Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫул сăмах пирĕн базăра пур.
ҫул (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑп та лӑп 20 ҫул каялла Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ станцинче техногенлӑ катастрофа пулнӑ.

Ровно 20 лет назад на станции Мыслец Шумерлинского района произошла техногенная катастрофа.

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ, 1996 ҫул

14 мая, 1996 год...

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Критиксен вулакансене аслӑ ҫул ҫинчен пӑрӑнса каясран сыхласа пымалла, вӗсен художествӑллӑ пултарулӑхне тата ҫӳлерехри пусӑма хӑпартассишӗн тӑрӑшмалла, произведенисен содержанине, идейине уҫса парса, вӗсене большевикла хак памалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

20-30 ҫул каяллах ӳсекен йывӑҫсем сӑмах ӑсти пирӗн чӗрере яланах упраннине, сӑввисем кашни юбилейӗнче янӑранине пашалтатса иртен-ҫӳрене пуҫ таяҫҫё.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Кӗҫех, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Константин Кольцов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

70-80 ҫул упранӑ вӗсене Кӗҫтук Кольцовӑн ҫывӑх ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене пурне те автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ.

Автор поздравил всех собравшихся на торжество и рассказал, как 30 лет тому назад установил свой первый памятник погибшим в ВОВ в селе Старые Алгаши.

В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html

Ентешӗмӗрӗн дивизийӗ ҫапӑҫусемпе Курск облаҫӗнчен Беларусси витӗр Берлин еннелле ҫул тытнине те палӑртмасӑр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑл кӳнӗ суран вара ҫичӗ теҫетке ҫул ытла иртсен те ҫынсен чӗрисенче тӳрленмест, йӑшкать те йӑшкать, чуна ыраттарать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Акӑ 3-4 ҫул каялла килӗренех 500-шер тенкӗ пухса ҫӑва ҫинче тимӗр карта лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнӗ тӗле интернетра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хаяр ҫапӑҫусенче хастарлӑх кӑтартнӑшӑн тӗрлӗ медаль-орденпа чысланӑ геройсен ячӗсене кун ҫути кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Унтанпа акцие хутшӑнакансен шучӗ ӳссех пынӑ, пӗлтӗр майӑн 9-мӗшӗнче, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине уявланӑ кун, «Вилӗмср полк» акцие ҫӗршывӗпе 12 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Аслӑ Ҫӗнтерӗве 71 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ уяв вӗҫленнӗ хыҫҫӑн каллех Ҫӗнтерӳ лапамӗ тӑрӑх утса тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне пуҫтарӑннисене Патӑрьел ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Моисеев, «Россемена» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, хисеплӗ ентеш В. Нягин, нумай ҫул «Труд» хуҫалӑхне ертсе пыракан Н. Михайлов саламларӗҫ, пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, килӗшӳ, пысӑк юрату сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Унсӑр пуҫне уяв тӗлне вунӑ е тата ытларах ҫул агропромышленность комплексӗнче ертӳҫӗ пулса тӑрӑшнӑ хастарсен ячӗпе уҫнӑ сӑн ӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравӗ те ӗҫ паттӑрӗсен пысӑк «ҫарне» ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Шел пулин те, вӑл пирӗнпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӗве 71 ҫул тултарнине кӗтсе илеймерӗ, ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ҫапла вара 10 ҫул шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чулкас ял Совечӗн председателӗ пулма лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

17 ҫул тин тултарнӑскер салтака каять.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Николай Дмитриевич ялти ытти ҫамрӑксемпе пӗрле уй-хирте ҫурлапа тырӑ та вырнӑ, плугпа ҫӗр те сухаланӑ, ҫӗмел те тунӑ, капан хывнӑ, элеватора лашасемпе тырӑ леҫнӗ, каярахпа лашасене те вӑрҫа илсе кайсан, вӑкӑрсене кӳлсе ӗҫленӗ, чукун ҫул ҫинче те тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Аслисемпе пӗрле тин ҫеҫ 17 ҫул тултарнисен те хӗрӳ ҫапӑҫӑва кӗме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех