Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутланса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов тӑсса хунӑ хӳрепе асаплӑн хутланса ларнӑ урасем патӗнчен иртрӗ, унтан тискер кайӑкӑн илемсӗр пуҫ шӑммийӗ патне пӗшкӗнчӗ, пуҫӗ ҫинчи кинжал евӗр пысӑк мӑйрака ҫине пӑхрӗ.

Давыдов прошел мимо вытянутого хвоста и судорожно скрюченных лап, опустился на колени над безобразной громадной головой с длинным, похожим на кинжал рогом, венчавшим клювообразную морду.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Сутӑҫӑ ачи ҫак сӑмахсене итлесен, пӑртак хутланса ларчӗ.

Сын торговца, слушая эти слова, даже съежился немного.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Студент хутланса пӗр чӗнмесӗр тӑрать.

Студент замкнулся в себе и все время молчал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Старик-карел хӑранипе сасартӑк хутланса илчӗ, тӗксӗмленсе кайрӗ те кӗтсе ларса йывӑррӑн сывлама пуҫларӗ.

Старик-карел сразу как-то осунулся: помрачнел, сел в угол и стал вздыхать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Лешӗн карттус кӑшӑлӗ лӗнчӗрех хутланса ҫӗмӗрӗлчӗ.

Картуз же превратился в жалкий блин.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл тарӑхать, шалт ҫурӑлса кайиччен ҫилленет, чакалашать, ятлӑхне ҫӗртет, сутӑнчӑка тухать, юлашкинчен вара капланнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр шалкӑмпа-мӗнпе хутланса ӳкет те тытамак чирӗпе хӗне кайса вилет.

Обзывает последними словами, срамит их доброе имя, доносит на них, под конец не выдерживает сам и падает в параличе, умирает от бессильной злобы.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑрах енчи питҫӑмартинче шӑнӑрӗ туртӑна-туртӑна илчӗ, пӳрни вӗттӗн-вӗттӗн чӗтреве ӳкрӗ, хӑй тата ытларах хутланса ларчӗ.

Щека его вдруг задергалась, пальцы мелко-мелко задрожали, он пригнулся еще больше, чуть ли не скрылся под столом.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тусем хӑйсен хушӑкӗсене, айлӑмӗсене, хысакӗсене пытарса, хутланса ларнӑ та пӗчӗк те кичеммӗн курӑнаҫҫӗ.

Горы свернулись калачиком, спрятав свои ущелья, долины и скалы, и оттого стали маленькими и скучными.

1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Шерккей ҫунан ҫӳҫне аллипе ярса тытрӗ, питне-куҫне хупӑрларӗ, аран пӑлтӑралла ҫитрӗ, алӑк урати урлӑ каҫаймасӑрах хутланса ӳкрӗ.

Оказывается, загорелись волосы, обхватив голову обеими руками, он все-таки выбрался в сени и, не сумев переступить порога, замертво рухнул на пол.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эй, гражданин! — хутланса выртакан Мишкӑна ҫурӑмӗнчен тӗртрӗ вал.

Эй, гражданин! — толкнул он в спину скорчившегося Мишку.

15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Шофер машина ҫунатти ҫине тӑрса кузов ӑшнелле пӑхрӗ ҫеҫ, тӳрех унта ача хутланса выртнине курчӗ.

Едва лишь шофер встал на подножку и заглянул в кузов, как сразу увидел съежившегося мальчика.

15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫуратас умӗн пилӗкӗ ыратнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм кровать ҫинче хутланса выртать.

На кровати лежала молодая женщина, готовая вот-вот родить.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Йӗлтӗрпе пынӑ чухнехи пекех унӑн аллисем те, урисем те пружина евӗрлӗ пӗрре хутланса, тепре тӑсӑлса илеҫҫӗ.

И руки его сгибались, и ноги его сгибались и распрямлялись, пружиня, подобно тому, как это бывает при лыжном беге.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Куҫа уҫатӑп, ҫурта ҫутатӑп, пирус туртса яратӑп, лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтеретӗп… каллех ҫавсемех умра: венгерец, хӗп-хӗрлӗ юн ӑшӗнче выртать, пичӗ-куҫӗ таткаланса пӗтнӗ, ӳкнӗ лаши айӗнчен тухасшӑн тӑрмашать хӑй; пӗчӗк салтак Иванчук, пуля ун хырӑмне лекнӗ пулнӑ, ҫӑмха пек хутланса выртнӑ та ман ҫине пӑхать, пуҫне пӑркаласах ӳлет, — ҫавӑнтах тата лашин пырши-пакартисем йӑтӑнса тухнӑ, тӑ ватӑ ури ҫинче упаленсе сӗтӗрӗнет, а пуҫне хӑй ҫаплах ун-кунӑн ҫавӑркалать, куҫӗсем вара… ну, турӑшӑн та, этемӗнни пекех пӑхаҫҫӗ.

Открою глаза, зажгу свечку, выкурю папироску, успокоюсь, потушу… опять потянулись: венгерец весь в крови, с разорванным лицом лезет из-под лошади, солдатик Иванчук, пуля в живот попала, скрутился калачиком, смотрит на меня, качает головой и воет; лошадь с выпученными потрохами тянется на четвереньках, а головой так и ищет туда и сюда, а глаза… ну, ей-богу же, как у человека.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пӗррехинче, ирхине, мӑнтарӑн хӗрарӑмӗ, тем чирне пула, кайӑк пекех хутланса выртать…

И вот как-то утром бедняжка умерла неизвестно почему — как птичка…

Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.

Профессорӑнни пек тирпейлӗ сухалӗ унӑн, ҫывӑрса муталаннӑ пекех, пӗр айккинелле хутланса ларнӑ, илемлӗ хура кубанки вараланса пӗтнӗ, унӑн хӗрлӗ ҫийӗ тӗссӗрленсе кайнӑ, черкески ҫурӑлса тухнӑ та — ӑна ҫӗлемен, булавкӑсемпе ҫеҫ тирсе янӑ.

Опрятная профессорская бородка его загнулась сплошным сивым гребнем набок, будто он заспал ее, черная нарядная кубанка была измызгана, и ее алый верх потускнел до рыжего, черкеска порвана и не залатана, а зашпилена булавками.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Нимӗҫсен виллисем юр ҫинче хутланса, хура пӑнчӑсем пек курӑнса выртрӗҫ.

Трупы немцев темными пятнами лежали на снегу.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пуся йытӑ ҫури пек йынӑшса илчӗ, хутланса ларчӗ, унтан сасартӑк макӑрма тытӑнса такӑнса, кӗрӗкӗн вӑрӑм аркисем ӑшӗнче пӑтрашса, аллисемпе пуҫӗнчен тытса, килнелле чупрӗ.

Пуся взвизгнула, как щенок, съежилась и вдруг, разразившись слезами, пустилась бегом домой, спотыкаясь, путаясь в полах длинной шубы, хватаясь руками за голову.

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пуся тенкел ҫинче хутланса ларчӗ.

Пуся съежилась на скамье.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Кӗлетке ҫине пурҫӑн ҫемҫен хутланса выртрӗ, вӑл ӑна хӑйне ачашланӑн туйӑнчӗ.

Шелк мягко сгибался на теле, казалось, будто ласкал.

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех