Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хырӑм сăмах пирĕн базăра пур.
хырӑм (тĕпĕ: хырӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырнаҫнӑ-вырнаҫман сестра килчӗ те койка ҫине месерле вырттарса хырӑм тирӗнчен укол туса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Мигреньпе, хырӑм ыратнипе аптӑракан Шывтӑкансене ҫӑмӑл килмӗ.

Несладко придется тем Водолеям, кого мучают мигрени или боли в желудке.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мигреньпе е хырӑм ыратнипе аптӑракан Раксене ҫӑмӑлах килмӗ.

Несладко придется тем Ракам, кого мучают мигрени или боли в желудке.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗсье те, хырӑм та пуш-пушахчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Касса пӑхрӑмӑр, хырӑм язви шӑтса кайнӑ пирки перитонит пулнӑ — шӑп эп каланӑ пекех!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйне курорта яма килӗшнипе хавхаланнӑ рабочи аудиторинчен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухса кайрӗ, хырӑм ыратни те ҫӑмӑлланнӑ пек пулчӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Шавлӑ оркестра» ертсе пыраканӗ хырӑм тавра ҫыхнӑ тимӗр грелкӑна вӑхӑт-вӑхӑтӑн медицина мӑлатукӗпе ҫапа-ҫапа янратать.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ефремов пырса ҫитнӗ ҫӗре вӑл чирлӗ ҫыннӑн хырӑм тирӗ айне физиологи растворӗ яма хатӗр тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫамрӑк тени хырӑм выҫҫине питех пӑхмасть — тул ҫутӑличченех ташларӗҫ. студентсем университетри пуху залӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хырӑм выҫрӗ, утӑ ҫиес килет, — тесе каларӗ тет чее йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай, хырӑм выҫнипе выҫманнине те маннӑскер, амӑшне ҫиллентерес мар тесе пӗр-икӗ кашӑк яшка сыпрӗ, вара ун ыйтӑвӗсене илтмӗш пулса пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑранатӑн ак, выҫӑ хырӑм!

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Иртнӗ ҫул та манран тир ытлашши илтӗн, тӑранман хырӑм!

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шӳрпи те питӗ шеп вара, хырӑм сарӑличчен ҫирӗм.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Студентсем ӗҫ шыраҫҫӗ, вӑрман касма ҫӳреҫҫӗ, хырӑм выҫӑ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫынсенчен пӑрӑнса ҫӳресе хырӑм тӑранмӗ?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хырӑм кӳпсе кайиччен! — терӗ те ҫӑкӑр сӑмсине хуҫса илчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ну! — терӗ те лашине атӑ кӗллисемпе хырӑм айӗнчен тапа-тапа илчӗ, вара тусанлӑ ҫулпа ял витӗр чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш хырӑм выҫса кайнине тин туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кӑшт апатланар-ха, хырӑм выҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех