Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пултарас (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карандаш ун сӑн-сӑпатне начаррӑн ҫеҫ кӑтартса парӗ; ун куҫӗсен йӑлтӑртатса тӑракан ҫуттине нимӗнле художник те чунсӑр пир ҫинче кӑтартса пама пултарас ҫук.

Карандаш даст лишь слабое представление о ее облике; никакой художник не мог бы передать на безжизненном полотне лучистый свет, которым сияли ее глаза.

X сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫунса кайнӑ участок урлӑ эпир ним йӗрсӗр те каҫса кайма пултарас пек туйӑнать мана.

Мне кажется, мы можем перейти через выжженный участок и без всяких следов.

I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫак кун Бенедикт пичче тӗнчен пилӗк пайӗнчи пӗтӗм энтомологсенчен чи телейли пулма пултарас шанчӑка яланлӑхах вӗҫертрӗ.

В этот день кузен Бенедикт безвозвратно упустил возможность стать счастливейшим из энтомологов всех пяти частей света!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл закрылкӑсем ҫинчен те аса илчӗ, анчах ача вӗсене ним тусан та вырӑнтан хускатма пултарас ҫук; епле те пулсан вӗсемсӗрех майлашма тивет.

Он вспомнил и о щитках, но мальчику ни за что не удастся их выпустить, придется обойтись без них.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Ун чух вӑл ӑна тӳррӗн тытса пырса ҫӗр патне ҫитсен тикӗс вӗҫекен тума пултарас ҫуках.

Он не сможет вести его по прямой и выровнять у земли.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Хӑй ларма та, тӑма та пултарас ҫуккипе пӗлчӗ вӑл.

Он знал, что не сможет сесть, а тем более встать на ноги.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Вӑл ӗнтӗ самолёта тытса пыма пултарас ҫуккине пӗлчӗ; унӑн аллисем вутпа ҫунтарнӑ пек ҫунчӗҫ, вӗсем тӑхлан пекех йывӑр пулчӗҫ, урисем хускалмарӗҫ, пуҫӗ вӗҫӗмсӗр кашларӗ.

Он знал, что не сможет больше вести самолет; руки горели, как в огне, и были тяжелые, как свинец, ноги не двигались, и все плыло, как в тумане.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Ҫук, пулма та пултарас ҫук — мухтавлӑ урамсемпе анлӑ площадьсем тӑрӑх нимӗҫсем нихӑҫан та утса курас ҫук.

Нет, это невозможно, — немцы не будут идти по священным улицам и площадям.

5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Саша амӑшӗ хӑйсене нимӗнпе пулӑшма пултарас ҫуккине вӑл нимӗн те ӑнланмарӗ.

не понимая, чем могла бы помочь им мать Саши.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӗсем витӗр тухма кашниех пултарас та ҫук.

Преодолеть который мог не каждый.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Акӑлчансем, усал пулин те, вырӑс ҫыннисене ҫӗнтерсе илме пултарас ҫук».

Сколь ни коварен англичанин, а с русским ему не совладать».

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Вӗсен галерӗсем нихӑҫан та пирӗн карапсемпе тытӑҫма пултарас ҫук.

Их галерам никогда не справиться с нашими кораблями.

Гилакс-фиорд заливӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

— Шура чӑнах та ӑнлантарса пама пултарас ҫук.

— Шура и вправду так не умеет объяснять.

Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Утнипе тата сивӗпе хӗрелнӗ типшӗмрех питлӗ Зоя кӗнекесем чикнӗ портфельне Шурӑна тыттаратчӗ те хӑй тавра сӑрӑнса илнӗ пӗчӗк ачасене пурне те пӗр харӑс ыталама пултарас пек аллисене сарса пӑрахатчӗ.

Зоя передавала портфель с книгами Шуре и, веселая, оживленная, с проступившим от ходьбы и мороза румянцем на смуглых щеках, широко раскидывала руки, стараясь забрать в охапку побольше теснящихся к ней детишек.

Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Вӑл ачана эпӗ пӗрре те ятлас тесе шутламанччӗ, мӗншӗн тесен нихҫан та, пӗр чӳрече те ҫӗмӗрмен ҫын пурнӑҫра тупма ҫук пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, унсӑр пулма пултарас ҫук ачалӑх.

Я совсем не собиралась наказывать виновника: мне думается, невозможно найти такого человека, который в жизни не разбил бы хоть одного стекла, без этого детства не бывает.

Пурте пӗрле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Эпӗ ҫитме пултарас ҫукран хӑратӑп.

— Я боюсь, что мы не дойдем.

22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫак карчӑк йӗлтӗрпе ҫӳренӗ пек пирӗн Питӗрти спортсмен-физкультурницӑсенчен нумайӑшӗ телемарк текен йӗлтӗрпе те кайма пултарас ҫук.

Немногие наши питерские спортсменки-физкультурницы умеют бегать на своих телемарках так, как шла эта старушка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Хӑпартмалли крансӑр ниепле те антарма пултарас ҫук!

Без подъёмного крана не обойтись!

Ҫӗнӗ кӳршӗ // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Ӗненмесӗр, эсир, ача-пӑча ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗнпе, учительсемпе тӑтӑшах тӗл пулса, хамӑр шухӑшсене каласа пама пултарас пулсан, сире нихӑш енчен те сиен кӳмен пулӑттӑмӑр.

Поверьте, что мы, родители, ничем не повредили бы вам, если б имели возможность почаще делиться с вами, учителями, впечатлениями.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Енчен, эпӗ пӗрре кӑна та пулин аннене, аттене, сана, Макҫӑма курма пултарас пулсассӑн, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар…

Если б я мог увидеть таким образом мать, отца, тебя и Максима, я был бы доволен…

VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех