Шырав
Шырав ĕçĕ:
Джонни тула тухса тӳрех урам тӑрӑх утрӗ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Кӑштах иккӗленсе тӑнӑ пек, тӳрех ҫывӑрма каймалла-и, е пӑртак уҫӑлса ҫӳремелле-и, тесе шутланӑ хыҫҫӑн, вӑл пӑртак уҫӑлма тесе тула тухать.Мгновение он колебался, лечь ли ему спать или выйти на улицу, и наконец выбрал последнее.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Кайран ӑна тула сивӗ ҫӗре кӑларса хуратӑн та вӑл йӑва пек муклашка пулса тӑрать.Затем ты выносишь его на воздух, где он замерзает и превращается в круглый шарик.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Пӑхмалли шӑтӑксенчен пӗринчен ҫӗр ҫинчен илсе килнӗ ҫурма чӗрӗ шӑшие тула кӑларчӗҫ.Сквозь отверстие одного из глазков высунули наружу полуживую мышь, привезённую с земли.
Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тулта ҫумӑр лӳшкет, — никам та тула тухас ҫук, пирӗн пата, пирӗн кӗтесе килсе те пӑхас ҫук.На дворе льёт дождь, — никто не выйдет на двор, не заглянет к нам, в тёмный наш угол.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ ӑна тӗпчемерӗм те иккен! — терӗ Павӑл сасӑпах, вара, тула тухса, ирӗке яма суйласа илнӗ хресчен-четниксен ушкӑнӗ патне пычӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ыттисене хӑвӑрт тӗпчӗр! — терӗ те Павӑл штабри юлташӗсене, тула тухрӗ.Остальных быстро допросить! — обратился Павле к товарищам и вышел.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑлчан ура ҫине тӑчӗ, тав турӗ, тула тухса кайрӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӑна кайса илсе килем-ха! — терӗ те Джурдже тула тухрӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Поручике тула илсе тухрӗҫ те урам тӑрӑх ертсе кайрӗҫ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл Симӑна темскер кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах шарламарӗ, вӑл отделенипе пӗрле тула тухрӗ.Павле хотел что-то сказать Симе, но промолчал и вышел с отделением.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хырӑмсене тӑрантнӑ та ыйха ҫапатӑр! — ҫилленсе кайрӗ Павӑл, тула тухсан.Нажрались и спать? — со злостью проговорил Павле, когда они вышли из дома.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӗрарӑм виллине, юн юхнине, ытти вилесем йӑванса выртнине курнӑ хыҫҫӑн ӑна тӳсме ҫук йӗрӗнчӗклӗ те йывӑр пулса тӑчӗ; Вук тула тухрӗ те кафана картлашкисем ҫине канма ларчӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Хӗҫпӑшалсене пухӑр… — пӑшӑлтатрӗ Вук аран-аран; вӑл тула тухрӗ, анчах кафанӑра тем манса хӑварнӑ пек, ҫийӗнчех каялла кӗчӗ.— Соберите оружие… — едва выговорил он и вышел на улицу, но тотчас же вернулся, будто забыл что-то.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Атя, юлташӑм, кайӑпӑр! — терӗ Сима хӗрачана, вара унпа тула тухрӗ.— Ну-ка, хозяйка, пойдем? — попросил Сима девочку и они вместе вышли.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе самантлӑха шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, унтан Боянӑна кӗтмен ҫӗртен чуптума тытӑнчӗ, унӑн ытамӗнчен ҫӑлӑнса хӑвӑрт тула тухрӗ.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл пӗр чӗнмесӗр котелок илчӗ, тула тухса, ӑна юрпа тултарчӗ, вучаха лартса ирӗлтерчӗ, унӑн аллине супӑньпе тӗплӗн ҫурӗ.Она молча взяла котелок, наполнила его снегом, растопила снег на огне и осторожно обмыла ему руку.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл тӑчӗ, шинельпе гимнастеркине хыврӗ те тула тухрӗ.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл тӑрса тула тухасшӑн пулчӗ, анчах тӳсӗм ҫитерчӗ, усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине малтанхилле ҫырткаласа-турткаласа ларчӗ.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.