Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑва (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫулсенче Виталий Миттовпа Василий Антонов парти комитетӗнче ҫул тӑвас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Пухура ҫынсем медицина пулӑшӑвне лайӑхлатас ыйтӑва та хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Инвестицисем производствӑна аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хума, бюджета пурнӑҫлама тата нумай социаллӑ ыйтӑва татса пама пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Кунта мӗнпур ыйтӑва татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ҫынсен пуҫаруллӑ проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӗрлӗ условисем хатӗрленччӗр, пултарулӑхӗсене аталантарса пыма майсем уҫӑлччӗр, пӗр-пӗр кӑсӑклӑ ыйтӑва пӗрле пухӑнса кирлӗ пек йышӑнусем тума та пултарайччӗр», – тесе ҫапларах каланӑ Олег Николаев.

Чтобы у людей была возможность творить и созидать, а при необходимости собираться и обсуждать насущные темы развития территорий», — прокомментировал Олег Николаев.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх пӗтӗмлетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва, кашни эрнере пулакан планеркӑра, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле пӑхса тухнӑ, кӑҫал епле аталанса пырса вӑй илсе пыни пирки канашланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Сашӑпа Валерьян, пӗр-пӗрин куҫне кӗрсе, темле ыйтӑва шайласа, пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахӗсене вӑшт — вашт сыпса илчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Саша пуҫне каялла ялт! ывӑтса илчӗ те ярт! сиксе тӑчӗ, вара ҫыран хӗрринчен татах шаларах, аяккарах, кайса, ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Шултӑрканӑ сӗтел тавра ӗҫ ҫи-пуҫӗпе «катемпиленнӗ» ҫынсем йӑввӑн ларса тухнӑ та темле ыйтӑва, ытлашши сӗрӗлтетмесӗр, сӑмаха шӑлтӑр-шалтӑрах авӑрттармасӑр, чӑнласа, апла та капла ҫавӑркаласа, шӗкӗлчесе тӗшӗлеҫҫӗ, пиҫсе ҫитнӗ шухӑшӗсене, килӗшсе татнӑ сӑмаха хут ҫине куҫарса ҫыракан та пур.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпӗ унран татах: «Юханшыв порчӗ ӑҫтарах-ши?» — тесе ыйтӑва ансӑрлатса тӗрӗслетсен, вӑл, сӑмахпа хуравлас вырӑнне, янах кӑлтса, сулахай аллине пӗр еннелле сӗлтсе илчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Юратнӑ ҫын вӑл е ку ыйтӑва хастар татса парӗ, ҫавна май эсир эсир ӑна ҫӗнӗлле хаклама пуҫлатӑр.

Любимый человек, возможно, станет проявлять повышенную активность в решении тех или иных ваших проблем, что заставит вас по-новому оценить его способности.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку чӑрмава сирес тӗллевпех ыйтӑва Пӗрлехи информаци кунӗн тӗп теми шутне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Вӑрнарта пурӑнакан хӗрарӑм поселок ҫыннисене тахҫанах хумхантаракан ыйтӑва ҫӗклерӗ: «Мӗншӗн пирӗн шыв ытла та хаклӑ? Ҫуллахи канашлура тӳлеве икӗ хут чакарма шантарнӑччӗ пулин те? Хак пӗчӗкленме мар, кӑштах ӳснӗ те», - терӗ вӑл пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Дистанци мелӗпе 33 ыйтӑва тивӗҫтернӗ, МФЦ урлӑ - виҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Ыйтӑва апла та капла сӳткелесе-явкаласа ларнӑ хыҫҫӑн туссем паян ҫӗр ҫӗрлемелли «люкс» вырӑнне Атӑл хӗрринчен чылай аякри, чӑнкӑ, тӑмлӑ ҫыранти хуйха ӳкнӗ лӑс, кахӑр ҫӳҫе айӗнчи пӗр ӳпӗнчӗк вӑрӑм кимме куҫласа хучӗҫ (ун йышшисем ку таврашра сахал мар).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыйтӑва татӑклӑн хуравлама май тупаймасӑр, Ула Тимӗр пӗр авӑк шӑпӑрт пулчӗ, вара хӑй сисмесӗр тенӗ пекех калаҫу ҫӑмхине хӑйне шалтан вӗҫӗмсӗр хӗртсетӑракан пурнӑҫ тӗллевӗ еннелле кустарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак кӗҫӗн ыйтусем самантрах пӗрле пуҫтарӑнса чӑмӑртанчӗҫ те, пӗр-пӗрин ӑшне сӑрхӑнса, пӗр пӗтӗмӗшле тӗп ыйтӑва ҫаврӑнса чанлатрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑхасан территори пайӗн начальникӗ Дмитрий Руссков регион шайӗнчи ҫулсем япӑх пулни пирки, ку ыйтӑва тӗрӗслесех тӑни пирки чарӑнса тӑнӑ.

Начальник Шихазанского территориального отдела Дмитрий Руссков остановился на неудовлетворительном состоянии дорог регионального значения, отметил, что этот вопрос находится на контроле.

Канаш маниципаллӑ округӗ: иртнӗ эрнере ӗҫ шыракансен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34456.html

Сима умӗнче тӑракан Лариса ку ыйтӑва илтсен тӳрех чӗнмерӗ, пӗр хушӑ шухӑшласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Чаплӑран та чаплӑ пикесем, сирӗн ыйтӑва пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр, кӗркуннеччен кермене вӗҫл… вӗҫ… ой, ой, ӳкетӗп, тытӑр, тытӑр мана…

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм пачах кӗтмен ыйтӑва пула самантлӑха шӑпланса тӑчӗ, хӑйӗн кӑн-кӑвак тӳпе тӗслӗ таса та тарӑн куҫӗсемпе Лена ҫине кӑшт тӗлӗнерех тӗллесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех