Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пысӑках (тĕпĕ: пысӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялӗ, ытти нумай-нумай тури чӑваш ялӗ пекех пысӑках марскер, ҫӗр килтен те сахалтарахскер, ун чухне Советски районне кӗнӗ, район центрӗ шутланакан Советски (Шӑмат) ялӗ Ҫухраран виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫав вӑхӑталлах ҫырнӑ тепӗр статйинче критик Н. Мартынов хайлавӗсенчи геройсем пурнӑҫри пек пулнине, писатель ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, этем чун-чӗрин вӑрттӑн хусканӑвӗсене тарӑннӑн кӑтартса пама пултарнине, унӑн пысӑках мар хайлавӗсен чуна пырса тивес асамлӑ вӑйӗ пысӑк пулнине, вӗсем ҫамрӑк прозаиксемшӗн лайӑх тӗслӗх пуласса асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Хӗвел анса ларнӑ тӗле вӑл малалла мӗнле ӗҫсем пуҫласа ямаллине, ӑҫталла каймаллине шухӑшласа йӗркелерӗ, ҫарпуҫӗсене хушусем пама тытӑнчӗ: пӗрне пысӑках мар ушкӑнпа ҫурҫӗрелле кайса, Урал енне тухма тӑрӑшакансене пухма хушрӗ, теприне Чархула тӗлӗнчен каҫнӑ пӑлхавҫӑсене хӑй патне ертсе килме, виҫҫӗмӗшне каялла Атӑл хӗрринелле сыхлануллӑн кӑна кайса ҫаврӑнма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсен пысӑках мар отрячӗ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, Пӑкачав вӑйӗ ытла пысӑках маррине пӗлнӗ пулсан, Сюльдяшов, тен, капла хӑтланман та пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялӗ варрипе пысӑках мар ҫырма юхса выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Отряд пысӑках мар хурӑнлӑх ҫумӗпе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах эпир, акӑ, патька-патшан пысӑках мар ҫарне шыраса тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Элчӗ пысӑках мар пӳллӗ, яштакскер.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑках мар ҫарпа вӑл хӑй кӑнтӑрти чӑваш ялӗсенелле тухса каяс тенине те пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑках мар ҫӗмӗрт хыҫӗнчен Укаслу тухрӗ те васкаса, йӗри-тавра асӑрхануллӑн пӑхкаласа, карчӑк патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗр пысӑках мар сӑрт айлӑмне чӗкеҫ йӑви пек майлашӑнса ларнӑ, вӑр-хурах куҫӗ тӗлне пулас мар тенӗн, пур енчен те сӗм вӑрманпа хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсем пысӑках мар, анчах та куллен вуншар ҫын тӗрлӗ ыйтупа кӗрсе тухать унта.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Рынокри хак та пысӑках мар, вӑтамран 120,5 тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Хамӑрӑн ҫакӑн пек пӗрлехи ӗҫсемпе, масштабӗпе пысӑках пулмасан та, ҫамрӑксемшӗн вара питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, эпир вӗсене ҫапӑҫма тата ҫӗнтерме вӑй паратпӑр», - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Фронта пулӑшма тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Ялӗ пирӗн пысӑках мар та, хыпар таврашӗ наччасрах хӑлхана кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Бонни кӳлӗ пысӑках мар, унӑн тӑршшӗ 7 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ 900 м; вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпех 3 метртан пуҫласа 5 метр хулӑнӑш пӑрпа витӗннӗ.

Озеро Бонни относительно небольшое, его длина составляет 7 км, а ширина 900 м; круглый год оно покрыто льдом толщиной от 3 до 5 метров.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

Машина «Модӑсен ҫӳрчӗ» тӗлӗнче хивре чарӑнса тӑрсан, салон чӳречи витӗр ҫав ҫурт умӗнче ҫынсен пысӑках мар ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Унтан альбомран пысӑках мар сӑнӳкерчӗк кӑларса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Каччӑ пӗр аллине хӑмӑр нейлон пусмаран ҫӗленӗ сумка тытнӑ, тепринче — пысӑках мар хӑмӑр сунчӑк.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех