Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулинче (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарри мӑрсан Сӗве хулинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин каласа кӑтарт-ха, Салтыков мӗн хӑтланать унта, Сӗве хулинче?

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче вӑл Ҫӗмӗрле хулинче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Чӑваш Республикин Строительство министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче юлнӑ объектсене тата Вӑрман поселокӗнчи ӗҫсене ытти федераци программисемпе килӗшӳллӗн йӗркелесе пыма палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

«Икӗ заявкӑна тӗпе хурса, Куславккара объектсене тӗпрен 95 процента ҫити модернизацилӗҫ, Ҫӗмӗрле хулинче объектсене 80 процента ҫити юсаса ҫӗнетӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтес пулсан пире Сӗве хулинче кӗтӗр.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман шутпа, Мускав майлисем те сахал мар юлнӑ-ха унта, тутарсен шӗкӗр хулинче.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тесен те эп ун чухне тутарсен шӗкӗр хулинче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, мӗнле унта, тутарсен шӗкӗр хулинче?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗ вара ку таврашранах, Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Иккӗшӗ те суйланӑ профессийӗсенче хӑйсен вырӑнне тупнӑ: республикӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Арслан Степанович балетмейстер тата педагог 1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ.

Арслан Степанович балетмейстер и педагог родился 7 мая 1937 года в городе Фергана Узбекистана.

Балетмейстер юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33515.html

Малтанхи ҫӗр чӗтренӗвӗ тата ун хыҫҫӑнхи ҫӗр айӗнчи чӗтренӳсем вӑхӑтӗнче Джакартӑн тӗп хулинчен 75 километрта вырнаҫнӑ Чанджур хулинче ҫуртсем ишӗлсе анни пирки пӗлтереҫҫӗ.

Сообщается, что в 75 километрах от столицы Джакарты, в городе Чанджур, здания рухнули во время первоначального землетрясения и последующих подземных толчков в течение ночи.

Индонезире ҫӗр чӗтреннӗ, 160 ҫын ытла вилнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33518.html

Манӑн аппа, Зинаида, Таганрог хулинче пурӑнать.

Моя сестра, Зинаида, живет в Таганроге.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Паллах ӗнтӗ, 1842 ҫулхи ҫураки вӑхӑтӗнче Чӑваш ҫӗрӗнче пӑлхав ҫӗкленме пултарасса, кӗпӗрне хулинче Хусанта ҫеҫ мар, Российӑн тӗп хулинче Питӗрте те малтанах сиссе-туйса тӑнӑ-мӗн: ҫар губернаторӗпе патшалӑх пурлӑхӗсен палатин управляющине васкаса улӑштарнӑ.

Разумеется, о том, что в Чувашии весной в 1842 году назрело восстание, знали не только в Казани, но и в самой столице — Питере, а потому были срочно заменены на своих постах военный губернатор и управляющий палатой государственного имущества.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вязьма хули патӗнче, Красный ятлӑ ялта, Дорогобуж хулинче хытӑ ҫапӑҫнӑ вырӑссемпе французсем.

Кровавые бои произошли под Вязьмой, возле селения Красный и около Дорогобужа.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чикме хулинче чух Янтулӑн эрехпе ашкӑнма сӑлтав пулнӑ тейӗпӗр.

Что ж, скажем, причины увлекаться спиртным в Козьмодемьянске у Яндула были.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каласан — никам ӗненмӗ: вӑл — Чикме хулинче.

Сказать кому — не поверят: он оказался в Козьмодемьянске!

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗпӗрне хулинче Хусанта патшалӑх пурлӑхӗсен палати уҫӑлать.

в Казани открылась губернская имущественная палата;

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех