Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахнӑ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыттисем тахҫанах пама пӑрахнӑ ӗнтӗ — ара, унӑн парӑм виҫи пысӑккине пӗлеҫҫӗ те…

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Анчахрах акӑ мӗн пӗлтӗм: ҫав хӗрарӑм ку еркӗнне те пӑрахнӑ, халь больницӑра вилес пек выртать тет, темле им-ҫам ӗҫнӗ тет-и?

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан-тахҫан Сулагаев романӗн машинкӑпа ҫаптарнӑ тӗркине кӑна ҫунакан кӑмакана пӑрахнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тарье инке вара упӑшки вилсен час-часах ӗҫкеленӗ пулин те, заводра чиперех ӗҫленӗ, Мухтав хучӗсем те илнӗ, ватӑлнӑ май ӗҫме те пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Тарье инке кӗрӳшне пропискӑна тӑратма килӗшмен, ҫавӑнпа Натале пӑрахнӑ лешӗ», — ҫапларах ӑнлантарнӑччӗ Маринэ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Сулагаев, сивчир шӑнтса пӑрахнӑ пекех чӗтреме пуҫланӑскер, графинтан каллех сӑмакун ярса ӗҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй валли ҫӗр мар, юман хӗрес кӑна тупнӑ: ӑна, вулӑса кайма тухнӑскере, вӑрманта ҫапса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич вара вӑрттӑнтарах сыпкалама пуҫланӑ, майӗпен-майӗпен пачах ӗҫме пӑрахнӑ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗнле шкултан таврӑннӑ – ҫавӑн пек сумкӑсене пӑрахнӑ та уя, аннесене пулӑшма чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Анчах 1986 ҫулта вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Но в 1986 году им перестали пользоваться.

Мӑкӑр кӗперӗ федераци пӗлтерӗшлӗ культура объекчӗ пулса тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34906.html

Анфиса ӑна тем сӑлтавпа виҫӗ ҫул каялла пӑрахнӑ пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл аялти шурӑ кӗпепе кӑна, уҫса пӑрахнӑ чӳрече патӗнче ларатчӗ те урампа сасартӑк Нина иртсе пынине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Манӑн атте те пӗр вӑхӑтра Мясников патӗнче управляющире ӗҫленӗ, завода Забродин илсен пӑрахнӑ, — персе ячӗ Георгий, хӑй каллех ҫакӑншӑн тарӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Уҫса пӑрахнӑ чӳречерен кас-кас вӑркӑш ҫил кӗрсе тухать, урамра пӗчӗк ачасем ҫӳллӗ мар хӳме ҫинчен ҫӗре сикмелле выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тепри Евгеннй, ҫынна ӗненме, шанма пӑрахнӑ, вӑл телефон трубкине хӑвӑрт ҫакатчӗ, ҫырӑва вуламасӑр каялла яратчӗ алӑка питӗретчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ленинградра консерваторинче вӗреннӗ чухне унӑн пӗр хӗрпе темӗнле роман пулнӑ, тет, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл консерваторие пӑрахнӑ та кунта килнӗ»…

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Лада» водителӗ тата «Киа» пассажирӗ авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ.

Водитель «Лады» и пассажир «Киа» скончались на месте аварии.

Чулхула облаҫӗнчи аварире Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34867.html

Илсе пӑрахнӑ пулсан, вӑрӑсем тарнӑ вара…

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пуринчен ытла сержанта «милици майорӗн» тумтирӗ, унӑн форми тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗрре курса юратса пӑрахнӑ Еркинейшӗн вӑл тем тума та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех