Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вольтановский ним сӑлтавсӑр Светланӑна куҫ хӗссе илчӗ, унтан ӗхлеткелесе, комбайн айне кӗрсе кайрӗ.Ни с того ни с сего подмигнул Вольтановский Светлане и, кряхтя, полез на комбайн.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Шофёрсем вырнаҫнӑ кил хуҫи, тӑлӑх хӗрарӑм, Саша инке, Оля ятлӑ вуникӗ ҫулхи хӗрӗпе ҫеҫ пурӑнаканскер, йывӑҫсен айне икӗ рет хулӑн ҫитти сарса минтерсем хурса пачӗ, витрепе пылтан тунӑ квас лартрӗ; кунта юнашарах утар пурри ҫинчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн, хӑйсен икӗ пӳлӗмлӗ, тӑмран шӑлса тунӑ пӳртне кӗрсе кайрӗ.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хӗрача вырӑнтан тапрансан Сергей йывӑҫ айне сарса хунӑ михӗ ҫинче пӗр купа панулми, берданка текен пӑшал, ҫавӑнтах лӑпкӑн тӗлӗрекен йытта курчӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Вӑл ҫӑмарта шуратрӗ, тӑвар ҫине пуҫрӗ те, Егор Егорыч пекех, пӗр тӗпренчӗкне те ҫӗре ӳкерес мар тесе, тепӗр аллине янах айне тытса ҫиме пуҫларӗ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Тинӗс таҫта инҫетре, хӗвел ҫутинче ҫиҫекен тӗтре йӑсӑркки айне пулнӑ, уҫҫӑн палӑракан тусем ҫав тери ҫывӑх пек курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑррисене алӑпа кармашса тытас килет.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Тусем вара, тусем турат ҫинче пуҫӗсене ҫуначӗсем айне чиксе ларакан, шултра хыр йӗкелӗсем евӗр курӑнакан, хӑйсен сӑнне ҫухатнӑ ыйхӑллӑ кайӑксем пекех туйӑнаҫҫӗ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫавӑнпа та вӑл ашшӗ вырӑнӗ ҫинче, амӑшӗн юлташӗ пулнӑ кӳршӗри Надежда Георгиевна кӗпе-йӗм тирпейлесе чикнӗ хутаҫа пуҫӗ айне хурса, салтӑнмасӑрах ҫывӑрчӗ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ут ури — ҫатӑртатрӗ хӑрнӑ турат: — Тӗрмене! Хӗҫ айне! шӑхӑр, саламат! —Хрустнул куст под лошажьей ногою: — В тюрьму! Под шашки! Сквозь свист нагаек! —
Май // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 48–49 с.
Йӗркеллӗ ҫын пӳртре-ҫуртра пируса нихӑҫан та сӗтел е тенкел ури ҫумне тӗксе, сӗтел е ура айне пӑрахса сӳнтермест.
Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пире хӗрлӗ ялав айне тӑма асаплӑ ӗҫ хистенӗ, выҫлӑх хӑваланӑ.Велели нам идти под красный флаг года труда и дни недоеданий.
Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.
Икӗ енчи чавса айне те йышӑнса таянса лармалла мар, кӳршӗ те чавсаланасшӑн пулӗ.Занимать оба подлокотника — бесцеремонно, так как и сосед хочет опереться.
Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах кам та пулин машина айне лекес хӑрушлӑх сиксе тухсан, хытӑ кӑшкӑрса яни тата алла сулмаклӑн ҫӗклени вырӑнлӑ пулать.
Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл старик вӗҫӗмсӗр: «Ӑна ҫакса вӗлерме кашта айне тӑратнӑ, мӑйкӑч тӑхӑнтартнӑ — вӑл хӗр ҫаплах халӑха кӗрешме чӗнсе сӑмах каланӑ», — тенӗ.
Ҫар корреспонденчӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ку ята эпӗ манман, мӗншӗн тесен партизанка Таня вилӗмӗ ҫинчен «Правда» хаҫатра каласа панӑ асран кайми йӗркесем айне вӑл алӑ пуснӑ.
Ҫар корреспонденчӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шура аллине питҫӑмарти айне хунӑ та тутлӑн ҫывӑрать, эпӗ ун ҫине пӑхса тӑранаймасӑр час-часах тӑрса ун умне пыратӑп.
Ульяновскран килекен хыпарсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Каштаран ҫыхнӑ вӗрен йӑлмакӗ айне пӗр-пӗрин ҫине хӑпартса икӗ ещӗк лартнӑ.Под спущенной с перекладины петлей были поставлены один на другой два ящика.
Ӗҫ ҫапла пулнӑ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Алӑ айне малтан Зоя вӗтӗ-вӗтӗ ҫырнӑ хут листисем лекрӗҫ.Сначала мне попались листки, густо исписанные Зоиным почерком.
Ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шӑтарас пек тинкернӗ ыйтуллӑ куҫӗсемпе вӑл пирӗн ҫине чӗрӗ ҫын пек тӗлленӗ, ун айне «Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн?» — тесе ҫырнӑ сӑмахсем те чӗрӗ ҫын хыттӑн ыйтса каланӑ пек хӑлхара янӑраҫҫӗ.
«Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӗсен унта ҫӗрулми юр айне ан юлтӑр тесе хӑвӑртрах кӑларма пулӑшмалла пулнӑ.Надо было в совхозе спешно убрать картофель, чтобы уберечь его от морозов.
«Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ӑна илес тесе пӗшкӗнсен, известь тусанӗ айне пулнӑ Шиллер томне куртӑм.Нагнулась, чтобы поднять его, и увидела рядом, под слоем известковой пыли, том Шиллера.
Пирвайхи бомбӑсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.