Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫил кӗрлесе тӑнипе пӑшал сасси пачах та илтӗнмерӗ.Негромкий хлопок выстрела мгновенно тонул в реве и свисте ветра.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗҫӗмсӗр персе тӑнипе автоматсем хӗрсе кайнӑ, анчах боецсем вилсен ҫеҫ пеме чарӑннӑ.Автоматы накалялись от непрерывной стрельбы и замолкали только со смертью бойца.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑш чухне эсӗ ҫынпа калаҫатӑн, эпӗ вара куратӑп: ҫав ҫын санӑн сӑмахна итлесе тӑнипе авӑнсах анать.Подчас ты говоришь с человеком, и я вижу: он аж гнется от твоего внушения.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫуртсем тунӑ вырӑнтан ҫӗр ӗмӗр шӑнса тӑнипе тӑманнине сирӗн хӑвӑрӑн тӗплӗн пӗлмелле.Вы обязаны точно знать, есть ли вечная мерзлота на месте постройки.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Татьяна Васильченко ҫине тӑнипе Коля Смирнов комсомолецсене пухӑва пухрӗ.По настоянию Татьяны Васильченко, Коля Смирнов созвал комсомольское собрание.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Палламан ҫынна ним документсӑр ӗҫе илнине Люда ырлать, анчах Ефремов нимӗҫсем патӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнипе вӑл ниепле те килӗшме пултараймасть.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫак туйӑм, ҫак ӗмӗт кашнинчех пулнӑ: акӑ Павловски набережнӑйра — сарнӑ чул ҫинче — йывӑр аманнӑ салтак выртать, — хӑй таврашӗнче пилӗкҫӗр салтак йынӑшса-ахлатса выртать пулин те, вӑл ҫапах та турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтать, ҫӑлӑнӑҫ памасан, вилӗмне часрах ярччӗ, тет; иртсе пыракан генерала ҫул парас тесе, мӗнпур вӑйне пухса халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗнӗ ополченец та хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; кӗпер урлӑ йӗркеллӗн, пӗрне-пӗри хӗстермесӗр каҫса тӑма хушса тӑракан генерал хӑй те часрах каҫса кайса хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет; васкаса пыракан батальонпа пӑтрашӑнса кайнӑ матрос та — хӗссе хунипе сывлаймиех пулнӑ матрос та — ҫӑлӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; акӑ кӗпер патне пӗр аманнӑ офицера носилкӑпа тӑватӑ салтак йӑтса килеҫҫӗ, кӗпер умӗнче халӑхӗ ытла пӑтрашӑнса тӑнипе вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, вара аманнӑ офицера вӗсем Николаевски батарея умне ҫӗр ҫине вырттарчӗҫ, апла пулин те — офицерӗ те, салтакӗсем те хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ; пӗр тупӑ умӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ артиллерист та ҫаплах шухӑшлать, начальниксем ӑна туппине бухта тӗпне яма хушнӑ, вара вӑл юлташӗсене чӗннӗ те чӑнкӑ ҫырантан туппине шывалла тӗртнӗ, ҫакна вара вӑл мӗншӗн апла тума хушнине ниепле те ӑнланса илеймест; карапсене аркантарса яма бомбӑсем хурса хӑварнӑ флот ҫыннисем те — карапӗсем патӗнчен баркас ҫине ларса васкавлӑн ишсе каякан флот ҫыннисем те, — хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Иртсе пынӑ чух вӑл тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем купаласа тунӑ брустверсене, траншейӑсемпе тупӑсене курчӗ, хӑй ҫулӗ ҫинче выртакан осколкӑсемпе бомбӑсем ҫине пыра-пыра такӑнчӗ, — ҫаксене вӑл пурне те, тупӑсенчен персе тӑнипе пӗр вӗҫӗмсӗр ҫуталса тӑраканскерсене, пӗрре кӑна мар курнӑ, лайӑх пӗлет.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗлӗнмелле, — шухӑшласа илчӗ Козельцов, хӑйӗн командирӗ ҫине пӑхса, полка хӑй аллине илнӗрен вара мӗн пурри те 7 эрне кӑна ҫитрӗ, анчах та ун таврашӗнче, тумтирне пӑхсан та, хӑйне хӑй тыткаланинче те, ҫын ҫине пӑхнинче те, пур ҫӗрте те полк командирӗн влаҫӗ курӑнса тӑрать, нумай ҫул хушши службӑра тӑнипе е вӑрҫӑра ҫапӑҫса чапа тухнипе илнӗ власть темеллех мар ӗнтӗ ӑна, пуринчен ытла полк командирӗн пуянлӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑракан власть вӑл.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тата тепӗр икӗ уйӑхран вӑл каллех хут илнӗ, хальхинче унтан масонсен ушкӑнӗнче тӑнипе тӑманни ҫинчен тата ытти кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен ыйтса пӗленҫи пулнӑ, юлашкинчен вара, вӑл хӑй масонсен ушкӑнӗнче тӑманни ҫинчен пӗлтерсен, 5-мӗш уйӑх ҫине кайсан, ӑна хӑй ыйтнӑ ҫӗре ямалла тунӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр вырӑнта ним усӑсӑр таптаса тӑнипе, эпӗ ывӑнтӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Малалла пулас нимле хуйхӑ-суйхӑ та хӑйне хыҫалта мӗн хӑратса тӑнипе танлашма пултарас ҫук.Может быть, он потом пожалеет об этом безумном поступке, на который толкает его необходимость.
ХСVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑйсен ҫӑткӑнлӑхӗпе, юн шӑрши шутсӑрах вӗчӗхтерсе тӑнипе койотсем ҫын ҫине ыткӑнчӗҫ.Движимые жадностью, возбужденные до крайности запахом крови, койоты бросились на жертву.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑйӗн вӑйне хытӑ шанса тӑнипе мустангер йӗнер таврашсӑрах утланса ларнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл ӑна пит те пулӑшнӑ пулӗччӗ.Уверенный в своих силах, мустангер отказался от седла и стремян, а сейчас они бы ему очень помогли.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Король престолне йышӑнса тӑнипе Муани-Лунга хӑйне ҫӳлтен аннӑ тесе ӗнентернӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пирӗн мӗн, — каччӑ ҫывӑхра тӑнипе тата хӗрсем чарлаттарса пӑхнипе Дина пичӗ-куҫӗ пӗрлӗхен пек хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.У нас что, — лицо Дины стало багровым от близости парня и от девичьих взглядов.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑшкӑрнипе тата чӗрне вӗҫҫӗн вӑрах тӑнипе унӑн чӗри ыратса кайрӗ, сасси ҫӗтрӗ.От крика и напряженного стояния на цыпочках заболело сердце, сорвался голос.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Эпӗ ӗнентерме тӑрӑшрӑм, чикӗ леш енне вӑл врачсем хушнипе тата эпӗ ҫине тӑнипе сипленме кайнӑ, терӗм.Я заверила, что за границу он ездил лечиться по совету врачей и моему настоянию.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ун хыҫӗнчен Анд тӑвӗсем ҫӳллӗн курӑнса тӑмалла, анчах иртсе кайнӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗсем капланса тӑнипе ун тӑррисене курма май килмерӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик Сэнд кӑтартса тӑнипе ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлекен негрсем пӗр сехет иртнӗ ҫӗре парӑса вырӑнне ҫыхрӗҫ, рея хӑпартрӗҫ, марселе икӗ риф чухлӗ пушатрӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.