Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та Пӑкачав унӑн пиҫнӗ улма пек чӑмӑр та хӗрлӗ питне, чуна тытса илмелле хӑмӑр куҫне, варринелле аварах хунӑ икӗ сулӑ пек вӑрӑм куҫхаршийӗсене курса юлайрӗ те сасӑпах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, икӗ ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ хӗр Киремет ҫӑки патнелле пырать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрачан хӑмӑр куҫӗнче — хуйхӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман урлӑ каҫнӑ чух Хӑмӑр палан тӗл пултӑм, Хир-хир урлӑ килнӗ чух Шур урхамах тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ӑнлантӑм, — терӗм те ешӗл курӑк ҫине месерле ҫаврӑнса выртрӑм, тӳпери тачка хӑмӑр пӗлӗтсене тинкертӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Киселев, темиҫе ҫӑвар лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ҫӑтса, хӑйӗн хӑмӑр куҫӗсемпе юлташӗ ҫине сӳрӗккӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ун утма тытӑннӑранпа кӑмӑлӗ те лайӑхланчӗ, хура хӑмӑр куҫӗсем те ӑшшӑн кулма пуҫларӗҫ, хӑй те савӑнӑҫлӑн калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук куҫӗсем, хура хӑмӑр куҫсем, хаяррӑн йӑлкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Уйрӑмах пурте хӑмӑр куҫлӑ Санюка асӑрхаттарса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шалтан темле хӑмӑр вӗҫен кайӑк тухса вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑрттан кӳллин кӑнтӑр ҫыранне ҫитме тепӗр ҫухрӑм та ытла пулӗ, кунтан унӑн кӑвак та хӑмӑр чӑнкӑ ҫыранӗ кӑшт кӑна курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн чипер пичӗпе янахӗ тӑрӑх ҫумӑр шывӗ юхса, хӑмӑр, хӗрлӗ хура йӗрсем хӑварать, куҫӗсем ялтӑртатса ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Фронтри ентешсене пулӑшас тӗллевпе хавхаланса тӑрӑшнипе вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ, аванах пысӑк лаптӑк тӗксӗм симӗс, сӑрӑ, хура, хӑмӑр тӗслӗ хӑюсемпе хупланчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Хурал чупса пырса чӗнекен куҫӗнчен хӑмӑр куҫӗпе ӑслӑ кӑна пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Куҫ-тух, куҫ-тух, куҫ-тух, сенкер куҫ, хӑмӑр куҫ, хура куҫ, кӑвак куҫ, сӑрӑ куҫ, куҫ-тух, тьфу, тьфу, тьфу, тьфу, — тесе сурать.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сасартӑк анне, яштака кӗлеткипе яштах тӳрленсе, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, йӑлтӑркка ҫивӗч хӑмӑр куҫне кӗлет картлашки еннелле валт вӗҫтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫакна илтсен, юлташӑмсем хура, хӑмӑр, кӑвак, симӗс шултра шӑрҫасем пек ҫап-ҫавракалатнӑ куҫӗсемпе ман янахӑма вӑнк! вӑнк! тирӗнчӗҫ те пуҫларӗҫ кулӑш «шалкӑм ҫумӑрӗ шарлаттарма»: лах-лах-лах-лах! ха-ха-ха-ха! чӑх-чӑх-чӑх-чӑх! хи-хи-хи-хи!…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Ара, янахху ҫинчи ҫӑпану ӑҫта? — тинех тӗлӗнӳпе хыпса илчӗ турнепе питлӗ, тӗпчӗк чӑрсӑр хӑмӑр куҫлӑ хурамкка Валерьян, лачкам йӗпеничченех тарланӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех