Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Виҫҫӗн (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, иккӗн мар, виҫҫӗн е тӑваттӑн тейӗпӗр.

Ну, не вдвоем, а втроем или вчетвером.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Буфет карлӑкне хирӗҫ лартнӑ тӑваткал сӗтел хушшинче виҫҫӗн лараҫҫӗ: куҫлӑхлӑ самӑр та кукша ҫын; хурарах сӑнлӑ ҫамрӑк; виҫҫӗмӗшӗ — хыткан та хӗвел ҫинче пиҫсе хуралнӑ питлӗ арҫын, ку вара фуфайка тӑхӑннӑ, аркисене шӑлаварӗ айне чикнӗ.

За четырехугольным столом против буфетной стойки сидят трое: полный лысый человек в очках, смуглый юноша и худощавый, с загорелым, словно обожженным, лицом мужчина в бумажной фуфайке, заправленной в брюки.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Вӗсем виҫҫӗн тусанлӑ ҫул тӑрӑх кайрӗҫ.

Пошли они втроём по пыльной дороге.

Киле май кайнӑ чухне ҫул ҫинче Буратино икӗ кӗлӗмҫӗне — Базилио ятлӑ кушак аҫине тата Алиса ятлӑ тилӗне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ют юн, ытлашши ҫӑвар, ҫитменнине тата — виҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, пуҫ ҫине пуҫ йӑтайми хурлӑх йӑтӑнса анман-тӑк, пӗр кунта, тӑнч пурӑнманнӑн,(иккӗшӗ те — ашшӗ те, амӑшӗ те — сарӑмсӑр тӑрӑнса вилмен-тӗк, хӗр нуши-асапӗ ҫумне виҫҫӗн тан — виҫӗ шӑллӗ — тиенсе хӳтӗ кӗтсе пӑчӑртанман-тӑк, тен… телейлех ҫаврӑнса тухатчӗ Елькка шӑпи?

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫаплипех виҫҫӗн вӗсем, виҫӗ тантӑш, пӗр-пӗрне килӗштерекен виҫӗ этем — Матвипе Кӗҫени, Елькка.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виҫҫӗн формӑламалли тӑм илме кайрӗҫ, виҫҫӗн кашӑксем шӑратмалли ещӗк-станоксем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлерӗҫ, виҫҫӗн экспериментальнӑй ӗҫсем турӗҫ, алӑра пилӗк килограмм аллюмини пулнипе ҫав аллюминие пушӑ ҫӗртен пушӑ вырӑна шӑратса ячӗҫ, юлашки виҫҫӗшӗ вӗркӗче урӑхлатрӗҫ.

Трое поехали в командировку за формовочной глиной, трое работали над ящиками-станками для отливки ложек, трое вели экспериментальные работы, имея под руками пять килограммов алюминия, и переливали алюминий из пустого в порожнее, а остальные трое переоборудовали горн и мехи.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Йытӑ ман урасем ҫумнелле сӗртӗнкелерӗ те, малалла виҫҫӗн пӗрле карӑмӑр.

Собака потёрлась о мои ноги, и дальше пошли втроём.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Виҫҫӗн чӑмлани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Слышно было только, как жевали три пары челюстей.

V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Иртнӗ каҫ виҫҫӗн тарчӗҫ.

Прошлую ночь трое дезертировали.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Виҫҫӗн хӑвӑрт ращана чупӑр!

— Три человека — быстрей в ивняк!

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Халлӗхе Йована виҫҫӗн ҫеҫ переҫҫӗ-ха, икҫӗр-виҫҫӗр метр чупсан, вӑл темле калинкке патнелле вӑркӑнса кӗчӗ те, ӑна тӗртсе ӳкерсе, пахча витӗр уя чупса тухрӗ.

Пробежав еще метров триста, Йован налетел на какие-то ворота, сорвал их, пробежал чей-то огород и очутился в открытом поле.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Виҫҫӗн?

— Трое?

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Виҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Пограничниксем хушшинче виҫҫӗн пӗр тӑван Степановсем ҫинчен илтменни кам пултӑр ӗнтӗ.

Кто в погранвойсках не слыхал о трех братьях Степановых!

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ун хыҫӗнче пӗр ретре аманнисем виҫҫӗн выртаҫҫӗ, вӗсене витнӗ палатка ҫинче кӑвайт ҫутипе курӑнакан тӗрӗ усал тискер кайӑксене аса илтерет.

Позади нее лежали трое раненых, накрытые маскировочными плащ-палатками, яркие пятна, словно на шкуре тропических животных, играли и переливались на них.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вучах умӗнче партизансем виҫҫӗн лараҫҫӗ.

У огня сидели три партизана.

2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Виҫҫӗн пӗрле пулчӗҫ.

Пошли они втроем.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Вара эсӗр те виҫҫӗн пулатӑр, эпӗр те виҫҫӗн пулатпӑр, тенӗ.

Тогда нас будет трое и вас трое.

Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.

Акӑ сунарҫӑсем ӳпле туса лартнӑ та кӑвайт чӗртсе янӑ, хайсем персе ӳкернӗ хир чӑххине валеҫме тытӑннӑ, анчах нимӗнле валеҫме пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ: хир чӑххи пӗрех ҫеҫ, хӑйсем виҫҫӗн.

Вот поставили охотники шалаш, развели костер, хотели было разделить дрофу, да и стали в тупик: дрофа ведь одна, а их трое.

Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех