Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс мӗн ӗҫпе пурӑннине кӑшт ӑнланас килчӗ, ҫавӑнпа калаҫӑвӑра тимлерӗм…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрӗ ҫав тери тӗттӗм марччӗ, ҫавӑнпа унӑн сывланӑ май сиккелесе илекен сӑмса ҫунаттисем, мӑкӑрӑларах тӑракан кӑшт уҫӑ тута айӗнчи йӑлтӑркка пӗр-икӗ шӑлӗ уҫҫӑнах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани пуҫне кӑшт каҫӑртнӑ та тӗпсӗр тӳпенелле пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑтарасла пӑхакан хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗ, йӗр йӗрленӗ ҫинҫе пӗркеленчӗксем ӳте кӑшт тӗксӗмлетеҫҫӗ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пас тытнӑ пек шурала пуҫланӑ ҫӑра ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ вара, пачах урӑхла, — ҫутатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуҫне хӑяккӑнрах пӑрнӑ чухне кӑшт каҫӑртарах сӑмси, мӑкӑрӑларах тӑракан тути, кӗмӗлпе эрешленӗ хулӑн ҫивӗчӗ уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавсене пулах хӑй вӑхӑтӗнче Экеҫ тӗлне кӑшт ҫеҫ хура юпа лартман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗншӗн качча кайрӗ-ши тет-ха эппин… — Крапивин каллех кӑшт шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗнчен унччен те кӑшт ҫӳллӗрехчӗ-ха вӑл, анчах хӑрпӑкрахчӗ, халӗ вара сарӑлса тӗрекленнӗ, чӑн-чӑн арҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах ҫенӗк алӑкӗ кӑшт нӑтӑртатса илчӗ, унтан пӳрте икӗ ҫын кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлӗтрен кӑшт ӳкекен ҫутӑра вӗсем хура мӗлкесем пек куҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина ҫенӗк алӑкне кӑшт уҫса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку хыпар Мина кӑмӑлне кӑшт ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун вӗсем ирхи апат тунӑ май кӑшт мухмӑр чӗрткелерӗҫ те каялла Йӗпреҫ вӑрманне мар, пач урӑх енне — Чурачӑкалла тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑшт аяккарах икӗ мӑн хыр пур та, ун ҫинчен тӑрсан-тӑрсан йӗкел патлатса анать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑшт каҫӑртарах сӑмси кӑна ҫынни ку хамӑр пекскерех, чӑваш ялӗнченех тухнӑскер, пулнине аса илтернӗн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман хыҫӗнчен саркаланса тухакан хӗрлӗ сарӑ хӗвел ирхи сывлӑма пӑслантарма тытӑннӑ, ҫавна пула сывлӑш кӑшт нӳрӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ӗҫ хушса тухсан, Калюков пӗр кӗленче ҫутти илчӗ те тухрӗ, кӑшт шухӑшласа тӑрсан, Сидор пӳрчӗ патне утрӗ, ҫитсен, алӑкран шаккамасӑрах кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗррехинче ҫапла Калюковпа тусӗсем, тем тери асӑрханчӗҫ пулин те, кӑшт кӑна вӑрттӑн хурал аллине лекмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурпӗр ӑна ҫак самантра кӑшт чун кӗнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урапасен килне кӗрсен кӑна тӑна кӗчӗ, килкартине, пӳрте ухтарам пек туса, кӑшт пӑхкаласа тухсан, шалт аптӑранӑ Тарьепе калаҫкаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех