Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннӑ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантра алӑк уҫӑлчӗ те, кӗмӗл тӗслӗ — те нейлонран, те парашют пурҫӑнӗнчен — ҫӗленӗ куртка тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗскер, мӗскер? — тӗлӗннӗрех тепӗр хут ыйтрӗ Симонюк, кузовӗнче шурӑ куртка тӑхӑннӑ хӗр тӑракан грузовике хирӗҫ чупма хатӗрленнӗскер.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ курсантсен ушкӑнӗ инструктор умӗнче ҫур ункӑ пулса тӑнӑ, инструкторӗ планшет ӑшне чикнӗ карттӑна малалла тӑсса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫулланса пӗтнӗ кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ механиксем тӑрӑшсах моторсене палӑрми тума йывӑҫ тураттисемпе витнӗ, нумай хутчен иртнӗ курӑклӑ ҫул-йӗрӗпе бензозаправщик упаленсе пынӑ, тепри самолетсенчен пӗрин патӗнче тӑнӑ, ҫӗлен евӗрлӗ шланг унӑн ҫунатти тӑрӑх тӑсӑлса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Фронтри аэродром, пилоткӑсем тӑхӑннӑ летчиксем, летчиксен формине тӑхӑннӑ хӗрсем…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл летчиксен формине тӑхӑннӑ ҫынсене, самолетсене курать те, ӑна аса илӳсем тата хытӑрах ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова вӑл хӑй ҫак Горький урамӗ тӑрӑх, халь ҫӗмӗрсе тӑкнӑ е ӑҫта та пулин шаларах, кил хушшинелле шутарса лартнӑ ҫуртсем тӗлӗпе утса пынӑ пек, иртнӗ пурнӑҫри пӗр-пӗр хӗр ӑна тепӗр кӗтесре кӗтсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ, — хӗрӗ вӑтӑрмӗш ҫулсенчи ытти нумай хӗрсем тӑхӑннӑ йышши беретпа, ун чухне модӑра пулнӑ ансӑр, вӑрӑм юбкӑпа.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑкӑрӗ ҫине ҫитиех анакан тир ҫухавиллӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ старик тата шлепки айӗнчен тухса тӑракан ҫӳҫлӗ хӗрарӑм ӑна фотообъективран аякка тӗртсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах тӗрлӗ тӗслӗ, чечеклӗ тумтирсем тӑхӑннӑ чикансем вырӑнне кунти тенкелсем, чӑматансемпе рюкзаксем ҫинче, йӗпе ҫӗр ҫинех сарнӑ утиялсем ҫинче хулари пек тумланнӑ ҫынсем ларнӑ, вӗсен пальтисем, брюкисем, юбкисем, аттисем, пушмакӗсемпе туфлисем пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Икӗ хӗр-официантка, Любӑпа Тося, пушӑ столовӑйӗнче сӗтелсене кӗмсӗртеттерсе шутараҫҫӗ, вараланнӑрах халатсем тӑхӑннӑ, пиҫиххи вырӑнне марлӗ пӗтӗрсе ҫыхнӑ самӑр санитаркӑсем корпуссен алӑкӗсене питӗрме хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена ӑна хирӗҫ пынӑ, ҫав вӑхӑтра уйӑха ҫак вӑрӑм ураллӑ, йӑлтӑркка пусмаран ҫӗленӗ платйӗ тӑхӑннӑ хӗрарӑм ҫине пӑхса илме май пама пӗлӗтсем те кӑштах сирӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Комбинезонсем тӑхӑннӑ ҫынсем йывӑр тенкелсене таҫта шалалла, пляжпа тинӗсрен аяккарах илсе кайрӗҫ: вырӑнти влаҫсем канакансен тасалӑхӗшӗн хыпса ҫуннӑ, вӗсене ҫӗрлехи илӗртекен япаласенчен сыхлана.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Урисене йывӑҫ тӗплӗ пушмаксем, пӗчӗк карапсем тӗрлесе хунӑ нейлон трусиксем тӑхӑннӑ икӗ ватӑрах пижон хӑйсенчен малта пыракан вутӑшсене хуса ҫитме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шыва кӗмелли костюмсем тӑхӑннӑ икӗ хӗр, ҫак вырӑнсенчи вутӑшсем, йӗпе ҫӳҫӗсене сапаласа янӑскерсем, тинӗс хӗрринех ерипен утаҫҫӗ, хура йӗпе хӑйӑр ҫинче тарӑн йӗрсем туса хӑвараҫҫӗ, йӗрӗсем тӳрех шывпа тулса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй икӗ аркӑллӑ куҫлӑ-куҫлӑ кӗпе тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй шлепке тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Шыв ӑсма килес-и? — терӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ лутра хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса паян куҫлӑ-куҫлӑ кӑвак кӗпе, ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Руль умӗнче — мамӑклӑ пиншак, ҫӗлӗк тӑхӑннӑ трактористсем.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех