Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйрӗ (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макҫӑм, сӑмах хушмасӑр итлесе тӑнӑ ҫӗрте, унччен ним сӑлтавсӑрах ятлаҫнӑшӑн хӑйне аван мар пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах хӑйне хӑй ҫӑмӑлланнӑ пек туйрӗ, мӗншӗн тесен ҫынна вӗлересси уншӑн автан пуснине те тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ирӗксӗрех: «Сехмет хӑй айӑплине туйрӗ, ҫимӗк кунӗ кӑштах тӑн панине те тивӗҫ тесе йышӑнчӗ пулмалла. Ялйышпа та мирлӗ пурӑнма шут тытрӗ-и, тен. Ахальтен мар, унтанпа ӳсӗрӗлсе, урхамах ҫине утланса тухни курӑнмарӗ. Энӗшкасси ҫыннисем ним хӑрамасӑр тухкаласа ҫӳре пуҫларӗҫ», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ черкке коньяк ӗҫнипе ҫан-ҫурӑмӗ лӗштӗр кайнӑ Захар Петрович диван ҫине выртнӑ-выртманах ыйхӑ пусса килнине туйрӗ, икӗ-виҫӗ минутранах вӑрӑммӑн сывла-сывла харлаттарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗри унӑн кӑртах турӗ — темле ырӑ мар япала пулса иртнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл халь хӑйне ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек, ҫак аслӑ тӗнчере пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне ача шутӗнчен тухса хӗр пӳне ҫитнӗ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каччӑ пӗр хушӑ пусма вӗҫӗнче ҫуркунне мӗнле алхаснине киленсе пӑхса тӑчӗ, ҫак самантра вӑл хӑйне ҫут тӗнчене ҫӗнӗрен ҫуралнӑ ҫын пекех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса хӑй те туйрӗ, ӗмӗтсемпе аташнӑран вӑл чунтан ҫуйкӑнланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс чунпа мӗншӗн ҫуйкӑнланнине туйрӗ, ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑрса кайма ӗлкӗрчӗ-и, ӗлкӗреймерӗ-и — шартах сиксе вӑраннине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хушӑра вӑл хӑйӗн ҫине пахчари йывӑҫсен хыҫӗнчен такам шӑтарасла пӑхнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑк княҫпа тавлашнӑ хыҫҫӑн Иван Васильевич хӑйне чылайччен пусмӑрласа пурӑннӑ темле чиртен сывалнӑ евӗрлех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темшӗн ытла та пӗччен туйрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗр ун патне хӑюллӑн утса пынине туйрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӑй хӗре кӳрентернине туйрӗ пулас: — Аптрал сирнешкел хӗрсемпе. Вот те раз. Пӗрре чакак, тепре куҫӗсем ҫӑл куҫ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӗр урисене пушмак хӗррисенчен нӳрӗ ҫапнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӑлхине темӗнле сасӑсем кӗнине туйрӗ вӑл, ҫапах та ҫийӗнчех вӑранаймарӗ, кутран тапсан тин вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Паян туртмантан пулас, вӑл тӗтӗме ҫине-ҫинех ҫӑтрӗ, часах пуҫ ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнма пуҫланине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Персе ӳкернӗ кайӑксемпе йытта курсан, унӑн чунӗ ҫӗкленсе кайрӗ, самантлӑха вӑл хӑйне сунарти пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех