Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллев сăмах пирĕн базăра пур.
тӗллев (тĕпĕ: тӗллев) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене комплекслӑ модернизацилеме тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Ахӑртнех, эсир Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑвӑр ума ҫӗнеймен тӗллев лартатӑр, вӑй пӗтме пуҫласан та ун патне талпӑнатӑр.

Возможно, накануне новогодних праздников вы поставите перед собой недостижимую цель, но даже на исходе сил будете пытаться ее достигнуть.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах пирӗн, пӑлхава ертсе пыракансен, ялан — ҫывӑрма выртнӑ чух та, ҫывӑрса тӑрсан та, ак ҫак черккене ҫӗкленӗ чух та — ҫав тӗллев синчен шутлас пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн тӗллев — Хусан ханлӑхне ҫӗнӗрен туса хурасси, ҫав ханлӑха тӗрӗк патшалӑхӗсен йышне тавӑрасси.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн тӗллев пур-и вӑл?

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен пысӑк тӗллев ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗскӗн ҫын пирӗн пек хӑюллӑ тӗллев лартаймасть хӑй умне.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак тӗллев сана вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫӳле-е ҫӗклӗ, тепӗр чух аяла антарса ҫӗре ҫӗкле-ҫӗкле ҫапӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗлле пирӗн тӗллев пӗрре кӑна: вырӑссене хамӑр пата ямалла мар, Мӗша тӑрӑхӗнчи хулана аркатса тӑкма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире сутма килтӗн-и е санӑн мӗнле те пулин урӑх тӗллев пур?

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пире сирӗнпе пӗр тӗллев – республикӑпа унта пурӑнакан кашни ҫыннӑн ырлӑхӗшӗн ӗҫлесси – ҫыхӑнтарса тӑрать», – тенӗ регион Ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Тӗллев патне ҫитме пӑртак ҫеҫ юлнӑччӗ, пӑртак ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку тӗллев ҫинчен эпӗ сире паян тепре аса илтересшӗн, мӗншӗн тесен Хусан княҫӗсем халӗ те пире хирӗҫ усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм Русь митрополичӗ, пирӗншӗн кӗл тӑвакан Макарий митрополит сӗннипе тата хамӑр хушшӑмӑрта калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, эпир тахҫанах хамӑршӑн тӑшманла юрта, агарян патшалӑхне парӑнтарма тӗллев тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн тӗллев – ҫӗршывӑн тӗп документӗнче палӑртса хӑварнӑ хаклӑхсене сыхласа упрасси, вӗсен никӗсӗ ҫинче хамӑрӑн ачасемшӗн ӑнӑҫлӑ малашлӑх туса хурасси.

Наша задача – беречь ценности, заложенные в главном документе страны, на их основе созидать благополучное будущее для наших детей.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/12/gla ... et-s-dnyom

Ӳснӗҫемӗн тӗллев ҫирӗпленсех пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

«Лайӑх вӗренекен - пӗлӳ илме ӑнтӑлакан, хӑй умне тӗллев лартса ун патне талпӑнакан ача.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Тӗллев - конкурса хутшӑнма документсем тӑратнӑ граждансен йышӗнчен муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма лайӑх хатӗрленнӗ ҫынсене вӗсен пултарулӑхне, професси хатӗрленӗвне, стажне, ӗҫ опытне, ҫавӑн пекех конкурс ирттернӗ май тупса палӑртакан ытти пахалӑхне тӗпе хурса альтернативлӑ никӗс ҫинче суйласа илесси.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов паян пурне те пӗр тӗллев пӗрлештернине палӑртрӗ: ку вӑл - ҫӗршыв хӳтӗлевне тӑнӑ ҫамрӑксене пур енлӗн пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ ӗҫпе ҫирӗпленет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11756-ch ... cir-plenet

«Урӑ ял» конкурс урӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама, алкоголизмран асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен поселенисене тупса палӑртма тата хавхалантарма тӗллев лартнӑ.

Конкурс «Трезвое село» нацелен на пропаганду трезвого образа жизни, выявление и поощрение поселений по предупреждению алкоголизма.

Пушкӑртстанра "Урӑ ял" конкурс стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2022 ... an-3054043

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех