Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тара сăмах пирĕн базăра пур.
тара (тĕпĕ: тара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чылайччен, мӗхле-мӗхле, ватӑрланса, чӗп-чӗр тара ӳкиччен «ӗҫлерӗҫ» вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эпӗ ухӑпа янӑ ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳлти палубӑна ҫиҫтерсе хӑпартӑм та, хашки пулнӑскер, ҫамка ҫинчи сивӗ тара шӑла-шӑла, анчӑка вӑйратнӑ куҫӑмпа пӑрахутӑн хыҫалти карлӑкӗнчен ытамларӑм, куратӑп: «Шурӑ пӑнчӑ» дебаркадер ҫинчен санкӑлт-санкӑлт чупса тухрӗ те ҫаплах шӑнкавлӑ, шултра хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе тӑвалла вӑркӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сивӗ тара та ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫитсен, вӑл пӗр авӑк студент-йӑтмарҫа авӑк куҫӗпе ҫунтарса тӑчӗ, сивӗ тара ӳкрӗ, анчах хӑй сас кӑларма мар, шӑл шурри те кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мекеҫлене-мекеҫлене, юр хӳсе кайнӑ тӗмескесенчен такӑна-такӑна, вӗсем, хӑшкӑлсах ҫитнӗскерсем, чӗп-чӗр тара ӳкнӗскерсем, ҫур ҫула парӑнтарнӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Полина вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ те лӗпсӗрр лӑчӑрӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫыннӑн укҫа пур пулсан вӑл чаплӑ маҫтӑра тара тытать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Халӑхӑн укҫа тупӑшӗ шутне предпринимательлӗх кӳрекен пайта, тара тытнӑ ҫынсене тӳленӗ шалу /унпа вӑхӑтра тивӗҫтерменнипе коррекцилесе улӑштарни/, социаллӑ тӳлевсем /пенси, пособи, стипенди, страховани саплаштарӑвӗ тата ытти/, вклад проценчӗсем, хаклӑ хутсем, дивидендсем кӳрекен услам кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Унӑн чӑм тара ӳкнӗ пит-куҫӗ темӗнле сарӑхса тӗксӗмленнӗ.

Лицо его, по которому струился пот, было бледно до желтизны.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫӗр ҫук ҫынсем пирӗн патӑмӑра лекме те пултараймаҫҫӗ, вӗсем ялтах юлаҫҫӗ, улпут патӗнче тара кӗрӗшсе ӗҫлеҫҫӗ…

Но они не попадают в наше училище, они остаются на селе, батрачат у помещика…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Икӗ ывӑлӗ ӳссе ҫитнӗ, вӑл ав, халӗ те хуҫасем патӗнче тара кӗрешсе ӗҫлесе ҫӳрет.

Имея двух взрослых сыновей, она еще работает поденно па хозяина.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ӗҫри хирӗҫӳсем енӗпе хӑй арбитраж комиссийӗнче тӑни ҫинчен те йӑлтах манать, «тавлашакан енӗсем» пӗр-пӗринпе калаҫни, рабочисен делегачӗсем хыттӑн кӑшкӑрса пуплени, тара тытса ӗҫлеттерекен хуҫасем юристсемпе вӑрттӑн пӑшӑлтатса сӑмахлани тек ӗнтӗ унӑн хӑлхинче илтӗнмест.

Забывались арбитражные комиссии по трудовым конфликтам, умолкали переговоры «заинтересованных сторон», оглушительные требования рабочих делегатов, перешептывание хозяев-предпринимателей с юристами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломана вӑл вӑхӑтлӑха тара кӗрӗшсе ӗҫлекен ӑста тимӗрҫӗ пулнине ҫеҫ пӗлет.

Моломана он знал как умелого кузнеца-сезонника.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иккӗшӗ те лачкам тара ӳкрӗҫ, ҫӑвар уҫсан та сассисем тухмаҫҫӗ апӑршасен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Халӗ вӑл Слакпуҫӗнчи нумай чухӑнсен ҫӗрӗсене ӗмӗрлӗх тара илнӗ, унсӑр пуҫне Чуракайпа Элшел ялӗсенчи пушкӑртсен ҫӗрӗсене тара илсе тулӑ акать…

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпа шкул валли ҫакӑнта ҫӗр тара илтӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗм стенисем ҫине темӑн тӗрлӗ эскизсем ҫакса тултарнӑ — вӗсене тӗшмӗшрех карчӑк кӗрсе курас пулсан, ҫавӑнтах хура тара ӳкмелле, ҫак «ҫылӑхлӑ пӳлӗмрен» сӑхсӑхса тухса тармалла.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӑлӑх хӗрарӑмсем, карчӑксем, упӑшкисене вӑрҫӑран кӗтсе илейменскерсем, ҫынна тара тытса ӗҫлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпа пӗрле ӗҫленӗ хӗрарӑмсем, ҫынна тара тытса ӗҫлеттерекенсем, мана ҫапла каларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй мунчари пек тара ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех