Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пус сăмах пирĕн базăра пур.
пус (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахтупай хӑйсен пус килӗсене курчӗ те вӗсен хушшине кӗрсе кайрӗ, мӗнле тӳре-шара килнӗ-ха тесе малалла кармашса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пус киллӗ ларсан уявсенче ӗрет ҫӳреме те майлӑ, чӳк тунӑ чух чупса каҫса чӗнме те алмаклӑ, инкек-синкек сиксе тухсан пӗр-пӗрне пулӑшма та хӑтлӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑвашӑн йӑли ҫавнашкал-ҫке: пуян пулсан та, чухӑн пулсан та касӑпа лармалла, тӑванпа тӑван ҫывӑх, пус киллӗ вырнаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пӗр пус та ҫухалман сирӗн укҫӑр. Акӑ, эп тупрӑм вӑл укҫана», — терӗм те портфеле ҫак хӗрарӑма тыттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пӗр пус юлмичченех.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

— Халь газа чакар, сцепленине пус.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тӑватӑ кун ӗҫлесен, аннене тата вуникӗ пус патӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр каҫхине Иванюк арӑмӗ пахча ҫумлама ҫын шырать: кунне виҫӗ пус паратӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, вунпилӑк пус кӗмӗле ывӑҫра чӑмӑртаса, киле таврӑнтӑм, часрах ӑна аннене патӑм: «Чӗмпӗре кайнӑ чух кирлӗ пулать», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ку ӗҫе хаваслансах тытӑнтӑм: пилӗк пус та — укҫа!

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шыв юхтарса килнӗ тӗрлӗ вак-тӗвеке тата ҫӗрӗк улӑма пӗр ҫӗре йӑтма хушрӗ: кунне пилӗкшер пус паратӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрре аппа Шӗшлӗ Якурӗ Энӗш хӗррине дамба купалаттарать тенине илтнӗ: кунне ҫирӗм пус парать, тет.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хамӑр ял ҫыннисене чирӗк тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗшӗн пӗр пус та парасшӑн мар: турӑ ҫуртне тунӑ чухне сӑвапшӑн ӗҫлемелле тесе калать, тет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Макаров вӗсене кун укҫи вунпилӗк пус пама пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫӗр ҫӑтас пулсан та, пӗр пус тӳлейместӗп: укҫа ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑвашӗ, хытӑскер, укҫаллӑ пулсан та, кружкӑна пӗр пус та яман.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте чӗлӗмне, кӑмака сакки кӗтессине шаккаса, йӗм кӗсйине чикрӗ те: — Укҫа ҫук пирӗн, — терӗ, — пӗр пус та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫук, — терӗ пичче, — ҫынсем нумай пухӑннӑ, никама та пӗр пус памарӗ, укҫа ҫук, тет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хаклӑ тӳлеҫҫӗ, лавне вунӑ пус.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Иванюкпа Шӗшлӗ халӑх ҫаранӗсене куштансене эрех ӗҫтерсе ҫулнӑ, халӑха укҫа пӗр пус та тӳлемен, тата виҫӗ Куснар халӑхӗнчен ҫарансем илтӗмӗр тесе хут ҫырни те ҫук, тет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех