Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑларать те вунӑ тенкӗ счетчик ҫине пӑхса илет: виҫӗ тенкӗ те ҫирӗм пус тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Христос аллинче ҫӗҫӗ хӑрушшӑн ялтӑртатса илет

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, асӑрханса, пӗшкӗнет те ывӑҫласа шыв ӑсать, питне кӑштах йӗпетсе илет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамка пӗҫернине пӑхса тӑмасӑрах, Левен ҫӗртри пуртта ярса илет те: — А эпӗ сире йывӑҫсем патнелле тек пӗр шит те пустармастӑп, — тет, шутсӑр хаярланса кайса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӗсем — пирӗн колхоз тӳпи, апла-тӑк вӑрманти ҫӳп-ҫапа шӑлса тухса кайма та ирӗк пур пирӗн, — колхоз ӗҫченӗсенчен асли, тӑсланкӑ та типшӗм этем, малти ҫутӑ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, йӗкӗлтешсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен картишӗнче тӑхланран йывӑр шӑплӑх тӑратчӗ, халӗ анчӑк хутран-ситрен те пулин лявлатса илет, чуна тӑкӑскӑлантаракан шӑплӑха хускатать, лесник килне хаваслӑх кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мавра инке — пӑрчӑкан пек йӑрӑ этем — тем вӑхӑтра питне ҫуса илет, керогаз чӗртет, вара ун ҫине кастрюль лартать те: — Уй урлӑ каҫнӑ ҫынсен хырӑмра ҫил выляканччӗ, — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кашни ялтах ҫакӑн пек хӑтлӑ, ҫутӑ, ӑшӑ клубсем ҫав тери кирлӗ, мӗншӗн тесен халӑхӑн культури шӑпах та ялта тымар илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Халӗ тӑван тӑрӑхра вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Канаш тӑрӑхӗнче ҫур аки кунран-кун вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн пырать // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/08/c%d1%83%d ... %82%d1%8c/

«Вӑрҫса-хӗнесе ачасене ним тума та хӑнӑхтарас ҫук. Ачасемпе юнашар ларса чунна уҫса час-часах калаҫмалла, аслисен сӑмахне итлеме, вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма вӗрентмелле. Ун пек чухне вӗсем выляма та, телевизор курма та, урокӗсене хатӗрленме те, аслисене пулӑшма та ӗлкӗреҫҫӗ», — аса илет халӗ Римма Аркадьевна.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

«Ачалӑхӑм вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенче иртрӗ, тӑраниччен ҫисе те кураймарӑмӑр. Ҫӑва тухсан вӗлтӗрен яшки нумай ҫинӗ, ҫавӑнпа нумай пурӑнтӑм пуль, — куҫҫульпе аса илет иртнӗ йывӑр вӑхӑта ветеран — хӑлхам илтет, куҫӑм курать, пурӑнасчӗ-ха».

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Джордж Байрон акӑлчан сӑвӑҫи-романтикӗ хӑйӗн «Лахин-Ин-Гар» поэминче Каллоден патӗнчи ҫапӑҫӑвӗнче пуҫ хунисене аса илет.

В своей поэме «Лахин-Ин-Гар» английский поэт-романтик Джордж Байрон вспоминает погибших при битве при Каллодене.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

«Тырӑ вырнӑ ҫӗре каяс килчӗ, ҫуран утас килмерӗ. Атте епле ӗҫленине пӑхса тӑнӑччӗ те, хам туса пӑхрӑм, аппалансан хурҫӑ утӑм сас пачӗ», – аса илет Владислав темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Ара, унӑн кашни ҫиппи сая каймасть-ҫке, кашни кивелнӗ япала ҫӗнӗ сӗм илет.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Хмлаткаласа илет, унтан каллех: «Вӗренетӗн апла? — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асӑрхать Хурамал Мӗкӗти: Ваҫлейӗн йӗпе ҫӗмӗрт ҫырли пек куҫӗ темле сиввӗн ҫуталса илет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мерчен Ваҫлейӗ Верук инкене темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тама-арр! — кӑпӑшка юр ҫийӗн ҫарранах чупать амӑшӗ, чикеленсе каять, икӗ ывҫипе те юра ывӑҫласа илет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ӑҫта — алямӑс? — пӑрҫа ернӗн, хыҫкаланса илет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех