Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ эрнере кӑна ал лаппи пышшӗ кантӑк туяннӑччӗ.

На той неделе я стекло купил, чуть побольше ладони.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пирӗн яла вӑл иртнӗ кӗркунне килсе кӗчӗ, — Ухтиван еннелле ҫаврӑнса каласа кӑтартма тытӑнать Якур.

— В нашу деревню он прошлой осенью приезжал, — повернувшись к Ухтивану, начал Ягур.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫирӗмрен иртнӗ Мултиер те ун чухне лавпа Шупашкара ҫитиех кайнӑ, ирхине вара хула сӑрчӗ ҫине хӑпарса пӑхнӑ.

Вот и случилось тогда двадцатилетнему Мульдиеру провожать их до самых Чебоксар, повидать мир и воочию.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темӗнле тӗтре карса илчӗ ман иртнӗ пурнӑҫа.

Вся прошлая жизнь для меня как туманом подернула.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ача чухнехи вӑхӑтсем мана ҫӗр ҫул, пин ҫул ӗлӗк пулса иртнӗ пек туйӑна пуҫларӗҫ.

То, что было в детстве, мне кажется, было сто, тысячу лет назад.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сивӗ, хаяр хӗл иртет, Каять йӗрсе, хурланса, Сивӗ куҫҫулӗпе йӗрет Иртнӗ куншӑн хуйхӑрса.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫил иртнӗ куншӑн сӳрӗкленчӗ, Нӳрленчӗ вӑйсӑррӑн вӗрсе.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук, иртнӗ ӗмӗре юлмасӑр, Тӑмасть-ҫке ҫул.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗмӗрлӗхе, тен, сыв пуллашрӗ Ҫав иртнӗ йывӑр кунсемпе.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут пӗлмен хура куна, Вӑл иртнӗ, кайнӑ тӗкӗнмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нумай ҫул иртнӗ; Атӑл тӑрӑх Ҫӳренӗ Разин утаман.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Алӑк патӗнче Левентей пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ: ӑна халь пулса иртнӗ калаҫу вӗҫленмен пек, вӑл секретаре чи кирлине каламасӑр хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗрере, шухӑшра ҫакӑн пек, канӑҫсӑрлӑх иртнӗ ҫуркунне пулнӑччӗ, — ун чухне Ятманпа вӑрҫнӑ хыҫҫӑн Левентей темиҫе кун хушши ниҫта кайса кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ ҫул авӑртман-и?

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гарифӑн ҫилли иртнӗ ӗнтӗ, вӑл, кӳршине саламласа, лӑпкӑн ҫеҫ сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа пурне те итлет, мӗншӗн тесен Ятман вӑл пӗлекен япаланах хӑйне евӗр каласа парать, пулса иртнӗ ӗҫ пирки хӑйӗн шухӑшне хушса хурать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ расра районра та ҫаплах каларӗҫ: колхозӑн сахалтан та тӑватӑ-пилӗк ферма пулмалла, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл чӑнах та юлташне тата ӑнлантарма сӑмах шыранӑччӗ пулас, анчах Левентее кусем ҫинчен кӑшт урӑхларах иртнӗ расра та каланине аса илчӗ те «кирлӗ мар, вӑл ӑна ахаль те пӗлет» тенӗ евӗр алӑ сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Левентей ҫине тӳррӗн пӑхрӗ, вӑл иртнӗ расри пек мӗн те пулин чӑрсӑррӑм каласа хурасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вара агронома темиҫе кун каялла ҫак пӳлӗмре Ятманпа иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ тавлашу пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех