Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутма (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кунсӑр пуҫне, — терӗ вӑл, — сире контрабандӑшӑн тата ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи саккунсемпе пӑхса тӑракан, сыхлакан портра сутма хӑтланнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Затем продолжал: — Кроме того, вы обвиняетесь в провозе контрабанды и в попытке реализовать груз на территории порта, состоящей под охраной и действием законов военного времени.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мӗн, эсӗ унта ҫӗрулми сутма илсе тухас пур-и?

Что ты, картошку туда на базар продавать повезешь?

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тиррей лавккана шыраса тупрӗ, костюмне сутма килӗшсе татӑлчӗ те килне таврӑнчӗ, кивӗ тумне тӑхӑнчӗ, кӑвак костюмне вара хаҫатпа чӗркесе лавккана леҫсе пачӗ.

Тиррей разыскал лавку, сторговался продать костюм за два фунта и, вернувшись домой, переоделся в старое платье, а серый костюм завернул в газету и отнес в лавку.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйсен заёма вырнаҫтарса ҫитересси те нимех те мар, заём сутма документ парса пултар кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Чурпай ялсоветӗнчи комисси облигаци сутма сана документ паратех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Санӑн лаша вилнӗ май сана облигаци сутма чармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Унӑн сулли ял пӳрчӗсемпе танлашма пуҫланӑччӗ кӑна — ҫыранран кимӗ тухрӗ; унта сухаллӑ виҫӗ улӑп ларать; вӗсем сулӑ ҫумне пырса чарӑнчӗҫ, ун ҫине анчӗҫ те ҫавӑнтах Мардран сулла сутма ыйтрӗҫ.

Едва его плот поравнялся с домами села, как с берега выехала лодка, управляемая тремя бородатыми великанами; они причалили к плоту и взошли на него, тотчас предложив Марду продать плот.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Ҫакна тумашкӑн ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн хваттерне сутма тивнӗ.

Для этого была продана квартира работодателя.

Ӗҫ укҫи парӑмне татса памашкӑн ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн хваттерне сутма тивнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31419.html

— Мана вӑл алмаз вырӑнне ахаль кӗленче ванчӑкӗсем сутма хӑтланчӗ.

Он пытался продать мне, под видом алмазов, простое стекло.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Пӗр уйӑх иртрӗ; тем те пӗр курса, ҫапкаланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн — сутма палӑртнӑ пилӗк алмаза кӗсьере чӑнкӑртаттарса эпӗ Фонфред алӑкӗнчен шаккарӑм.

Прошло не более месяца, как после многих блужданий и приключений я, побрякивая в кармане пятью назначенными в продажу алмазами, стучал в дверь Фонфреда,

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ҫавӑн пекех Финляндири Jujo Thermal Kauttua, Кӑнтӑр Корейӑри Hansol Paper ҫак хута Раҫҫее сутма пӑрахнӑ.

Также перестали продавать эту бумагу России Jujo Thermal Kauttua из Финляндии, Hansol Paper из Южной Кореи.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Эсӗ каланине шута илсе, Сӑпани ывӑлне Хӗлимуна амӑшӗнчен юлнӑ ҫурт-йӗрне сутма пулӑшрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ухмаххипе лягавӑйсен аллине лексен, пире те сутма пултарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗмӗшӗнчен, мана чун-чӗререн курайманскер, вӑл пире, ахӑртнех, ахаль те сутма хатӗр».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аттуш хӑшӗсем мана ял ҫынни вырӑнне хума пӑрахрӗҫ, сутма та хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт ҫапла, пире сутма шухӑш тытнисене пурне те ҫакӑ кӗтет, — терӗ вара, револьверне сулласа, темшӗн тата ҫак сӑмахсене каланӑ самантра Ваньккана куҫран шӑтарасла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах тӳрех асӑрхаттаратӑп: ҫул ҫинче пире сутма е тарма ан шутла, вӑрманта-и, вакунра-и, урамра-и — пурпӗр персе пӑрахатпӑр, — терӗ Йысна, Телегина куҫран хайӑрса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Асту, енчен пире сутма хӑтлансан…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пасарта чи пирвай шӑпах ҫак сехете сутма сӗнетӗп, мӗншӗн тесен эсӗ кӗҫӗр Анатриял лавккине ҫарататӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Сутасса ҫак икӗ сехете сутма пултаратӑн, — ӑнлантарчӗ хӑй.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех