Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫухалса кайнӑн пӗрре Савантер ҫине, тепре хӑрах алӑлли ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳсепе хӑрах алӑлли унран юлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах алӑлли кӳсе ҫине кӑтартса пуяна тем каларӗ, лешӗ унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ, вара виҫҫӗшӗ те, ҫынсене тӗрткелесе, ҫӗнтерӳҫӗ патнелле сӗкӗнсе кӗме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ҫаврӑнса пӑхрӗ те паҫӑр асӑрханӑ кӳсе арҫынпа хӑрах алӑллине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах алӑлли кӗсйинчен пӗчӗк хутаҫ кӑларчӗ те кӳсе арҫынна кӑтартрӗ, лешӗ вара унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр леш хайхи хӑрах алӑллӑ ҫынна асӑрхарӗ, вӑл хӑй умӗнчи кӳсе арҫынна ҫине тӑрсах тем ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вӑл питӗ ырханккаскер, унӑн пичӗ юнлӑ, сухалӗ тӑпӑлса пӗтнӗ, хӑрах куҫӗ кӑна уҫӑ, тепӗр куҫӗ шӑтса юхнӑ пулас, хупӑнса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлӗ пӑлтӑр умӗнче Шӑпӑр калать Мулентей: Пӑстав хӑрах куҫӗнче, Алли-ури — упӑтен.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах йӗрнипе, те тӗшмӗш йӗркипе Хӑрах куҫа шур илчӗ тӗппипе.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вырӑс хӗрарӑмне те хӗненӗ пулас, хӑрах ури ҫине аран пусать, уксахласа утать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Павел вӑрҫӑран хӑрах урапа таврӑнсан мӑшӑрӗ ӑна пӑрахса тепӗр ҫынна качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Вӑл вӑрҫӑра хӑрах урине ҫухатнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Варуҫ аппа, хӑрах алӑллӑ пулсан та, арҫын ӗҫне арҫынран лайӑх тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Учитель ӑна хӑрах аллипе урама йӑтса ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫумне хӑрах алӑпа пуҫтарма хӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ана ҫине пырса ҫитрӗмӗр, пӑхатӑп — учитель хӑрах аллипе ҫум ҫумла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырӑс учитель, хӑрах алӑллӑ пулсан та, апат тутрине аппаран илсе йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑрах алӑллӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑштик-хӑштик сывлаҫҫӗ юлташӑмсем, хӑйсен пурнӑҫӗн юххине ҫавӑрнӑ ача-пӑча ӗҫне-хӗлне, шӗпӗр-шепӗр япаласене пӗрчӗлекелеҫҫӗ, вырӑнлӑ-юравлӑ йӑскӑлтатса, харсӑрланса-сатурланса тунӑ «пуҫсӑрлӑхӗсемпе» мухтанаҫҫӗ: пӗри, арҫурие ҫаврӑнса, пушшӑн янӑраса, юхӑнса ларакан ҫӑм арманӗн маховикне «ҫухӑрта-ҫухӑрта» ҫавӑрнӑ; тепри, хӑйӗн килти качака такинчен тӗслӗх илсе, анкартинчи хӑрӑк ҫатан карти урлӑ шӑчӑпа ялт! кӑна сиксе каҫнӑ; виҫҫӗмӗшӗ хӑрах алӑпа кӑна вастра ишсе пӗве сарлакӑшне ним мар парӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Пӳрт умӗнчи мучипе тантӑш, лапсӑрӑлса ларакан йӑмрана сырнӑ кураксем, «эх, Ҫтаппан, Ҫтаппан! Ҫӑмарта вӗҫне ҫитнӗ пурнӑҫ пурнӑҫах мар пуль ҫа-ав… Хӑв айӑплӑ… Анчах ан та ӑшталан, Ҫтаппан, кая юлтӑн: ҫӑмартана паҫӑрах кинеми йӑкӑртса кайрӗ», — тенӗ пек, килхушшин вӗрлӗк хапхи еннелле кӑнтарӑннӑ шаннӑ-хӑрнӑ туратсем ҫинче хӑрах куҫӗсемпе мучие йӗкӗлтевлӗн сӑнаса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех