Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Гленарван (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гленарван, апла мар тесе, пуҫне силлерӗ.

Гленарван отрицательно покачал головой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак кунхине Гленарван бинокльне аларан ямарӗ, ӑҫта та пулсан тӗтре чатӑрӗ уҫӑлса кайсан, вӑл ниҫтан ӑнланса илмелле мар хистевлӗхпе бинокльне куҫӗсем патне тытать.

В этот день Гленарван не расставался с биноклем и, как только туман прорывался в каком-нибудь месте, тотчас же с непонятной настойчивостью подносил бинокль к глазам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван пӗрре карлаксем ҫине тайӑнса хускалайми тӑрать, тепре сехечӗ-сехечӗ пуҫне ниҫта чикме пӗлмесӗр палуба тӑрӑхӗпе пӑлханса утса ҫӳрет.

Гленарван то неподвижно стоял, облокотившись о поручни, то часами шагал по палубе в сильном нервном возбуждении.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсенчен Гленарван пуринчен те ытларах асапланать.

Гленарван страдал больше, чем кто бы то ни было другой из путешественников.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван вырӑнта ларма та пӗлмест.

Гленарван не мог усидеть на месте.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Протокола алӑ пуссан, Гленарван «Виктори» гостиницине тавӑрӑнчӗ.

Подписав протокол, Гленарван вернулся в гостиницу «Виктория».

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван кӑтартса панӑ пысӑк ӗҫ ҫинчен ҫавӑнтах телеграммӑпа Мельбурнпа Сиднея пӗлтерчӗҫ.

Важное показание Гленарвана было немедленно передано по телеграфу в Мельбурн и Сидней.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хула пуҫлӑхӗ, савӑннипе чут ҫеҫ кӑшкӑрса ямасӑр, Гленарван каласа кӑтартнине протокол ҫине ҫырчӗ: Бен Джойсӑн банди провинцинчен айӑккалла кайнишӗн телейлӗ вӑл.

Городской голова, с трудом сдерживая проявления радости, записывал заявление Гленарвана в протокол: он был счастлив, что банда Бена Джойса покинула пределы провинции.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна Гленарван ҫав каҫах турӗ.

Гленарван сделал это в тот же вечер.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пысӑк хупах Гленарван пичӗсем ҫинче ӗмӗрне пулман салхулӑх йӗррисене кӑтартрӗ.

Горе придало чертам лица Гленарвана выражение необычайной суровости.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Юрӑхсӑрсем! — кӑшкӑрса ячӗ Гленарван.

— Негодяи! — вскричал Гленарван.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Куратӑн-и, Джон, — терӗ Гленарван, — каторжниксем кунта пулнӑ.

— Видите, Джон, — сказал Гленарван, — каторжники были тут.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунти лагерьте каторжниксен пӗр шайки тӑнӑ, ӑна пӗр сӑмахсӑр кӑтартса параканнине Гленарван астуса илчӗ.

Гленарван вдруг увидел неопровержимое доказательство того, что здесь стояла лагерем шайка каторжников.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван Джон Мангльспа ҫӗрле разведкӑна кайрӗ.

Гленарван отправился на разведку вместе с Джоном Мангльсом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван Австрали ҫӗрӗ ҫинче иртмелли юлашки сехетсенче вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тухакан ҫырансен тӑрӑхӗпе тепӗр хут кайса ҫӳресшӗн пулчӗ.

Гленарван хотел использовать последние часы пребывания в Австралии, чтобы ещё раз побывать в том месте, где тридцать седьмая параллель пересекает побережье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫав хушӑра Мельбурнри Пӗрлешӳллӗ банкран чекпа укҫа кайса илчӗ; майор экспедицинчи ҫынсене пурне те хӗҫпӑшалсемпе тар илсе пачӗ, Паганель тата Ҫӗнӗ Зеландин питӗ чаплӑ карттине, Джонстон хатӗрленӗскерне, туянчӗ.

Тем временем Гленарван получил деньги по чекам на Союзный банк в Мельбурне; майор купил оружие и боевые припасы для всех участников экспедиции, а Паганель приобрёл великолепную карту Новой Зеландии, составленную Джонстоном.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван вӗсене «Дункан» ҫинчи тирпейлех «Макари» ҫинче ним чул та пулас ҫукки ҫинчен астутарса каларӗ.

Гленарван предупредил их, что «Макари» в отношении комфорта нисколько не похож на «Дункан».

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пире мӗне кирлӗ ун ҫинчен калаҫма? — терӗ вӗсене Гленарван.

— Нам-то что до этого? — ответил Гленарван.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун хыҫҫӑн Гленарван, майор, Роберт, Паганель тата Джон Мангльс карап ҫинчен анчӗҫ.

После этого Гленарван, майор, Роберт, Паганель и Джон Мангльс покинули корабль.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван пуҫӗпе сулса килӗшни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Гленарван кивнул головой в знак согласия.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех