Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑра сăмах пирĕн базăра пур.
сӑра (тĕпĕ: сӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача ҫуратас килет, ун чухне вара сӑра та ӗҫме пӑрахӑп.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юлашки вӑхӑтра эрех мар, сӑра кӑна ӗҫкелетӗп.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

А-а, гастронома сӑра илме кайнӑ пулӗ-иҫ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑра мар, кӑрчама пуль-ха кинемин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чим-ха, кинеми сӑра тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑмлапа сӑра вӗретнӗ ҫӗрте, парфюмерире, медицинӑра, косметика, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

Сергей Николаевич куҫӗсенче хаваслӑ хӗлхемсем ҫиҫсе кайрӗҫ — вӑл куҫхаршийӗсене шӳтлӗреххӗн хускаткаласа илчӗ, аллине сӑра курки тытрӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кирик эрех ӗҫтерет, Улькка — сӑра.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, кӗрен хӑю ярса илемлетнӗ вӑрӑм ҫивӗтне лӑст та лӑст силлентерсе ҫӑмӑллӑн ярӑнса утаканскер, сӗтел ҫине пӑсланакан купӑста яшки антарса лартрӗ, тӗпсакайӗнчен сӑра ӑсса тухрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмартийӗ пекех хӗрлӗ помидорсене турилкке ҫине каса-каса хучӗ, вӗсене хӑйма сапса тутлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тепӗр кунне ир-ирех Ӑвӑслӑхран таврӑннӑ Кирикпе Улькка Герасим Федотовича систермесӗр килнӗшӗн ӳпкелешсе унӑн ячӗпе пӗчӗк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме хатӗрленчӗҫ; пӗри сӑра вӗретрӗ, тепри така пусса тирпейлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, ача чухнехи юлташӗпе калаҫасшӑн та пулманскер, пӗр курка сӑра ӗҫрӗ те тӑватӑ-пилӗк арҫынпа пӗрле кӗҫех столовӑйран тухса шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хуллен кӑштӑртатса утаканскер сӗтел ҫине кӑкшӑмпа сӑра лартрӗ, ҫимелли хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эппин, сӑра ӗҫме кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Никама та сутаймастӑр — сӑра вӑл!

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Столовӑйра кӗтесри сӗтел хушшинче сӑра ӗҫсе ларакан икӗ арҫынсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Паллах, чӗреспе сӑра — илемлӗ танлаштару, анчах ытла та примитивлӑ, механистла танлаштару.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Акӑ мӗншӗн: чӗреспе сӑра формӑпа содержание ӑнлантаракан тӗслӗх пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӑл ҫав тери сӑра юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗтӗм ялне арӑш-пирӗш ҫавӑрмалла пулсассӑн та сӑра тупатӑпах кунта…

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑра курки ялта пулӗ, Ишмук, — кулса хуравларӗҫ ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех