Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни ухмахӑн сӑмахне чӗре патне илсен, ҫут тӗнчере пӗр кун та пурӑнма юрамасть.Если болтовню всякой дуры принимать близко к сердцу, и дня не проживешь на этом свете!
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫулӗ йывӑртарах килсен те, урӑхран кивӗ пӳртпе пурӑнма юрамасть, ҫӗннине лартма шухӑш тытать.Хоть год выдался не из легких, но и жить в старом доме стало совсем невозможно — надо ставить новый.
XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тухтар ӗҫлеме юратаканскер, вӑйпитти те чипер, ун пек ҫынна ялта хисеплемесен юрамасть, тетӗшӗн те хирӗҫсе тӑма сӑлтав ҫук.Работящего, статного Тухтара уважает вся деревня, и брату нет смысла противиться их счастью.
XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ытти чухне вӑл хӑй амӑшӗпе нимӗн пытармасӑрах калаҫать, кун пирки вара ӑна тем вӑтантарать, анчах калаҫмасан та юрамасть тесе шухӑшларӗ вӑл паян.
XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Халӑх вырма тухасса кӗтсе тӑма юрамасть.
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ҫак вӑрттӑнлӑха усрама тупа турӗ; каласан юрамасть имӗш, мӗн юмӑҫлани хӑватсӑр кӑна та мар, пӗтӗмпе хирӗҫ тухма пултарать; вара инкекрен хӑтӑлас вырӑнне тата пысӑк асапсем пуласса кӗтсех тӑмалла имӗш.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ыттисен кунтан мӗн ӗҫ пӗтериччен те тухма юрамасть.Остальным, пока я не кончу свое дело, выходить из избы нельзя…
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ун пеккине улт-ҫич сыпӑкран ытла тытма юрамасть имӗш, кайран вӑл ҫурта та, ҫурт хуҫине те инкек хыҫҫӑн инкек кӳрекен пулать, тет.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Вӑл ҫаплах ӗнтӗ, — ҫӑмламас ӗнсине кӑтӑр-катӑр хыҫкаларӗ вӑл; унтан, пуҫне кӑшт ҫӗклетсе, ачисем еннелле ҫаврӑнчӗ, — эсӗр халь унта-кунта хӗвӗшсе ан ҫӳрӗр, пӳртре тӗкех ларӑр, тухса ҫӳреме юрамасть.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тимрук урам еннелле тухасшӑнччӗ — ашшӗ кӑлармарӗ: тухатланине сирмесӗр хапхаран тухма юрамасть.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юрамасть кун пек, юрамасть, малашне Шерккей апла пулмӗ-ха, ачисене те тыткалама пӗлӗ.Нельзя так, нельзя, наперед Шерккей будет вести дела иначе, и детей своих тому же наставит.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Юрамасть… — илтӗнчӗҫ сасӑсем.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Пирӗн ун пек тума юрамасть.
20. Шпиона тытни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Дежурнӑй хӗрача ятлаҫать, телефона пустуй калаҫусемпе йышӑнма юрамасть, тет.Дежурная ругается, нельзя, говорит, телефон пустяками занимать.
16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Юрамасть!
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Стаппана халех юрамасть! — кӑшкӑрса ячӗ пӗр сасӑ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсен ура хума та ҫапӑҫса кайма ҫеҫ юрамасть.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Халь мана тумлам та юрамасть.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шурӑ кӗпине пӑрса та пулин тӑхӑнмалла ӗнтӗ, кӑваккипе юрамасть.И решил все же надеть белую рубаху — не ходить же в праздник в синей!
VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫакӑн пек чухне никампа та урлӑ пулма юрамасть, ятлаҫсан-мӑртӑхсан ӑншӑрт ҫулӑхма пултарать, теҫҫӗ.В таких случаях лучше ни в чем не перечить, чтобы не накликать на себя гнева толпы.
VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.