Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пач сăмах пирĕн базăра пур.
пач (тĕпĕ: пач) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ухмаха ернӗ, хура тӑмсай! — пач кӗтмен сӗнӗве ӑнкарсан кӑшкӑрса ячӗ Шау.

— Ты с ума сошел, черная образина! — закричал Шау, когда опомнился от неожиданного предложения.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Халӗ вӑл пач чараксӑр, чӑн та, юлашки вӑхӑтра Шаупа пӗр чӗлхе тупрӗ темелле-ши — американ деспотлӑхӗшӗн кӳреннӗ экс-морякра тӑван чун туять.

Он стал совершенно невыносимым, хотя с Шау в последнее время ладил, чувствуя в экс-моряке родную душу, обиженную деспотизмом американца.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ сехӗрленсе выртатӑп, пач кӗтмен ҫӗртен тӗм хыҫӗнчен манӑн пуҫ тӗлне тепӗр пуҫ тухса тӑчӗ: ку — манӑн куккан Ииокин пуҫӗ.

Я лежал и боялся, как вдруг к моей голове из куста выглянула еще голова: это был Ииоки, мой дядя.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Арӑслана тӑхлан ҫамкинчен лекрӗ, вӑл кукленсе ларчӗ те малти урисен чӗрнисемпе ҫӗртен чаваланчӗ, анчах пач кӗтмен ҫӗртен хевтесӗрлӗхне ҫӗнтерсе яштах сикрӗ те Гента ҫапса тӳнтерчӗ, юлашки сывлавӗпе чӗтрене-чӗтрене сунарҫӑ кӗлетки ҫинче туртӑнать.

Лев попятился с простреленным лбом, сел и запустил когти в землю, но внезапно, осилив слабость, скакнул, опрокинув Гента и дергаясь на его теле в предсмертных конвульсиях.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫав авӑкра вӑл Рейльне ҫакать те вӑрмана кӗрет, тунсӑхлӑ аса илӗвне е пач ӑнсӑртран килсе ҫапӑнакан хавхине — пӗччен ҫынсен ҫулташне — чӑтлӑх шӑплӑхӗнче сапаласа ирӗлтерет.

Тогда он брал «рейля» и уходил в лес, рассеивая его тишиной грустные воспоминания или безотчетную тревогу — спутницу одиноких людей.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӗл пулусем, ҫитменнине тата пач кӗтмен ҫӗртен, ҫакӑн пирки шухӑшлама хӑнӑхнинчен тӑтӑшрах киле-киле ҫапаҫҫӗ.

Встречи, да еще неожиданные, происходят чаще, чем об этом принято думать.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ганувер вилӗмӗ пирӗншӗн пач кӗтменлӗх пулчӗ.

— Смерть Ганувера была для всех нас неожиданностью.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл пач ӑнсӑртран кая юлнӑ.

Она опоздала совершенно случайно.

XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Акӑ пач кӗтмен темӗскер пулса иртет — картах сикнӗрен манӑн куҫҫуль тухрӗ; Ганувер Этель Мейера питӗнчен шӑтарасла тӗмсӗлчӗ, унӑн аллине тытрӗ те тути патнелле хуллен ҫӗклет.

И вот произошло нечто, от чего я содрогнулся до слез; Ганувер пристально посмотрел в лицо Этель Мейер, взял ее руку и тихо поднес к губам.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пач урӑхла, пӗр пеклӗхе кӑштах та курмастӑп.

— Напротив, совсем не похож!

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ сӗвеннӗ ҫӗртен ҫӗклентӗм, шалалла пӑхса Молли унта мӗн кӑтартнине курасшӑнччӗ, анчах ҫак самантра ман патӑмалла пач кӗтмен ҫӗртен Эстамп утса пынине асӑрхасан аптӑрасах кайрӑм.

Я встал, надеясь заглянуть внутрь и увидеть, что она там показывает, как был поражен неожиданным шествием ко мне Эстампа.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Дюрок Варрена ал лаппинчен ҫӳлерех питӗ хӑвӑрт пӑркӑчларӗ те аялалла усрӗ, унтан… унтан хваттер хуҫи сӑнӗнчи тилӗрӳпе тата тертпе пӗр чӗр куҫҫи ҫине пач кӗтмен ҫӗртен шаплатса ӳкнине, тепӗр аллипе Дюрока аллинчен ҫапма хӑтланнине куратӑп.

Дюрок быстро взял руку Варрена выше кисти, нагнул вниз, и… и я неожиданно увидел, что хозяин квартиры с яростью и мучением в лице брякнулся на одно колено, хватаясь другой рукой за руку Дюрока.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

«Пӗр сӑмахпа — вӑйӑҫ!» — шухӑшларӑм та хурав мана пачах та кулянтарманнине ӑнланатӑп, пач урӑхла — тата ытларах савӑнатӑп.

«Одним словом — игрок!» — подумал я, ничуть не разочаровавшись ответом, а, напротив, укрепив свое восхищение.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапах та мана кунашкалли кӗтместех, пач урӑхла, ӑнсӑртлӑх — е ҫакна тата мӗнле каламалла унта — хӑйӗн тӗлкӗшекен вӗренне явать-тӗр, ӑна ытарлӑн йӑлмакласа манӑп урасен айне тӑсса хурасшӑн.

Однако ничего подобного пока мне не предстояло, — напротив, случай, или как там ни называть это, продолжал вить свой вспыхивающий шнур, складывая его затейливой петлей под моими ногами.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Шкипер кашни ҫӗмӗрӗве тӗп-тӗрӗс палӑртса пырать, тата унпа сутлашни пач усӑсӑр, мӗншӗн тесен вӑл тӳрех хӑлха чикки ҫитерет.

Шкипер точно сообщал каждый раз, что стоит очередное похождение, и с ним бесполезно было торговаться, потому что он был скор на руку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм пӗр минута яхӑн пач хускалмарӗ, ӑна тунсӑх кӑшлать, унӑн урмӑшса ӗҫлеме пуҫланӑ пуҫӗнче пӗринчен тепри теветкеллӗрех те айванрах плансем кӗрешеҫҫӗ.

С минуту Блюм оставался неподвижен, тоска грызла его, всевозможные, один другого отчаяннее и нелепее, планы боролись друг с другом в бешено заработавшей голове.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Лабиринтра кукӑр-макӑр пите нумай, анчах вӑл сирӗншӗн пач ӑнланмалла мар, унтан иртме май ҫук пек туйӑнсан та — сирӗн яланах асра тытмалла: тухмалли вырӑн хӑйне хӑех тупӑнать, сирӗн яланах малалла утмалла….

— Лабиринт очень извилист, но, как бы ни казался он вам замысловато безвыходным, вы должны помнить, что выход обнаружится сам собой, вы же идете все прямо…

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Акӑ вӑл пач хускалмасть.

Наконец он затих.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Сӑнӗ пусӑрӑнчӑк, кӑмӑллах мар, вӑл пирӗнпе каҫченех ларчӗ, пач калаҫмасӑр — тункаталла тенӗ пек.

У него был подавленный, удрученный вид, он просидел с нами, как истукан, почти не разговаривая, до вечера.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Вӑл ҫав хапха патне ҫитрӗ, кӑштах кӗтсе тӑчӗ, хапхаран пач кӗтмен ҫӗртен урама тухнӑ ҫӳллӗ, уксахлакан ҫамрӑк ҫынпа чутах пичӗпе ҫапӑнатчӗ.

Он подошел к тем воротам и, подождав немного, вдруг столкнулся лицом к лицу с вышедшим из-под ворот на улицу высоким, прихрамывающим молодым человеком.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех