Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫын шухӑшне катаран вулама пултарать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Лешӗ ҫитнӗ-ҫитменех мораль вулама тытӑнать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Мӗнех вара, куҫарса парӑр! — хушрӗ те Анук ҫырӑвне вулама тытӑнчӗ…»
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӗсене хаҫат-журнал, кӗнеке ытларах вулама, илемлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене, ваттисен сӑмахӗсене ятарлӑ тетраде ҫырса пыма сӗнчӗҫ.
Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n
Ӑҫта, кам нимӗҫле вулама пӗлет-ши?
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Василий Александрович ҫырӑва илсе апла-капла ҫавӑркаласа пӑхнӑ та: — Тарье кума, кӑна вырӑсла ҫырман. Ахӑртнех, нимӗҫле пулма кирлӗ. Эпӗ вара нимӗҫле вулама хам та пӗлместӗп. Вӗрентмен пире, — тенӗ учитель.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗр ҫавах вулама пӗлместпӗр.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Вӗренмелле те, вулама пӗлместпӗр-ҫке-ха, — сӑмах хушрӗ тахӑшӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петӗр кирек кампа та куҫран чӑр пӑхса калаҫать, ӑна тӳрех тыткӑна илет, тетӗшӗ пекех кӗнеке-хаҫат вулама та юратать, ҫавна пулах-и, кампа мӗнлерех калаҫмалли «сӑмах хутаҫӗ» те унӑн туп-туллиех.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Ҫутӑ тӳме» тӗркене вӗсен еннелле туса сарса хучӗ, элчӗсем грамотӑна вулама пӗлмен пирки ӑна алӑпа тӗккелесе пӑхрӗҫ.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл нумай листана шӑлтӑртаттарса сирсе тухрӗ, юлашкинчен хӑй шыранӑ хута тупрӗ пулас, юри хыттӑн, кашни сӑмаха тӑсса вулама пуҫларӗ:
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӑшт лӳчӗркеннӗ те-ха, ҫапах вулама пулать.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӑлтӑрсем шутлать, тӳпере мӗн пулса иртнине вулама… пултарать.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кучак ҫырӑва вӗҫне ҫитиччен вулама пултараймарӗ, ывӑтса ячӗ.
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ те алӑка тӑч хупса вулама пуҫларӗ.
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эппин, пӗрле сӑвӑ вулама юлташ пур унта сан валли.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вулама масартах кӗнеке пуххи пур.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав йӗркесем Саадипе Фирдоуси сӑввисемпе пӗр кӗвӗллӗ пулни, вӗсене ҫакӑнта, ханпа ун арӑмӗ умӗнче ним такӑнмасӑр хутӑш вулама май пурри Мухамедьяра савӑнтармаллипех савӑнтарчӗ.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мухамедьярӑн вара ирӗксӗрех хӑйӗнне вулама тиврӗ.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тин килсе кӗнӗ Мухамедьяр сывлӑш ҫавӑрма ӗлкӗрейменччӗ-ха, сӑвӑ вулама пӗрре те хатӗр марччӗ вӑл, ҫапах хӑйне часрах алла илчӗ те хавхаланнӑ пек пулса пӗр хӗрӳлӗхсӗр вулама пикенчӗ:
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.