Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкултан (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне каҫ час пулмасть, шкултан таврӑнсан ыранхи уроксене вӗренсе хатӗрлетпӗр те тӳрех утара тухса чупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫапла, ҫак чакака кӑларса ярас кун шкултан таврӑнтӑм та, ак тата тепӗр инкек!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

«Чирлесе ӳкмерӗ-ши ку», — тесе, эпӗ ун патне шкултан таврӑнсанах чупса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Иртнӗ ҫулта кӑна ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑскер, урӑх ниҫта та каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫак чечеке вӑл шкултан таврӑннӑ чух вӑрмана кӗрсе татать.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Шкултан чупса ҫитнӗ ҫӗре апат хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан, амӑшӗ чирлесе ӳкнипе, Алимпи урӑх вӗренеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑл кӑҫал Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ, чылай пысӑк ача.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсӗ Чӗмпӗр шкулне кӗнине пӗлсенех, вӑл сан пирки шкул пуҫлӑхӗ патне элек ҫырса ярать, — пурпӗрех шкултан кӑларттарать, тет.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӗ пуп Кольӑна шкултан кӑларса ярасшӑн, тет.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп, иккӗмӗш класс ачисене вӗрентсе пӗтерсен, шкултан тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр замечани пулсан, шкултан сирпӗнетӗн, — терӗ вӑл, кӗнекене каялла пуҫтарса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Сана куншӑн шкултан кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир шкултан тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иван Яковлевич, чӑваш ачи пулнӑ пулин те, хӑй питӗ тӑрӑшса вӗреннипе тата ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс ҫыннисем пулӑшнипе аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ, чӑваш ачисем валли учителе вӗренсе тухмалли шкул уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир шкултан тухрӑмӑр, инспектор кайнине курас тесе, алкум вӗҫӗнче кӗтсе тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса: — Дмитриева Марфа, ҫак шкултан аван вӗренсе тухсан, вӗренме Чӗмпӗре пыр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шкултан кӑларса ярасшӑн мар-и? — тӗпчетӗп эпӗ аннерен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ку пуп аван, ачасене никама та хӗнемерӗ, ятламарӗ те, тен, мана та шкултан хӑваламӗ-ха, — калатӑп эп аннене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ачасем шкултан тухсан, Катя патне вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех