Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелесе (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ муниципаллӑ округӑн ӗҫ-хӗлне муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗ Иван Николаевич Михопаров йӗркелесе пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Пурне те хӑех йӗркелесе тӑчӗ, никама та шанса памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Ӗҫе пӗрле йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Ачасене аталанса вӑй илсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркелесе парас ыйту та кулленех кун йӗркинче пулмалла», - тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Шӑршӑ йӗрӗпе йӗркелесе килчӗ пулӗ ӗнтӗ хӑйӗн утти — тӗррине…

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Колхозсем, кооперативсем йӗркелесе те Сталин ӗҫ халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Аркадий сӗтел ҫинчи йӗркелесе хунӑ хутсен хушшинчен вун икӗ листаллӑ тетрадь асӑрхануллӑн туртса кӑларчӗ те Альберт еннелле тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ ҫуртра ӑшӑтакан, шыв паракан системӑсене йӗркелесе вырнаҫтарнӑ чух слесарь-сантехнике пӑрӑхсемпе ӗҫлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленес умӗн мана та вӑтам шкул пӗтерекенсен (вун пӗрмӗш класс) пӗлӗвне тӗрӗслекен пӗрремӗш экзамена — сочинение — йӗркелесе ирттерекен комиссие кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Уҫӑ турнира йӗркелесе ирттерессинче Ҫӗнӗ Пӑва ялӗн ҫамрӑкӗсем, уйрӑмах Илья Семенов, Дмитрий Лисицын, Алексей Петров тата Турхан ялӗнчи Ростислав Турхан нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Ку ялсенчи салтак ҫулне ҫитнӗ каччӑсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫлассине пӗтӗмӗшле йӗркелесе пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫар-учет специалисчӗ призывниксемпе запасри салтаксен ӗҫӗсене те йӗркелесе пыма ӗлкӗрет, Вӑрнар округӗнчи халӑх дружинине те ертсе пырать, ытти обществӑлла хастарсемпе пӗрле патриотсен юхӑмне те тухӑҫлӑ аталантарать…

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Эпӗ пурне те куратӑп, пурне те илтетӗп, этемӗн шалти пур шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене те уҫӑмлатса, йӗркелесе «вулатӑп».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Калӑпӑр, ӑс-тӑн, туйӑм енчен пурне те пӗр шайлӑн, пӗр виҫеллӗн тусан, пурте пӗр ӗҫе ҫеҫ пӗлнӗ, пӗр ӗҫе ҫеҫ юратнӑ, пӗр ӗҫе ҫеҫ тунӑ пулӗччӗҫ, ҫавна пула ҫынсем хӑйсен пӗрлехи пурнӑҫне йӗркелесе, аталантарса яраймӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ тӗнсен ҫветтуй кӗнекисенче (тӗслӗхрен, христиансен Библинче, мӑсӑльмансен Коранӗнче, буддистсен Типитакинче тата ытти те) Турӑ каланисене е ун ҫинчен ҫырнисене пӗр-пӗринпе пуянлатса, пӗтӗмлетсе, йӗркелесе пӗртен-пӗр кӗнеке ҫырас, этемлӗхе пӗртен-пӗр Турра ҫеҫ пуҫҫапма, вӑл хушнӑ пек ҫеҫ пурӑнма вӗрентес…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вакун алӑкӗ патӗнче ӗҫе йӗркелесе, михӗсен шутне тӗрӗслесе тӑракан сахӑр хуҫи пуҫне палт!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫе йӗркелесе, ун ҫулне уҫса пыракан бригадир пулма шӑпах Зинона суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна Иранти «Asia Lift Group» предприяти йӗркелесе ярӗ.

Оно будет создана иранским предприятием «Asia Lift Group».

Чӑваш Енре лифт туса кӑларма тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34460.html

Эсир чӑнах та ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пымастӑр, — рабочисем пӑрӑнса утсан калаҫа пуҫларӗ Ревлен Петрович, — кашнин хӑйӗн интересӗ, вӗсен кӑмӑлне те ҫӗклеме пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑт эсӗ йӗркелесе ярӑн ҫак ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех