Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттарчӗ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫи ӑна Мултиер илсе килнӗ саплӑклӑ хутаҫа тыттарчӗ.

Хозяин сунул ему в руки залатанный мешок Мульдиера.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван пукан ҫинчи пӗчӗк ачана та ҫӑкӑр тыттарчӗ.

Ухтиван протянул кусочек хлеба мальцу, сидевшему на чурбаке.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кинемей ӑна хаваспах Йӑвана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ятман хутне ҫырса пӗтерсе Кабира тыттарчӗ те, васкавлӑн ура ҫине тӑрса, иккӗшне те хӑйӗнпе пӗрле пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Галимджана мӑйран вӗрҫӗнӗ питшӑлли ҫакса ячӗ, ытти парнесене тыттарчӗ, юлашкинчен саламлӑ сӑмахсем каласа алӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл темле кӗнекине уҫрӗ те, ӑҫта вуламаллине кӑтартса, Зейнаба тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тилхепине Садыкова тыттарчӗ те сывӑ урипе машина ҫинчен сиксе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир ял Совет председателье Олангаева договора тыттарчӗ, хӑйне ӑна районри ҫар комиссар патӗнчен ярса панӑ повестка пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй вӑл хута начартарах пӗлет, ҫавӑнпа картус ӑшӗнчен кӑларнӑ ҫыруне Кабире тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кашни кун макӑраттӑм, вилнех пулӗ тесе шутланӑччӗ. Ачасем малтан ялан ҫыру кӗтетчӗҫ, пушта килессе кӑна сыхлатчӗҫ, кайран вӗсем те шанми пулчӗҫ. Виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен Кӗтӳҫ Куҫми ҫыру тыттарчӗ. Вуласа пачӗ те, савӑннипе макӑрса ятӑм», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫ пулас енне кайсан, пуштӑ ҫӳретекен хӗрача ӑна сасартӑк ултӑ ҫыру килсе тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала Ятмана сӑмахпа нимӗн те шарламарӗ, кӗсйинчен тӑватта хутланӑ шурӑ хут ҫеҫ кӑларса тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, почтальон ӑна пӗр сӑмахсӑр симӗсрех кӑна конверт тыттарчӗ, хӑй Укахви тав тума ӗлкӗричченех пӳртрен васкаса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак, вула, — амӑшӗ ӑна виҫӗ кӗтеслӗ хутлатнӑ хут татакӗ тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм купӑсне киле кӗртсе пама Людмилӑна тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ҫырӑва сирӗн ялтан ҫыраҫҫӗ, — вӑл ҫырӑва Ятмана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Патша вӑл парнесене мӑрсасене иле-иле тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӑна хӑвӑрттӑн сӳтрӗ те икӗ алпа сарса Сафа-Гирее тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ших-Мамай ун валли парса ячӗ тесе, парнесем нумай тыттарчӗ ӑна, чӗлхепе ҫурӗ, туйра туй пуҫлӑхӗ пуласси ҫинчен систерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Бельский боярин аслӑ княҫа икӗ хӗҫ пырса тыттарчӗ, лешӗ вӗсене чыслӑн Тукайпа Сарыева пачӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех