Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑлхавҫӑ ятне сирсе пӑрахӑр хӑвӑр ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗри тимӗрҫӗсем шӑл йӗрнине чухласа илеймерӗ курӑнать, ӗненсе, чӑнах та-и тенӗ пек, лав ҫинчи шӑналӑка сирсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑтӑш пулнӑ, — терӗ Тукай пӗр шӑналӑкне ҫутӑ кӗмелӗх сирсе.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫынран хӑрама кирлӗ маррине ӑнланса илсен Манисла инки те пысӑк тутӑрне сирсе пӑрахрӗ, хӑюллӑнах калаҫма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теней мучи, пӗр вӑхӑтлӑха шӑпӑрт пулнӑскер, Урасмет умӗнче хӑйӗн айӑпне кӑшт сирсе ярас тесе пулас, каллех маларах тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел ураланса аннӑ чух та, кӑвак пӗркенчӗкне сирсе, хӗмлӗ тутӑр ҫыхнӑ вӑхӑтра та Мишавай сӑрчӗ ҫинче юлан утлӑ ҫынна курма пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑл, тӑлӑпӑн лапсака ҫухине сирсе, ҫӗлӗкне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ атте пичӗ ҫинчи пире сирсе пӑхрӑм: унӑн икӗ куҫӗ ҫине те тӗттӗм хӗрлӗ эрмен пурҫӑнӗ хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑналӑка сирсе пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пытӑм, Ҫтаппан пиччепе тимӗрҫӗ утта сирсе тухрӗҫ, тӗмсем хушшинелле тӑчӗҫ Эпӗ вӗсене стражниксен паянхи хатӗрленӗвӗ ҫинчен, Касак Ваҫҫи ыраш пуссинче тем шыраса ҫӳрени ҫинчен каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хапхана чӗриклеттермесӗр уҫса кӗтӗм, шӑналӑка сирсе пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кашни тӗм айне сирсе пӑхрӗҫ, — терӗ Ҫтаппан пичче.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраша сирсе, ҫырма хӗрне тухса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраша сирсе утса ывӑнсах ҫитрӗм, вара ура айне пулнӑ йӑран мӑкри ҫине лартӑм та йӗрсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ӑна шырама тытӑнтӑм, пуҫ кӑларнӑ ыраша алӑпа сирсе шыратӑп: пӗрре — малалла утатӑп, тепре — каялла чакатӑп, айккинелле те пӑхатӑп — ҫук кайӑк, таҫта кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче, ҫапла каласа, пит хӑвӑрт килкартинчен кӗреҫе илсе килчӗ, кӗлет айккипе купаланӑ тӑпрана сирсе, ҫын кӗмелӗх шӑтӑк турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ан сирсе яр сӑхмана, сивӗ пулать, шӑнсан татах чирлетӗн, — терӗ аппа, вара сӑхман аркипе мана мӑй таран витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑкӑн тата ӗҫӗ пӗтмен пулмалла: вӑл алкумне тухса хура ҫӑм ҫиппи илсе кӗнӗ, ача ҫиттине, кипкине сирсе, унӑн алли, ури сыпписене ҫӑм ҫиппипе ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑйне тытса тӑракан ҫынсене сирсе ячӗ те Янтул лаша ҫавӑтнӑ этем патне тӗреклӗн утса пычӗ.

Но Яндул отодвинул их и твердой походкой, подошел к мужику, державшему за повод его лошадь.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сыпар-и кӑштах? — терӗ те вӑл Янтул ҫӑвар уҫма ӗлкӗричченех вӑл килӗшессе сиссе эрехне кӑмака хушӑкӗнчен кармашса илчӗ, ҫуршар стакан ярса лартрӗ, сӗтел ҫинчи шӑрттан таткине сирсе хучӗ.

Давай помаленьку? — И, не дожидаясь ответа Яндула и почувствовав, что тот не против, быстренько извлек из печурки припрятанную бутылку, налил по половине стакана и поставил на стол тарелку с нарезанным шыртаном — домашней колбасой.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех