Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь мӗн тунӑ, кӑҫал мӗн тӑватпӑр - чӑн ӗҫе кӑтартни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Акӑ пирӗн колхозран халӗ тӑватӑ ҫын чугун ҫул валли вӑрман касма, икӗ ҫын Сӑр шыв урлӑ кӗпер тунӑ ҫӗре ӗҫлеме каймалла.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Награда панӑ чухне те вӑл: «Ман вырӑнта пурте ҫапла тунӑ пулӗччӗҫ», — тесе ҫеҫ калама пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Илем тени // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 18 с.

Тунӑ чухнех каларӑм, ытлашши пысӑк пулать, терӗм.

Еще во время строительства говорил, что он уж слишком большим получается.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӗри аллине темле хутсем тытнӑ — документсем пулас; тепри чӗркуҫҫи ҫине фанертан тунӑ пысӑках мар баул хунӑ, виҫҫӗмӗшӗ хӑй ларнӑ пукан ҫумне ҫиелтен кантрапа хӗреслесе ҫыхнӑ чемодан тӑратнӑ…

Один держал в руке какие-то бумаги — должно быть, документы; другой положил на колени небольшой фанерный баул, а третий сидел на стуле, возле которого стоял перевязанный веревкой чемодан…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

«Сармантейӗн сар чӑххи сар ҫӑмарта тунӑ тет…»

Куҫарса пулӑш

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Ӑна сутса тунӑ укҫа ХФХна техникӑпа, оборудованипе тивӗҫтерме ҫитмест-и?

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Ваҫук йытта кашни хушнӑ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑнах тытса ачашлать, Кампур хуҫи ҫине кӑмӑллӑн пӑхкалать, сисмен хутран питӗнчен йӑпӑлт-япӑлт ҫулласа илет: «Хам та сана питӗ юрататӑп ҫав», — тенӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Тепӗр чух Ваҫук ҫапла та тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Сӗтел ҫинче — витререн татса тунӑ хура чейник.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ учительница, виҫҫӗмӗш класс ачисене ӗҫ парса хӑварса, пирӗн пата пычӗ, эпир тунӑ задачӑсене тӗрӗслеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр сехет хушши тӳрӗ йӗр тунӑ хыҫҫӑн, учительница пирӗн ӗҫсене пӑхса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аван тунӑ, — мухтарӗ Гаврила.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хам тунӑ ӗҫшӗн савӑнса, карта патне чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑн-шан! тунӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Стражник мана арӗслеме киле пынӑ, ухтару тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хамӑр ял ҫыннисене чирӗк тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗшӗн пӗр пус та парасшӑн мар: турӑ ҫуртне тунӑ чухне сӑвапшӑн ӗҫлемелле тесе калать, тет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чиркӳ тунӑ ҫӗре Иванюкпа Манехва пыра-пыра каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кирпӗч куписем хыҫӗнче хӑмапа ҫапса тунӑ хӳтлӗх пур.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурте вӗсем килте тӗртсе тунӑ кӗпе-йӗмпе; урисенче — хулӑн пир тӑла тата лапка пуҫлӑ ҫӑпата.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех