Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен ҫулне пӳлме васкакан милиционерсем пач айккинче тӑрса юлчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, юрӗ, кунта тӑрса ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑрса курнӑ ҫын, пӗлетӗн-и эсӗ унӑн вӑйне?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка тӑрса чыс тума хӑтланчӗ, анчах командир ӑна аллипе тытса чарчӗ, куҫран пӑхса ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте эпир пӗр каҫрах кӗлмӗҫе тӑрса юлтӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин камерӑна кӗрсен, вырӑн ҫинче выртакан Телегин тӑрса ларчӗ, анчах ура ҫине ҫӗкленмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аслӑ ҫынсем ҫӳрес ҫӗре тахҫанах кайса килнӗ пулас ҫав, Антун ҫырана пӗчченех анчӗ, тӳрех ниҫталла кайма пӗлмесӗр, пӑрахут кукӑрта курӑнми пуличченех ӑна пӑхса тӑрса ӑсатрӗ, унтан йӑкӑр-якӑр сукмакпа хуллен саланалла хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шурса-кӑвакарса кайнӑ Валета тинех чун кӗчӗ, вӑл, йӑпӑрт сиксе тӑрса, алӑка кайса хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сасса илтнӗ Хуснутдинов, вашт! сиксе тӑрса, револьверне кӗрекен ҫын енне тытма хӑтланчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Калюков унӑн аллине хӗскӗч пек хӗссе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Минренӗ хресчен вӗсене курӑнми пулсан та чылайччен пӑхса тӑрса ӑсатрӗ, тумтире йӗпхӳ витӗр иле пуҫласан кӑна, хаш! сывларӗ те, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Нта, ача, пули пуҫ тирринех сӳсе кайрӗ, — тӑрса ларчӗ Йӑван.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптранӑ Ехвин, канӑҫсӑррӑн туртӑнса, чӳрече патне пычӗ, хӑяккӑн тӑрса, урамалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери чаплӑ вӑйӑҫ, алла купӑс тытсан, тупата, чирлӗ ҫын сиксе тӑрса ташша ярӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, упӑшкинчен ҫӳллӗрех те тӗреклӗ хӗрарӑм, ҫапӑҫса кайсан, тӗк вӗҫтерсе тустармалла-ха та ӑна, арҫынна хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, умлӑн-хыҫлӑн персе, хӑвалакансене ҫӗре вырттарчӗ те тӑрса ниме пӑхмасӑр чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле, мӗнле? — тачка кӳлепине кура мар яшт! тӑрса ларчӗ упа пекки.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлип, чӗлпӗртен вӗҫерӗнсе, тепӗр енне пӑлтӑрт! сирпӗнсе ӳкрӗ, тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ, ҫавӑнтах тата, Тӑвӑл юр ӑшне пашлатнине курчӗ те, ҫиллине чарчӗ, юлташӗсем пулӑшнипе ура ҫине тӑрса, ахӑлтатса кула пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Матроссем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӳле улӑхрӗҫ те тинӗселле пӑхса шканц ҫине тӑрса тухрӗҫ.

Один за другим подымались наверх матросы и выстроились на шканцах, лицом к морю.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ассоль килсе ҫитсен пурте шӑпланчӗҫ, пурте унран хӑраса пӑрӑнчӗҫ, вӑл вара — ҫухалса кайнӑскер, аптӑраса ӳкнӗскер, телейлӗскер — вӗри хӑйӑр пушӑлӑхӗнче пӗччен тӑрса юлчӗ, аллисене ҫӳллӗ карап еннелле хевтесӗррӗн тӑснӑскер — хӑй кӗтнӗ тӗлӗнтермӗшрен те хӗрлӗрех питпе хытса тӑчӗ…

Как только появилась Ассоль, все смолкли, все со страхом отошли от нее, и она осталась одна средь пустоты знойного песка, растерянная, пристыженная, счастливая, с лицом не менее алым, чем ее чудо, беспомощно протянув руки к высокому кораблю.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех