Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентекен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗрентекен (тĕпĕ: вӗрентекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗрентекен малтанхи инструктажрах пире ҫул ҫинче хамӑра мӗнле тытмаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен хулӑн ҫивӗтлӗ Тамара Александровна мана сӗтел хушшине хӑвӑрт ларма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Татьянӑна уйрӑмах нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Галина Никифоровна нумай калаҫни килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна виҫӗ вырӑнлӑ пӳлӗмре математика вӗрентекен Васелисӑпа тата чӑваш чӗлхи ӑсти Валентинӑпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Мана ялан вӗрентекен пулма шанатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тантӑшсемпе те, кӗҫӗнреххисемпе те шкулла вылянӑ чухне мана ялан вӗрентекен пулма шанатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӗненме-шанма пултарнӑ-и Ҫӗрпӳ хулинчен аякка кайса курман амӑшӗ, икӗ ят ҫӗрне суха пуҫпе чӗртерсе тыр-пул ҫитӗнтерекен ашшӗ хӑй пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тухса кайнӑ чухне ҫулталӑкра тӑрса юлнӑ ывӑлӗ шкулта вӗрентекен те, хаҫатҫӑ та пулса тӑрасса?

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Эсир вӗрентекен ачасенчен хӑшӗ ҫырма пултарнӑ ҫакна? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ Малюҫ, сывлӑх сунма манса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кун пирки никампа та калаҫма сӗнместӗп, — вӗрентекен сассине хытарчӗ, анчах та куҫӗсем ун ҫаплах ыррӑн йӑлтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку туртӑм училишӗре вӗреннӗ вӑхӑтра, В.П.Яковлев вӗрентекен хавхалантарнипе, уйрӑмах вӑйланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Истори предметне вӗрентекен Марина Анатольевна Федоровапа пӗрле сӑнаса-тӗпчесе ҫӳрерӗмӗр, Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленме курӑмлӑх хатӗрӗсем турӑмӑр, сӑн ӳкерӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле пултаруллӑ вӗрентекен пирӗн районта пурришӗн, Дубовкӑри шкулта ӗҫленӗшӗн, мана вӗрентнӗшӗн эпӗ мухтанатӑп, савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Учителӗн чун-чӗринче мӗн пысӑкӑш юрату туйӑмӗ вырнаҫнине эпӗ хамӑн вӗрентекен, наставник — Надежда Георгиевна Боровкова витӗр курса ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

«Хама ҫав тери телейлӗ ҫын тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫынран пӗри те пулин вӗрентекен ҫул-йӗрне суйласа илчӗ пулсассӑн, ку — пысӑк телей» — савӑнӑҫлӑн пӗлтерет Н.Г.Боровкова.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Хӑйӗн наставникӗсене, ӗҫ опытне пуянлатма пулӑшнӑ ӗҫтешӗсене — Е.С.Совинӑна, Е.К.Копташкинӑна, Н.Я.Медведевӑна, Р.А.Удинӑна, Г.В.Удина, Р.Я.Белобаевӑна, Е.С.Дьяконовӑна, И.А.Платоновӑна вӗрентекен мала хурать, ырӑпа асӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ӗҫре ӳсӗмсем тӑвасси коллективпа килӗштерсе ӗҫленинчен килет тесе ҫирӗплетсех калать вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Хайӗн профессине чунтан парӑннӑ, иксӗлми вӑй-хӑватлӑ, чӑн-чӑн педагогсенчен пӗри — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Георгиевна Боровкова.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Кашни ҫыннӑн кун-ҫулӗнче вӗрентекен пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Вӗрентекен ҫулталӑкӗ педагог профессийӗн тата шкулӑн ят-сумне ӳстерме тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ахальтен мар-тӑр Раҫҫей Президенчӗ учителӗн ӗҫне пысӑка хурса 2023 ҫула Вӗрентекен тата наставник ҫулӗ тесе палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех