Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхать (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхаллӑ хӗвел, темскер илтес пек, сиввӗн пӑхать шӑнса кӑвакарнӑ ҫӗр ҫине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑхать те пӑхать ман ҫине хайхи салтак, манӑн пит-куҫа темскер ҫыпӑҫнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑн-чӑн хуҫалла пӑхать вӑл арманне, унта ӗҫ ҫук чухне те тӗк лармасть, аллине пуртӑ тытса каскалама юратать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз председателӗ те пит тӗлӗнсе пӑхать Ҫимун ҫине; малалла мӗн пуласса кӗтет пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ тӑраниччен пӑхать Иван тӑван тавралӑха: ҫурҫӗр енчи вӑрманлӑ тусене, ҫырмари ват йӑмрасене, чӑнкӑ ҫырана, пӑрпа карӑнма пуҫланӑ ҫырмана…

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тайлӑк сӗтел хушшинче, пӗчӗк лампа умӗнче, Укань картпа юмӑҫ пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шывланнӑ куҫӗпе пӑхать Ҫӗпритун Кулюкка ҫине:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркки пӗччен чухне тӗрлӗрен шухӑшласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юпах ҫаплах ӗрӗхме пӑхать, икӗ турта хушшинче пӗр тикӗссӗн юртасшӑн мар, тилхепене йӑваш алӑ тытнине те туять пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин ҫинчен салтак пӳрнепе тӗллесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӗрӗлле ҫыхса илсе таврӑнасчӗ ӑна яла! — тилмӗрсе пӑхать Откан ҫине Ылтӑн Петрукӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ятне каламарӗ, — кулнӑ пек пӑхать Хрисан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ӗҫӗнче вӑй пухса ӳснӗ хресчен ҫӑкӑр хакне, техӗмне пӗлет, ҫавӑнпа вӑл мелнике кӗрес текен ҫынна арман шанса париччен малтан, пулас кине пӑхнӑ пек, мӗнпур енчен ҫавӑркаласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуртне вут тивнӗ пек чупкала пуҫларӗ Кулюкка, ним тума пӗлмест, пӗрре шкаф патнелле чупса пырать, тепре чаршав хыҫӗнчи каткине алӑк патнелле шутарма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ленӑн амӑшӗ темле сивӗ куҫпа пӑхать Хӗветӗр ҫине: хӑйӗн чипер хӗрне чӑваш ачи юратни кӑмӑлне каймасть пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑпланнӑ халӑх, нихҫан салтак курман пек, пӑхать те пӑхать Макҫӑм ҫине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн ывӑлӗсем те танкистсем пулнӑран куҫ илмесӗр пӑхать вӑл Макҫӑм ҫине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарӑхса кайнӑ пӗртен-пӗр сӑнӳкерчӗке пӑхать те вӑл, юратнӑ амӑшӗн сӑнарне, ҫепӗҫ сассине аса илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑхать Кулюкка: упӑшки аттисене ылмаш тӑхӑннӑ, сулахай уринче — сылтӑмми, сылтӑм уринче — сулахай атти.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре Иван пек, тепре пӑхсан, мӑнракаллӑ нимӗҫ пулса, мана тӗртме пӑхать пек.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех