Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисемпе (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Беби хӑраса ҫӳҫенсех илнӗ, хыҫалти урисемпе сулланӑ, кӗске хӳрине хӗстернӗ те арена ҫинелле чупнӑ.

Бэби вздрогнул, подобрал зад, поджал короткий хвост и побежал на арену.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл кантра ҫинче сулланса урисемпе тапӑлтатса тӑнӑ вӑхӑтрах ҫисе тӑранчӗ.

Так она и ела, болтая ногами в воздухе и покачиваясь на ремнях.

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл урисемпе тапӑлтатма, ҫухӑрма тытӑнчӗ.

Она отчаянно заболтала ногами и как завизжит!

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑйне патаксемпе ҫапнипе упа татах хаярланса ҫитсе туллашма пуҫларӗ, хӑйне ҫапакан патакӗсене малти урисемпе яра-яра илет, туллашса ҫапӑҫать, ҫак хушӑрах пире клеткӑн тимӗр патаккисем патне хӗстерсе пырать.

Медведь с яростью отбивал удары лапами, и чем больше снаружи колотили медведя, тем сильнее он прижимал нас к прутьям.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ сыснана малти урисемпе лутра табуретка ҫинче тӑма вӗрентрӗм.

Тогда я стал учить свинью становиться передними ногами на низенькую табуреточку.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Начартарах вӗреннӗ ача вӗҫсе хӑпарсан е хӑшпӗр ачан мӗн те пулин тухмасан, вӑл пӑлханма тытӑнать, перчаткисене хывса ҫӗрелле ывӑтать, вӗҫме вӗренекен ачана самолета тытса пыма вӗрентнӗ чухнехи пек аллисемпе хӑлаҫланма пуҫлать, урисемпе тапӑртатса кӑшкӑрать:

Если вылетал слабый учлёт или если что-нибудь у учлёта не ладилось, он швырял на землю перчатки, делал руками такие движения, словно хотел помочь учлёту управлять самолётом, топал ногами и кричал:

15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах нимӗнле те май килмест: вӑл тулхӑрать, урисемпе тапкаланать, манӑн ирӗксӗрех ӑна парӑнма тивет.

Она храпела, и я отступал.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗр ҫынна куртӑм та эпӗ, вӑл ҫиленсе кайнипе, ӳкнӗ саранчасене урисемпе таптать.

Я видел, как один человек в ярости топтал саранчу — скользких зеленых насекомых с красными пятнами.

Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне урисемпе те аллисемпе перӗнкелеҫҫӗ, пӗр-пӗрне питрен пӑхмаҫҫӗ.

Они задевают друг друга руками и ногами, не обращая никакого внимания на соседей.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсем хӑйсен шӗвӗр урисемпе сассӑр ярса пусаҫҫӗ, хӑлхисене кӑштах силлесе илеҫҫӗ, кӑвак куҫӗсемпе сирӗн ҫине чалӑшшӑн пӑхкалаҫҫӗ, ҫурӑмӗ урлӑ хунӑ кӑмрӑк миххисене, ҫатӑрка вутӑ, рис тата кил-ҫуртри тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑра аслӑ ҫулсемпе сукмаксем тӑрӑх силлентеркелесе пыраҫҫӗ.

Они идут, беззвучно ступая своими точеными серыми ногами, чуть потряхивая ушами и косясь на вас длинным лиловым глазом, по дорогам и тропам, нагруженные мешками с углем, нагруженные хворостом, тюками с рисом, всевозможной домашней рухлядью.

Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эсир вӗсен чее куҫӗсене, ҫара урисемпе пӗчӗк аллисем хускалкаланине, вӗсен ашкӑнчӑкла куҫӗсене куратӑр, «Бакшиш! Бакшиш! Рупи пар!» тенине итлесе таратӑр.

Вы видите лукавые глаза, детские движения голых или почти голых маленьких рук и ног, озорные гримасы и крики: «Бакшиш! Бакшиш! Дай рупию!»

Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Нимӗҫ пиччене чӑмӑрӗпе ҫапма, урисемпе тапма тытӑнчӗ.

Удары кулаком и ногами.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Урисемпе тапса ҫапӑҫаҫҫӗ.

И потом ногами били.

Чи пӗчӗк чӗпӗсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл урисемпе тапаланать.

Он ножками шевелил.

Шӑрчӑк ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Качака путеккисем кайри уран тӑрса, малти урисемпе хӳме ҫине чӗвенеҫҫӗ, унта вӗсем пӗчӗк хунавсене кӑшлаҫҫӗ.

А козочки встали на задние ноги, а передними лезли на забор, и там они маленькие прутики грызли.

Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара урисемпе тӑрӑслаттарма пуҫларӗ.

И ножками застукала.

Эпӗ хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл, пуҫне силле-силле, урисемпе туртатчӗ.

И она мотала головой и ножками дёргала.

Эпӗ хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Урисемпе таклаттарать.

И ножками стукала, как деревянными.

Эпӗ хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Люба кӑшкӑрмарӗ, урисемпе кӑна тӑпӑртаткаларӗ.

А Люба не кричала, а только ножками топала.

Эпир каллех зоосада кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ирӗксӗрех унӑн вӗрен тӑрӑх аялалла анмалла пулчӗ, урисемпе вӗренрен тытӑнса вӑл мӗнле аннине куртӑм вара эпӗ.

Она потом по верёвке вниз полезла, так я видел, как она ногами хваталась, ногами в кулак верёвку зажимала.

Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех