Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫли ятне илтсен, Кӗтерук куҫӗсем самантлӑха чӗррӗн пӑхса илчӗҫ те каллех тӗксӗмленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерукӑн хуйхи самантлӑха Анука та тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран вӗсен тӗлне пырса тухнӑ кайӑксем кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗҫсе кайни тата хумханса юлнӑ сӗлӗ тӑрӑллӑ курӑксем чӑшӑлтатса илнӗ сасӑсем кӑна шӑплӑха самантлӑха татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сирӗн пата ҫакна каласшӑн ҫеҫ килтӗм, — Михха самантлӑха чарӑнса сывлӑшне ҫавӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫенӗк алӑкӗ умӗнче самантлӑха чарӑнса каллӗ-маллӗ пӑхкаларӗ те, Ҫтаппан вут каски ҫинче пуҫне чиксе ларнине курсан, упӑшкине шеллесе хуйхӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кам ку? — самантлӑха суранӗ ыратнине те манса сасӑ пачӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвел пӑхсанах предприятисенчи нумай ҫул ӳсекен курӑксен уйӗсенче те трактор-комбайн самантлӑха та чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Самантлӑха паҫӑрхи асар-писеррӗн тулашакан ҫил самаях лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах ку вӑраха пымарӗ, кӗтмен-туман ҫӗртенех ҫил ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енне куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхнипе янахӗ чӗтрекен пулнӑ Тарье каллех лавккана кӗрсе кайрӗ, чӳречесене ҫаклатнӑ ҫекӗлсене аяккалла сирсе хучӗ, алӑк сӑлӑпне кӑларса илсе стена ҫумне таянтарчӗ, унтан, ҫенӗкпе ҫаврӑнса урама тухрӗ те, сарлака крыльца ҫине улӑхса кайса, чӳрече хупписене уҫрӗ, шӑнкӑравламалли кантра вӗҫӗнче тыткӑчӗ ҫуккине курсан, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пачӑшкӑ самантлӑха ним калама аптӑраса тӑчӗ, унтан тин ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗритун самантлӑха ним калама аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Самантлӑха сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хӑнасем пӗр самантлӑха кӑмӑлсӑр пулнине те, вӗсене шӑллӗ майлаштарса янине те пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпах Хветутпа арӑмӗ авкаланса ташланӑ вӑхӑтра Хрестук килсе кӗчӗ, самантлӑха ним тума аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар самантлӑха ним калама аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ самантлӑха ним калама аптӑрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей пӗр самантлӑха ҫухалса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан, ҫӑварӗнче татӑлса юлнӑ кашкӑр хӳрипе чыхӑнса, пӗр самантлӑха аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр самантлӑха вӗсем ним шарламасӑр пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паҫӑр, кӑнтӑрла, Сергей хӑйне «эпӗ лавкка крыльци ҫинчен хунарпа виҫӗ хутчен ҫутатса илетӗп» тенӗ хыҫҫӑн, Хрестук самантлӑха та канӑҫ тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех