Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Авӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Авӑн (тĕпĕ: авӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи хӗвеллӗ сулхӑн ир, редакцие ҫичӗ сехет тӗлнех ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Пӗччен апат ҫиме аван, тӑваттӑн — авӑн ҫапма», — тет пирӗн халӑх.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

…Ун чухне, пӗр вунпилӗк ҫул каялла, хӗвеллӗ авӑн уйӑхӗнче, районти радио Вылварринчи тырӑ йышӑнакан пункт Казахстанра тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра элеваторсенче ӗҫлеме килӗшекен ҫынсене пуҫтарни ҫинчен пӗлтерчӗ те, эпӗ чӑматан хатӗрлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Акӑ «Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу» калаври Иринӑпа Володьӑн, ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренекенскерсен, ӗҫ-пуҫ тени йӑлтах лайӑх пекчӗ, анчах «юлашки ҫул вӗреннӗ чух икӗ ҫамрӑкӑн кӗтмен ҫӗртен самана саланчӗ» тет калавҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Авӑн уйӑхӗ те вӗҫленсе пырать ӗнтӗ, — калаҫать вӑтам ҫулсенелли тӑрнакай арҫын.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авӑн ҫинче ӗҫлекен Савантер, пуҫне тӑратса, вӗсем епле ҫапӑҫнине сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Васкамасӑр кӑна карчӑк авӑн еннелле ҫаврӑнчӗ те тӗлӗнсе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле туйӑм ӑна авӑн хыҫӗнчен, карта хушшинчи ҫурӑкран ун ҫинелле темле мӑшӑр куҫ тинкерсе пӑхнине систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫу уйӑхӗ иртсе пырать, авӑн уйӑхсӑр тек евчӗсем яма пултараймаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авӑн уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиллӗкӗшӗ автоматсене авӑн шучи пек туса тӑратрӗҫ те хывӑнма тытӑнчӗҫ, иккӗшӗ хураллама юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Олег Красновӑн полкӗ Украинӑна тепӗр хут кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Машинӑпа авӑн ҫапнӑ чух ӑна чӑпӑркка тыттарса лаша хӑвалама хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Уйрӑмах пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче пирӗн республика хастар ӗҫленине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ Михаил Степанов.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Аннепе аппа йӗтем ҫине авӑн ҫапма кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче яланхи йӗркепе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкул умӗнче аслӑ классенче вӗренекен ачасемпе (кӗҫӗнрех класри ачасене шкул килхушшине пухнӑ иккен) учительсен савӑнӑҫлӑ пухӑвне ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

1413 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бенедикт ХIII антипапа Вордло указне ҫирӗплетнӗ.

Антипапа Бенедикт ХIII в сентябре 1413 года подтвердил указ Вордло.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Иккӗмӗш пайне 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен пурнӑҫлӗҫ.

Второй этап будет выполнен до сентября 2024 года.

Красноармейски районӗнче кӗпер юсама пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34170.html

Ӗҫӗ вара мӑй таран: ыраш вырса пӗтермелле, сӗлӗ вырмалла, вӑрлӑхлӑх авӑн ҫапмалла, ыраш акмалла, кӗлте кӗртмелле…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех