Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниме сăмах пирĕн базăра пур.
ниме (тĕпĕ: ниме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чехов та хӑйне ниме тӑман драматург тесе тиркенӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Администраци авторитечӗ вӑл, мӗн, ниме пӗлтермен япала-им?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ан тив, Турунов чапӗ таса чап ан пултӑр, ҫапах та ку вӑл этем нимсӗр тӑрса юлни, ниме пултараймастӑп-ҫке эпӗ, тесе мӗскӗнленни мар-ҫке?

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ малтан ун патне кӗменни, ҫак ушкӑна лекни урӑх ниме те мар, Лашманов енне ҫаврӑнса ӳкнине пӗлтерет тесе шутлать вӑл, ҫапла шутласа куҫӗсемпе тапхӑр-тапхӑр мана та сиввӗн пӑралать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл, ниме пуҫӗ, ял-йыша та пускиле йыхӑрса ҫаврӑннӑ ӗнтӗ, ак килсе ҫитӗҫ те харсӑрсем (пӑрахутсем, баржӑсем) анатран та туран, пӗр харӑс ӗҫе пикенӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Арҫури пек ҫӳрет вӗт вӑл, ниме те шеллемест.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Анчах апла пулин те, вӑл ҫутҫанталӑкӑн ҫав ниме те хӗрхенмен, никама та шеллемен законӗсем ҫине ӳпкелешсе тӑмарӗ, кӗтмен ҫӗртен ача пек хавассӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

— Эсир ан ҫиленӗр, Лида, анчах эп хак пани сирӗншӗн ниме те тӑмасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эп хамӑн документсене ӑнсӑртран манса хӑварни вӑл ниме те пӗлтермест, хамӑрӑн ҫӗршывра эпӗ пӗр хут таткисӗр те таҫта ҫитиех кайма пултаратӑп!

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Фашист танкӗсем ниме пӑхмасӑрах сӗкӗннӗ, ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑна тытса илме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Ах, чунӑм, кӗслеҫӗм, Винҫичӗ ҫулхи ӗмӗрӗм, Тапхӑр-тапхӑр таврӑнать, Ҫурҫӗрӗнче вӑратать, Ниме тесен чуптарать».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӳрӗк ҫынсем ниме тума хапӑлах: Ниме пуҫӗ Ҫӳлти касри Патирек — Пулма пулнӑ пӗр кӗсрешӗн кӗрӗшсе; Уламас та ута каять ерӗшсе Ял кӗтӳне ачипчипе хӑварса; Мулентей те какӑрлатать сӑрная:

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗн пур вӑя пуҫтарса Каяс пулать Ҫавала, Ҫавӑнпа та хӑй Урха Пикеннӗ ниме тума.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫичӗ тарҫӑ юланутпа хӑвалать — Ниме валли йӗри-таври ялсене йыхӑрать.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав вӑхӑтра аслӑ Сившура Ниме тума тапранать Урха.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗршшӳ ҫинчи ҫарансем ыран-паян ҫулмалла, Унти ута пуҫтарма ҫуллен ниме тумалла, Ҫавӑнпа та ҫимӗкрен сӑра хатӗр хӑварса Ҫывӑх кӳршӗ ялсенчен ниме чӗнсе хуртарса, Арӑш-шарӑш чурисем апат-ҫимӗҫ тӑваҫҫӗ, Арҫын тарҫи-тӗрҫисем ҫавасене туптаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Иртнӗ ҫулта ниме бюджечӗ вӑйӗпе Шӑхаль ялӗнчи палӑка юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ниме бюджечӗ — вӑйра

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Аркадий халӗ, хӑйӗнче пур ҫывӑхри е катари пурнӑҫ тӗллевӗсене те, пур шухӑш-туйӑма та самант путарса, хӑй халлӗ, ним улшӑнмасӑр, ниме пӑхмасӑр ӗҫлекен автомат пек, хӑйне пӗртен-пӗр тӗллеве парӑнтарчӗ: ҫынсене ҫӑлмалла!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех