫанталӑк

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫутҫанталӑк илемне парӑннипе вӑхӑт иртнине те сисмерӗ каччӑ, анӑҫлӑх пушар чухнехи пек хӗрелсе кӑварлансан тин вӑрмана ҫитме пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унпа килӗшӳллӗн вӑрмана талккӑшӗпех касма чарнӑ, шурлӑха ҫутҫанталӑк палӑкӗ шутне кӗртнӗ, фермерсене пулӑшма ятарласа программа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Тырпул ҫитӗнтермелли технологие ҫутҫанталӑк саккунӗсене тата ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсене тӗпе хурса агрохимирен агробиологие куҫармалла.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ӑслӑлӑх факультечӗ шутне ҫутҫанталӑк (биологи, математика, физика т. ыт. те) пек ӑслӑлӑхсем кӑна мар кӗреҫҫӗ, унта социаллӑ (экономика) ӑслӑлӑхсем те пур, вӗсен кашнин хӑйӗн шкулӗ пур.

Факультет науки включает в себя как естественные (биология, математика, физика и т.д. ), так и социальные (экономика) науки, у каждой из которых есть своя школа.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза утар валли участока епле арендӑласси пирки каласа кӑтартнӑ.

Заместитель министра природных ресурсов и экологии республики Елена Дымза рассказала, как арендовать участок для пасеки.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Йывӑҫ-курӑк кӑҫал та, миллионшар ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫеҫке ҫурӗ, ешерӗ, ҫимӗҫ кӳрекенни ҫимӗҫ кӳрӗ, вара майӗпен ешӗл тумне хывӗ, ҫаралса юлӗ, сарӑхӗ, шанӗ е вуҫех вилӗ, анчах ҫитес ҫуркунне вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк каллех ҫӗнӗ сӗткенпе вӑй илсе чӗрӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Этемӗн кулленхи хуйхи-суйхине, чӑрмавне-пӑшӑрханӑвне пӗлмен, туйман ҫутҫанталӑк хӑйӗн ӗмӗртенхи ӗҫне хӑйне май туса пырать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫутҫанталӑк ӑна пысӑк пултарулӑх, искусствӑшӑн ҫунакан чӗре, иксӗлми хавхалану панӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк, тӗнчери хаяр вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑр, хӑйӗн ӗмӗрхи йӗркипе, каллех чӗрӗлчӗ; каллех мӗн пур чӗрчун хӗл ыйхинчен вӑранчӗ, мӗн пур ӳсен-тӑран ешерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫуркунне, ҫутҫанталӑк чӗрӗлсе ҫитсен, чи малтан йӑмрана сӗткен кӗрет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Романри ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем, ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗн тӗрлӗ вӑхӑтри ӳкерчӗкӗсем Ҫтаппан шухӑш-туйӑмӗпе пӗр кӗвӗллӗ пулса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫутҫанталӑк лапамне тухма, илемпе киленме май тупӑр.

Попробуйте выехать на природу и просто молча насладиться видом.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах каччӑ ывӑннине те, пархатарлӑ ҫутҫанталӑк канма илӗртнине те сирчӗ, васкавлӑрах утма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, автопарка 2019 ҫултанпа ҫӗнетмен.

Как отметил руководитель Министерства природы, автопарк не обновлялся с 2019 года.

Сунар инспекторӗсене машина панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33790.html

Кӗнеке вулӑр, тӗрлӗрен темӑсемпе калаҫӑр, ҫутҫанталӑк ытамне уҫӑлма тухӑр, тен, пӗрле пулла ҫӳрӗр - кирек мӗнле усӑллӑ ӗҫ пултӑр - анчах пӗрле, пӗр-пӗринпе юнашар.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Чи малтан вӑл этем кун-ҫулӗн пӗр вӑрттӑнлӑхӗнчен, никам пулӑшмасӑр, хӑй тӗллӗн шыраса тупнӑ вӑрттӑнлӑхран тӗлӗнет: ача ӳснӗҫемӗн ӑсланса пырать, тӗнче, ҫутҫанталӑк ҫинчен, ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлекен пулать: эппин, унӑн хӑйне асаплантарнӑ ыйтусем пӗчӗккӗн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тӗлӗнтермӗшсем, каччӑ чухне — кӑшт чакмалла пуль вӗсем, вӑй питти чухне пачах чӑрмантармалла мар, ватӑлса, ӑсланса ҫитсен, пурне те витӗр курса тӑракан пулсан пачах пӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тӑвас, кунта пурӑнакансем ҫутҫанталӑк кӑларнӑ чӑрмава хӑйсем сирме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Хӗлле пуҫланнӑранпа ҫутҫанталӑк пире темшӗн питӗ вӑйлӑ тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех