Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупать (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гришин будка тӑрринчен шуса анать те, полевой сумкине аллине тыткаласа, малти окопсем патне чупать.

Гришин съехал с крыши и, придерживая полевую сумку, побежал к передовым окопам.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Телефон патӗнчен алӑк патне чупать, ҫынсене чӗнсе илет, ыйтса пӗлет, приказ парать; кӗскен ыйта-ыйта пӗлсе, хӑй шухӑшӗсене уҫҫӑн кала-кала ӑнлантарать; ҫак тӗлӗнмелле хӗвӗшӳре алчӑраса кайнӑ ҫынсен ӑс-халне, шпорсемпе кастарса хистенӗ пек, чӗвен ҫӗклетсе тӑратать.

От телефона бежал к двери, вызывал человека, расспрашивал, приказывал, разъяснял короткими вопросами, резкими обнаженными формулировками, как шпорами, поднимал на дыбы волю у людей, растерявшихся в этой чудовищной сутолоке.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Урам тӑрӑх виҫӗ казак юланутсемпе сиктерсе пыраҫҫӗ, малта ҫуначӗсемпе ҫапа-ҫапа хӗрлӗ чӑхӑ чупать.

Мимо домов скакали двое верховых, а впереди, отчаянно хлопая крыльями, бежала курица.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Урам тӑрӑх, мӗн май килнӗ таран пӗшкӗнсе, каялла пере-пере, ҫара пуҫлӑ, хура пиншаклӑ ҫын чупать.

По улице, низко пригнувшись и отстреливаясь, бежал человек в черном пиджаке.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Юлашки вӑхӑтра эпӗ вӑл улшӑнса пынине асӑрхарӑм: вӑл пирӗнпе выляма пӑрахрӗ, пирӗнпе сахал калаҫакан пулчӗ, пӗрмай таҫта чупать, мӑннисемпе пӑшӑлтатать.

Последнее время я замечал в нем перемены: он перестал играть с нами, мало разговаривал, все куда-то бегал, шептался со взрослыми.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ун хыҫҫӑн пӗшкӗнсе Сиротка механик чупать.

За ним, пригнувшись, бежал механик Сиротка.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсен автанӗ ухмаха тухни ҫитмен-ха, вӗсем хыҫҫӑн тата тӗлсӗр-палсӑр сиккелесе урса кайнӑ сысна ҫури чупать.

Мало того, что их петух сошёл с ума, за ними ещё гнался, нелепо подпрыгивая, взбесившийся поросёнок.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫул анаталла пынӑ май вӑл самаях хӑвӑрт чупать.

Она бойко трусила вниз по склону холма.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Колоннӑсем, стенасем урлӑ валсем ҫинелле вӗҫтерӗр, стенасене ҫӗмӗрӗр, вал ҫинчи линине тикӗслӗр, тар нӳхрепӗсем патне хурал тӑратӑр, утлӑ ҫар валли алӑксене уҫса хурӑр, тӑшман хуланалла чупать, унӑн тупписене хӑйсем ҫинелле ҫавӑрса ларт, хула урамӗсем ҫине хытӑ пер, васкасах бомбӑсем пӑрах, мӗншӗн тесен тӑшман хыҫҫӑн ҫӳреме вӑхӑт ҫук.

Колонны, лети через стены на вал, скалывай, на валу выравнивай линию, ставь караул к пороховым погребам, отворяй ворота коннице, неприятель бежит в город, его пушки обороти по нем, стреляй сильно в улицы, бомбардируй живо, недосуг за ним ходить.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Авӑ, ҫырма леш енче кӗтӳ ҫӳрет, йытӑ чупать, кӗтӳҫӗ уткалать.

Вон, за оврагом, стадо пасётся, собака бегает, пастух ходит.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Мулкач пек чупать, нимӗн те курмасть; ниепле вӑрттӑнлӑх та ҫук, пачах айван.

Как заяц бегает; ничего не видит, никакой конспирации, совсем глупый.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пӗр секундлӑха кӑна чарӑнса тӑрать те, пӗрер пуля персе ярса, татах малалла чупать.

Он на секунду останавливался, давал одиночный выстрел и снова бежал.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Нимӗҫ вӑрӑммӑн сиксе чупать, Ленька унран юлма пуҫларӗ.

Немец делал большие скачки, и Ленька начинал отставать.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Таракан тӑшман хыҫҫӑн Ленька шӑнах пӗр километр чупать ӗнтӗ.

Уже целый километр гнался Ленька за убегавшим врагом.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Яланах ҫавӑн пек пулкалать: малтан хӗрсе кайнипе нимӗн те туймасть — утать вӑл, чупать те, — кайран вара — шӑмӑ хуҫӑлни, аманни, ҫурӑлни, сикни палӑра пуҫлать.

Так ведь часто бывает: сгоряча человек не почувствует — ходит, бегает даже, а потом оказывается — полом, перелом, трещина, сотрясение.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Киле ҫитме тепӗр сакӑр ҫухрӑм юлчӗ; манӑн ырӑ та йӑлттам кӗсре тусанлӑ ҫулпа ҫӑмӑллӑн юртать, хутран-ситрен тулхӑрса илет, хӑлхисене вылятса сиккелентерет; кунӗпе хампа ҫӳресе ӗшеннӗ йытӑ, тарантас хыҫӗнчен кӑкарса янӑ евӗрлех кайри кустӑрмасенчен пӗр утӑм юлмсӑр, хашкаса чупать.

До дому еще было верст восемь; моя добрая рысистая кобыла бодро бежала по пыльной дороге, изредка похрапывая и шевеля ушами; усталая собака, словно привязанная, ни на шаг не отставала от задних колес.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫырса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Унӑн лаши мана чӑннипех тӗлӗнтерсе ячӗ, вӑл самаях лайӑх чупать.

Лошадка его, к истинному моему удивлению, бежала очень недурно.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Шакал тӗвене сахӑр тростникӗн пуссине илсе пырса ярать те хӑй ҫимелли шырама чупать.

Шакал привел верблюда на поле сахарного тростника, оставил его там, а сам пустился на поиски добычи.

Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫӳлти кайӑксем тетелӗ-мӗнӗпех вӗҫеҫҫӗ, аялта кайӑк-кӗшӗк тытса пурӑнакан ҫын чупать.

Наверху птицы в сети по воздуху летят, а внизу птицелов вдогонку бежит.

Кайӑксем тавлашни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, палач тейӗн ҫав — чупать те, хӑйӗн хыҫӗнчен пӑвнӑ йӗке-хӳрене сӗтӗрсе пырать.

Одним словом, как палач — бежит и тащит за собой задушенную крысу.

VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех