Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйлӑ (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ вӑйлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ман шутпа арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗрне парӑнсан, пӗр шухӑшлӑ пулсан, пулас ӑру вӑйлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫурҫӗр тинӗсӗ хулари ҫанталӑка витӗм кӳрет, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӑл вӑйлӑ ҫилсемпе штормсем илсе килет.

Северное море оказывает влияние на погоду в городе, принося с северо-запада сильные ветры и штормы.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи тапхӑрӗнче хулана вӑйлӑ аркатман.

В период Второй мировой войны город не подвергался серьёзным разрушениям.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Хула хӑй таврашӗнчи ҫӗрсене вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, таврари йышлӑ вырӑнти калаҫусене пӗр евӗрлӗ тума пулӑшнӑ.

Город оказывал сильное влияние на окружающие его земли и содействовал приведению в единообразие существовавшие в округе диалекты.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ваҫиле, вӑйлӑ ҫилтен пӑрӑнас тесе ҫаврӑнчӗ те Ҫилевӗр юмана пуҫласа курчӗ тейӗн, аллисемпе сулкалашса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑвашсем ӗҫлеме те вӑйлӑ ӗҫлеҫҫӗ, канма та хаваслӑ канаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Питӗ вӑйлӑ наркӑмӑш ӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав самантрах темле вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ пек туйӑнчӗ салтака.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, историрен пӗлетпӗр, тыл вӑйлӑ пулнӑран та туптаннӑ ҫӗнтерӳ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Тӑван ҫӗршыв вӑйлӑ пуласси унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх пӗрлӗхӗнчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Саша вара полиатлонра, чупассипе, йӗлтӗр спортӗнче, ишессипе - республикӑри чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Вӑл шкулти чи вӑйлӑ вӗрентекенсенчен пӗри пулнӑ», — палӑртать Надежда Георгиевна.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ҫемье чысне упрӑр; йӑх историне тӗпчӗр; вара тин кампа е мӗнпе мӑнаҫланмалли тупӑнӗ; вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ эсӗ хӑв пулнине лайӑхрах туйса илӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Австри империйӗ шутне кӗнӗ хыҫҫӑн хула вӑйлӑ аталанса политикӑпа суту-илӳ тӗлӗшӗнчен пысӑк центр пулса тӑрать.

В составе Австрийской империи город интенсивно развивается и превращается в крупный политический и торговый центр.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Хӗлле Похорье тӑвӗ ҫинче йӗлтӗр спорчӗ вӑйлӑ аталаннӑ, унта тӗнче ӑмӑртӑвӗсене йышӑнма юрӑхлӑ слалом тата мӑн слалом трассисем пур.

Зимой популярен лыжный спорт на горе Похорье, где созданы международные трассы слалома и гигантского слалома.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

2007/08 ҫулсем хушшинчи хӗл вара, пач урӑхла, вӑйлӑ ҫил-тӑмансен шучӗпе тата юр рекордла ҫунипе (юр сийӗ 550 см ытла пулнӑ) сӑнланнӑ.

Напротив, зимой 2007/08 года наблюдался рост числа метелей и рекордными снегопадами, с более чем 550 см снежного покрова.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫанталӑк ытларах чухне хӗвеллӗ, анчах сывлӑш вӗри те нӳрлӗ чухне ҫавна май сивӗ фронтсем иртнӗ чухне вӑйлӑ аслатиллӗ ҫумӑрсем пулма пултараҫҫӗ.

Летом погода обычно солнечная, но когда воздух горячий и влажный, это вызывает сильные грозы при прохождении холодных фронтов.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хӑйне темле вӑйлӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Самать вӑйлӑ, Самать хӑватлӑ!

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех